Вĕри юр (фильм)

«Вĕри юр» (выр. Горячий снег) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки 1972 çулта Юрий Бондаревăн пĕр ятлă романĕпе Гавриил Егиазаров режиссёр ӳнерленĕ илемлĕ фильм.

Сюжет

Фильм Сталинград патĕнчи нацистсене хирĕçле, тĕплĕнрех Котельников хӳтĕлев операцийĕн пĕр эпизочĕ пирки каласа парать.
Сталинград таврашĕнче совет çарĕсем нимĕç фашисчĕсен 330 пинлĕ группировкине хупăрланă. Çак ункăна çурса Паулюс çарĕсене ирĕке кăларма Гитлер çапăçăва суйласа илнĕ, Манштейн фельдмаршал ертсе пынă «танк чышкине» ярать. Пирĕн салтаксене хаяр тапăч панă: кирек мелпе те тапăнăва чармалла.
Дроздовский лейтенант батарейи раштав сиввинчи вăрăм марш-ывтăм хыççăн шăннă çĕре чавса траншейăсенче хатĕрленсе ларать. Аякра пăшал-тупă пенĕ сасă çухалать. Шиклĕ шăплăх чуна пусать. Апла пулсан, герман танкĕсем малти хӳтĕлеве çĕмĕрсе батарейă çине килеççĕ. Ю-88 самолётсем çӳлтен пусарнă хыççăн, юнлă тытăçу тапранса каять. Чылай артиллери расчёчĕсем, медаппа пуçне хунă, комбат суранланнă. Нимĕç танкĕсем пысăк çухатусемпе батея урлă каçса кайнă.
Тепĕр кунне контратакăна резерври çарсем тухса тăшмана каялла хăвалаççĕ. Мышкова юханшыввĕ çинче хӳтĕленнĕ батарейăпа перевçĕ ротинчен çиччĕ çын чĕрĕ тăрса юлнă. Çа çапуçĕ, генерал-лейтенант Бессонов кашнине Хĕрлĕ Ялав орденне парать.

Рольсенче

Пултарулăх ушкăнĕ

Ӑнлантарусем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем