Буряк Николай Васильевич
Николай Васильевич Буряк (1918 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ, Марьинский район[d], Донецк облаҫӗ[d] — 2006 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ, Краматорск[d], Донецк облаҫӗ[d]) — Совет ҫарӗн генерал-майорӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).
Пурнӑҫӗ
1918 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Желанное ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Тӑхӑр класс тата хапрӑкпа савут училищине (ФЗУ) вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пӑравус деповӗнче ӗҫленӗ. 1937 ҫулта Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ. 1938 ҫулта пилотсен Ворошиловградри ҫарпа авиаци училищине вӗренсе пӗтернӗ.
1942 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Як-1, Як-7 тата Як-9 самолётсемпе вӗҫнӗ. Крым, Ҫурҫӗр Кавказ, Кӑнтӑр, Кавказхыҫ, Воронеж, Ҫеҫенхир, 1-мӗш тата 2-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. 1943 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ.
1943 ҫулхи авӑн тӗлне Буряк аслӑ лейтенант 254 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ, 84 хут сывлӑшра ҫапӑҫнӑ, хӑй тӗллӗн тӑшманӑн 11 самолётне, ушкӑнпа пӗрле 1 самолётне персе антарнӑ[1]. Ҫак вӑхӑтра вӑл Ҫеҫенхир фрончӗн 5-мӗш сывлӑш ҫарӗнчи 247-мӗш пӗтерекен авиаци полкӗн эскадрильине ертсе пынӑ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн Николай Буряка Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (1494-мӗш номерлӗ) парса чысланӑ[1][2].
Юлашки хут 1945 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче Прага ҫийӗн вӗҫсе хӑпарнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл пӗтӗмпе 395 хут вӗҫсе тухнӑ, 105 ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, хӑйӗн тӗллӗн 15, ушкӑнпа пӗрле 1 самолёт персе антарнӑ[3].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн малалла ҫарта хӗсметре тӑнӑ, 1947 ҫулта аслӑ офицерсен курсне вӗренсе пӗтернӗ. 1949 ҫултанпа ДОСААФ тытӑмӗнче (Тамбов тата Коломна хулисенчи аэроклубсенче) лётчиксен пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1960 ҫулта полковник ҫар хисепӗпе отставкӑна тухнӑ, каярах ӑна генерал-майор хисепне панӑ.
Пенсие тухсан Донецк облаҫӗнчи Краматорск хулине куҫса кайнӑ. 2006 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗпе 27-мӗш каҫхине вилнӗ. Ӑна Краматорскра пытарнӑ[1].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ);
- Ленин орденӗ (1944 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ);
- Виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Александр Невский орденӗ;
- I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ тата II степеньлӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- Медальсем[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5
Буряк Николай Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза офицерскому составу военно-воздушных сил Красной Армии» от 4 февраля 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 17 нарӑсӑн (№ 10 (270)). — . 2022 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ М. Ю. Быков. Все Асы Сталина 1936—1953 гг.. — Научно-популярное издание. — ООО «Яуза-пресс», 2014. — 1392 с. — (Элитная энциклопедия ВВС). — 1500 экз. — ISBN 978-5-9955-0712-3.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Кавалеры Золотой Звезды. — Донецк: Донбас, 1976.
Каҫӑсем
- Буряк Николай Васильевич , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчи копийӗ