Вăрмар ĕçĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Вӑрмар ӗҫӗ (выр. Урмарское дело) — 1888 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи Кивӗ Вӑрмарпа тата Кӗҫӗн Урмар ялӗсенчи хресченсем хушшинче ҫӗр валеҫнӗ вӑхӑтра пулса иртнӗ юнлӑ тытӑҫу, хирӗҫӳ тавлашуллӑ вӑрман лаптӑкӗшӗн сиксе тухнӑ. Ҫак хаяр тытӑҫура виҫӗ ҫын вилнӗ, ҫӗршер ҫын суранланнӑ, ҫав шутра влаҫ ҫыннисем те.

17 ҫынна вӗлерме приговор кӑларнӑ. Хусанти ют халӑх вӗрентекенӗсен семинарийӗн директорӗ Н. И. Ильминский ыйтнипе III Александр император пурин айӑплавне те ҫемҫетнӗ[1].

Тытӑҫӑва сӑнласа пани

XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫак ялсенче пурӑнакан халӑх хушшинче нумай ҫул хушши вӑрман лаптӑкӗшӗн суд тавлашӑвӗ пынӑ. Кашни енӗ ӑна хӑйӗн ял обществин харпӑрлӑхӗ тесе шутланӑ[2].

1888 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хусан округ судӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗр виҫевҫӗ, Кивӗ Арапуҫ вулӑс правленийӗн ҫн6нисем, полици уретникӗ, стражник, Кивӗ Арапуҫ, Кӗҫӗн Вӑрмар тата Кавал ялӗсен полици сотскисем, ҫавӑн пекех рабочисемпе понятойсем мише ӗҫне пурнӑҫлама пуҫланӑ. Вӗсем Кивӗ Вӑрмар ялӗн шутне кӗрекен 42 теҫҫӗттин вӑрман ҫӗрне Кӗҫӗн Вӑрмар ял хресченӗсем валли уйӑрма шутланӑ. Анчах Кивӗ Вӑрмар ҫыннисем ҫӗр виҫев ӗҫне ирттерме паман. Алла сенӗксемпе рычаксем тытса вӗсем ҫӗр виҫевҫӗсемпе Кӗҫӗн Вӑрмар халӑхне тапӑннӑ. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче Кӗҫӗн Вӑрмарти виҫӗ ҫын тата Кивӗ Шулхан ялӗнчи пӗр ҫын сурансене пула вилнӗ. 50 ытла ҫын тӗрлӗрен суранланнӑ[3][2].

Икӗ енчен те хирӗҫӗве ҫӗршер хресчен хутшӑннӑ. Ҫав шутра вулӑс старшинипе полици уретникӗ те аманнӑ. Пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа пула пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 1888 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче император йышӑнӑвӗ тӑрӑх, айӑплисене ҫар сучӗ пӑхса тухмалла пулнӑ. Процеса халӑх хушшинче вӑйлӑ сӳтсе явнӑ. «Вӑрмар ӗҫӗпе» Кивӗ Вӑрмар ялӗнчи 46 ҫынна вӗлернӗшӗн тата хӗтӗртнӗшӗн айӑпланӑ. Айӑпланакансене Н. В. Рейнгард хӳтӗленӗ[4], куҫаруҫӑ пек Хусан университечӗн студенчӗ Н. М. Охотников хутшӑннӑ[2]. Вӑрмар ӗҫӗнче 45 ҫынна айӑпланӑ, 17-шне ҫакса вӗлерме приговор кӑларнӑ[5].

Н. И. Ильминский ыйтнипе Синод обер-прокурорӗ К. П. Победоносцев патшана приговора ҫемҫетме ыйтнӑ. III Александр 4 айӑпланнӑ ҫынна ҫакса вӗлересси вырӑнне 4 ҫуллӑх каторга ҫине улӑштарнӑ, 6-шне Ҫӗпӗре ссылкӑна янӑ, 7-шне арестант ротисенче хӗсмете янӑ[5].

XX ӗмӗрӗн варринче тухнӑ совет саманин историллӗ литературинче ку пӑтӑрмаха хресченсем патша влаҫӗпе кӗрешни евӗр кӑтартнӑ[6]:

...Рабочисен кӗрешӗвӗн витӗмне пула Чӑваш Енре те хресчен юхӑмӗ ӳссе пынӑ, ҫакӑ тӗрлӗ формӑра палӑрнӑ. Тӗслӗхрен, 1888 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Кивӗ Арапуҫ вулӑсӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнче хресчен пӑлханнӑ. 700 яхӑн хресчен влаҫа хирӗҫ ҫирӗппӗн тӑнӑ, мӗншӗн тесен лешсем вӗсен вӑрман лаптӑкӗнчи 47 теҫеттин ҫӗре Кӗҫӗн Вӑрмар ялӗнчи кулаксене уйӑрса пама хӑтланнӑ.Чувашия в революции 1905−1907 годов

Ӑнлантарусем

  1. ^ День в истории — Советская Чувашия(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Николаев, Г. А. Урмарское дело // Электронная Чувашская энциклопедия = Чувашская энциклопедия. В 4 т. Чебоксары: Чувашское книжн. изд-во, 2011. Т. 4. Си—Я. 797 с.. — Чувашский государственный институт гуманитарных наук.
  3. ^ Город Урмары (выр.). www.workshome.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  4. ^ Чисников В. Н. Большая энциклопедия: В 22 томах (20 т. и 2 доп.) / под ред. С. Н. Южакова. — Книгоиздательское товарищество «Просвещение», 1900—1909.
  5. ^ 1, 2 Александров, 2002.
  6. ^ Любимов, 1956.

Вуламалли