Бурнашов Александр Анфиногенович
Александр Анфиногенович Бурнашов (1914 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ, Алтай[d] — 1974 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ, Угловое[d]) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн старшини, Хасанти ҫапӑҫусемпе Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).
Пурнӑҫӗ
1914 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче Зыряновск поселокӗнче (халӗ Казахстанри Тухӑҫ-Казахстан облаҫне кӗрекен хула) ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, колхозра, каярахпа шахтӑра электромонтажникре ӗҫленӗ. 1936—1938 ҫулсенче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ, 1938 ҫулхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче Хасан кӳлли патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.
1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӑна каллех ҫара илнӗ те фронта янӑ. 1943 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне Бурнашов аслӑ сержант 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 3-мӗш ҫарне кӗрекен 129-мӗш стрелоксен дивизийӗн 457-мӗш стрелоксен полкӗн тупӑ командирӗ пулнӑ. Березина юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне паттӑрлӑх кӑтартнӑ[1].
Бурнашовӑн тупӑ расчечӗ Беларуҫ ССР-ӗнчи Могилёв облаҫӗнчи Щатково ялӗ патӗнче Березина урлӑ каҫнӑ. 1944 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче плацдармри ҫапӑҫура расчетри пӗтӗм салтак малалал ҫапӑҫма пултарайман хыҫҫӑн Бурнашов пӗчченех тӑшмана хирӗҫ тупӑран пенӗ. Вӑл тӑшманӑн 4 штурмлакан туппине, 7 бронетранспортёрне, хӗҫпӑшал тиенӗ 5 автомашинӑна тата чылай салтака пӗтернӗ. Ку ҫапӑҫура вӑл йывӑр аманнӑ[1][2][3].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн Бурнашов аслӑ сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ, Ленин орденӗпе 8075-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ парса хаваслантарнӑ[1]. Ытти медальсене те тивӗҫнӗ.
Вӑрҫӑ пӗтсен Бурнашов старшина демобилизациленнӗ. Казах ССР-не таврӑннӑ, фабрикӑра мастерта ӗҫленӗ. Пенсие тухсан Украина ССР-ӗнчи Крым облаҫне кӗрекен Угловое ялӗнче пурӑннӑ. 1974 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче вилнӗ[1].
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Бурнашов Александр Анфиногенович. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Бурнашов Александр Анфиногенович. Музей «Дорога памяти». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Бурнашов Александр Анфиногенович. Ветераны Первого канала. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Братская могила советских воинов, погибших в боях 1944 г. и могила Героя Советского Союза А. А. Бурнашова. Крымское республиканское отделение ВООПИК. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Братская могила советских воинов, погибших в боях 1944 г. и могила Героя Советского Союза А. А. Бурнашова (1974 г.). Крымские памятники. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Бурнашов Александр Анфиногенович. Имена в истории Восточного Казахстана. Восточно-Казахстанская областная библиотека имени А. С. Пушкина. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Бульвар Бурнашова, 1, Алтай. 2ГИС. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Burnashov Alexander Anfinogenovich. Names in the History of East Kazakhstan. A. S. Pushkin East Kazakhstan Regional Library. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
- ^ МБОУ «Угловская средняя общеобразовательная школа имени Бурнашова Александра Анфиногеновича». Угловская СОШ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Бесстрашные. Алма-Ата, 1964.
- Герои Советского Союза — казахстанцы / под ред. Н. Зверева. — Казахстан, 1968. — Т. 1. — 475 с. — (в 2-х томах). — 25 600 экз.
- Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Белорусская советская энциклопедия, 1984. — 607 с. — 65 000 экз.