Бурцев Кирилл Максимович
Кирилл Максимович Бурцев (1900 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ, Курск облаçĕн Золотухино районĕ — 1944 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ, Польша) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн хӗрлӗ ҫар ҫынни, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗ
Кирилл Бурцев 1900 ҫулта Коронино ялӗнче (халӗ — Курск облаҫӗнчи Золотухино районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. 1918—1919 ҫулсенче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑннӑ. 1931 ҫултанпа колхозра ӗҫленӗ, передовик-ударник пулнӑ, ӑна темиҫе хут та преми панӑ[1].
1943 ҫулта Бурцева каллех ҫара чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫултах вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсене лекнӗ, 1-мӗш Украина фрончӗн 13-мӗш ҫарӗнчи танксене хирӗҫле истребитель артиллери полкӗнче снарядсем турттаракан пулса ӗҫленӗ (тӗрлӗ ҫӑлкуҫра полка 493-мӗш[2] е 403-мӗш[1] тесе кӑтартнӑ). 1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн вӗҫнелле 13-мӗш ҫарӑн авангард дивизийӗсем Баранув хули патӗнче Висла юханшывӗ хӗррине тухнӑ. Тӑшман авиацийӗ каҫмалли вырӑнсем ҫине тапӑннӑ пулин те, ҫынсем, хӗҫпӑшал тата техника ҫитмен пулин те, вӗсем юханшыв урлӑ каҫса плацдарм ҫинче ҫирӗпленнӗ. Тӑшман контратакӑсем ирттерсе вӗсене хӑваласа яма хӑтланнӑ[1].
1944 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче Сандомир хули патӗнче, Лопата ялӗн ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура, тупӑ расчётӗнчи пулемётчик вилнӗ. Бурцев унӑн вырӑнне тӑнӑ та пулемётпа малалла тухса батарейӑн перекен позицийӗ патне килекен ҫулсене персе сыхласа тӑмалли задачӑна хӑй ҫине илнӗ. Вӑл тӑшманӑн пехотинецӗсене 50 метр таран ҫывӑха ярса юнашартан персе тӑнӑ, тапӑнӑва сирсе янӑ чухне аманнӑ, анчах ҫапӑҫу хирӗнчен пӑрахса кайман тепӗр тӑватӑ контратакӑна сирсе янӑ. Тӑшман 15–20 метр ҫывӑхлансан пулемёт ӗҫлеме чарӑннӑ; Бурцев автоматран малалла персе тӑнӑ, гитлеровецсем ӑна тыл енчен ҫаврӑнса иртме хӑтлансан вара, алӑран-аллӑн ҫапӑҫма пуҫланӑ тата автомат аврипе икӗ салтака вӗлернӗ, ыттисем тарнӑ. Бурцев нимӗҫсем ӑна хирӗҫ хӑй тӗллӗн ҫӳрекен «Пантера» артиллери установкинчен персе ярсан вилнӗ[1].
Вислӑн сылтӑм ҫыранӗнче Лопата ялӗнчен кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле пытарнӑ[2][1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Кирилл Бурцев хӗрлӗ ҫар ҫыннине вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ. Ҫавӑн пекех ӑна Ленин орденӗпе тата медальпе чысланӑ[2][1].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
Бурцев Кирилл Максимович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Звёзды доблести боевой. Львов, 1968. — С. 241.
- Золотые Звёзды курян. Воронеж, 1966. — С. 153–154.