Бурмистров Иван Николаевич

Иван Николаевич Бурмистров (1920 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ, Норовка, Чӗмпӗр кӗпӗрни2006 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ, Чĕмпĕр) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн гварди хӗрлӗ ҫар ҫынни, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче).

Пурнӑҫӗ

1920 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Чӗмпӗр уесӗнчи (халӗ Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗ) Норовка ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Улттӑмӗш класс пӗтернӗ. 1938 ҫулта Чӗмпӗр хулине куҫса кайнӑ, машина тӑвакан савутра токарь пулса ӗҫленӗ. 1940 ҫулта Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ.

1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа фронтра ҫапӑҫнӑ. Мускавшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче контузиленнӗ. Ҫыхӑнуҫӑсен курсӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн ҫара таврӑннӑ. Ҫеҫенхир фрончӗн 7-мӗш гварди ҫарӗн 78-мӗш гварди стреловксен дивизийӗнчи 225-мӗш полкра ҫыхӑнуҫӑ пулнӑ. Курск ҫапӑҫӑвӗнче аманнӑ.

1943 ҫулхи аванӑн 24-мӗшӗнчен 25-мӗшхи ҫӗрле Бурмистров тата ултӑ ҫыхӑнуҫӑ Украина ССР-ӗнчи Домоткань ялӗ патӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ. Ушкӑн юханшыв тӗпӗпе кабель тӑснӑ, артиллери пемешкӗн йӗркелесе пымалли даннӑйсене парса тӑнӑ. Бурмистров 10 ҫӗрте татӑлнӑ кабеле юсанӑ. Днепрӑн сылтӑм ҫыранӗнчи плацдармра пынӑ ҫапӑҫусенче ҫыхӑнуҫӑсем тӑшманӑн 50 яхӑн салтакӗпе офицерне пӗтернӗ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн Бурмистров гварди хӗрлӗ ҫар ҫыннине Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ[1].

1943 ҫулхи юпа уйӑхӗнче вӑл ҫапӑҫнӑ полка Кировоград патӗнче хупӑрласе хунӑ. Йывӑр аманнӑ Бурмистров тыткӑна лекнӗ. Польшӑпа Австри концлагерӗсенче пулнӑ. 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тыткӑнран тарнӑ, ҫара таврӑннӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен СМЕРШ тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ, Губаха хули патӗнчи фильтраци лагерӗнче шахтӑра ӗҫленӗ[1].

1946 ҫулта Чӗмпӗре таврӑннӑ, кайран ӑна хисеплӗ наградӑсене тавӑрса панӑ[1]. УАЗ савутра токарьте, облаҫри архивра директор ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 2006 ҫулхи аванӑн 10-мӗшӗнче вилнӗ. Чӗмпӗрте пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • 2016 ҫулта Чӗмпӗрте И. Н. Бурмистрова халалласа палӑк (бюст) лартнӑ[4].

Примечания

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бурмистров Иван Николаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ Иван Николаевич Бурмистров. Aftershock.news. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  3. ^ Юбилейный орден Отечественной войны. Drive2.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  4. ^ Бюст И. Н. Бурмистрова. 2ГИС. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Плесцов К. М. Люди высокого подвига. — М., 1962.
  • Ульяновцы в боях за Родину. — 2-е изд. — Саратов, 1964.
  • Честь, отвага, мужество. — Саратов, 1979.