Бутко Александр Андреевич

Александр Андреевич Бутко (1905 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ, Сумы[d], Харьков кӗпӗрни[d]1973 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ, Киев) — совет ҫар ҫынни, полковник, Совет Союзӗн Паттӑрӗ[1].

Пурнӑҫӗ

Александр Бутко 1905 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче Украинӑри Сумы хулинче рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ. Наци тӗлӗшӗпе украин[1]. Чиркӳ шкулне тата реаллӑ училищин виҫӗ классне вӗренсе пӗтернӗ.

1920 ҫулта ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне илнӗ. Сумыри пехота курсӗнче (1924), Киеври артиллери шкулӗнче (1928) тата Ленинградри бронетанк курсӗнче (1935) вӗреннӗ. 1939 ҫулта Хӗвеланӑҫ Украинӑна ирӗке кӑларакан похода хутшӑннӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтӗнчи ҫапӑҫусене 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа хутшӑннӑ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, Кӑнтӑр, Дон, Сталинград, Тӗп, Воронеж тата 1-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Икӗ хут аманнӑ. 1942 ҫултанпа — ВКП(б) пайташӗ[1].

1943 ҫулта Тӗп фронтри 60-мӗш ҫарӑн 167-мӗш гварди ҫӑмӑл артиллери полкӗн командирӗ Бутко гварди подполковникӗ Курск ҫапӑҫӑвӗнче палӑрнӑ. 1943 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче вӑл ертсе пыракан полк, тӑшман вӑйлӑ пенӗ пулин те, Днепр урлӑ каҫса Киев облаҫӗнчи Губин ялӗ патӗнче плацдарм ярса илнӗ. Ҫапӑҫусенче полк тӑшманӑн икӗ пехота батальонне, пилӗк пулемётне, миномётне тата батарейине тӗп тунӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн Александр Бутко гварди подполковника Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (1902-мӗш номерлӗ) парса чысланӑ[1].

Ун хыҫҫӑн полк Киев хулине ирӗке кӑларакан ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен Бутко полковник 121-мӗш стрелоксен дивизийӗн артиллерине ертсе пынӑ.

1948 ҫулта полковник хисепӗпе запасра юлнӑ. Киевра пурӑннӑ, ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. 1973 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Киеври Байково масарӗнче пытарнӑ[1].

Астӑвӑм

  • Сумы хулинче унӑн ятне 10-мӗш шкула панӑ.
  • Киеври тата Сумыри музейсенче Паттӑр ҫинчен каласа паракан материалсем пур.
  • Сумы хулинчи Мухтав аллейинче унӑн портретне вырнаҫтарнӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бутко Александр Андреевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Каҫӑсем