Игнатьева Валентина Николаевна
Игнатьева Валентина Николаевна (литературӑри хушма ячӗ — Тарават, ҫур. 1948 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ, Турхан Упи, Çĕпрел районĕ, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет тата Раҫҫей ҫыравҫи, поэт, вӗрентекен, Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн пайташӗ (1992), Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн пайташӗ (1995), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1996), Чӑваш Республикин композиторсен Ассоциацийӗн пайташӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗн Хисеплӗ гражданинӗ (2004), Чӗмпӗр облаҫӗн Хисеплӗ гражданинӗ (2007), Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Эткер» фончӗн И. Я. Яковлев ячӗллӗ преми лауреачӗ[1].
Чӑваш АССР тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Анатолий Музыкантовӑн аппӑшӗ[2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1948 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Тутар АССРӗн Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Упи (Кӗмӗл Упи) ялӗнче ҫуралнӑ[2].
Тутар Республикинчи Пӑва медицина училищинчен, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӗмпӗр патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тутарстанра, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче, Чӗмпӗр хулинче медицина сестри пулса ӗҫленӗ. 1989 ҫултанпа Чӗмпӗр облаҫӗн Чӑнлӑ районӗнчи Аслӑ Нагаткин ялӗнчи патшалӑх технологи техникумӗнче вӗрентнӗ[2].
«Русская песня» коллективӑн илемлӗх ертӳҫи, «Ӗмӗт» юрӑпа ташӑ ансамбльне, ҫавӑн пекех кӗҫӗн ҫулхи ачасен «Шӑпчӑк» ушкӑнне ертсе пырать. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ӗҫтӑвкомӗн пайташӗ, Чӑнлӑ районӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗ[3].
Чӗмпӗр облаҫӗн Чӑнлӑ районӗнчи Аслӑ Нагаткин ялӗнче пурӑнать.
Ҫемье
- Мӑшӑрӗ — Игнатьев Роберт Дмитриевич.
- Ывӑлӗ — Андрей Робертович[4].
Пултарулӑх
Поэтесса, прозаик, тӑлмач, композитор. Чӑвашла тата вырӑсла ҫырать, чӑваш, вырӑс тата тутар чӗлхисенчен куҫарать. 12 кӗнеке тата 60 ытла юрӑ авторӗ, вӗсен хушшинче: «Эп – чӑваш», «Яковлев мӑнукӗсем эпир», «Аннеҫӗм кӗтет» тата ытти те. «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи нумай вулакан кӗнеке» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи (2014, «Чарусӑр чӗре» кӗнеке). Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисенчен илемлӗ куҫару ӳнерӗн «Илтсем, Раҫҫей, пирӗн сассене» II Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн (2021), «Обломовкӑри туй» III Пӗтӗм Раҫҫей туй йӑли-йӗркисен фестиваль-конкурсӗн (2022), «Аслӑ Ҫӗнтерӳ паттӑрӗсем – 2024» Пӗтӗм Раҫҫей литература конкурсӗн (2024) ҫӗнтерӳҫи. «Ман Тӑван Ҫӗршыв» поэзи конкурсӗн лауреачӗ (икӗ хутчен), «Пике» журналӑн литература премийӗн лауреачӗ, Чӗмпӗр облаҫӗн «Браво, Маэстро!» премийӗн лауреачӗ (2023)[3].
Кӗнекисем
Тӗп кӑларӑмсем: «Ӗҫчен мӑнук», «Уяв парни», «Хура хӑлха», «Хаклӑ сасӑ», «Чун тараси», «Тавҫӑруллӑ Марине», «Запишите в первый класс», «С днем рождения», «Мне с надеждой повезло», «Эхо», «Кил ӑшши», «Кӗтмен венчет», «Чарусӑр чӗре», «Озорница зима», «Манӑн эсӗ пур», «Чун вӗҫевӗ»[5] тата ытти те.
- Тарават, В. Ӗмӗтсем : сӑвӑсем / В. Тарават. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 207 с.
- Тарават, В. Кӗтмен венчет : калавсемпе повесть / В. Тарават. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2010. — 159 с.
- Тарават, В. Кил ӑшши : повеҫсемпе калавсем / В. Тарават ; [А. Юман хыҫсӑмахӗ ; худож. Е. И. Николаева]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 175 с.
- Тарават, В. Сенкер инҫет : сӑвӑсем / В. Тарават. — Ульяновск, 2009. — 113 с.
- Тарават, В. Тавҫӑруллӑ Марине : шӳтсемпе сӑвӑсем / В. Тарават. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. — 32 с.
- Тарават, В. Хаклӑ сасӑ : песни на чувашском и русском языках / В. Тарават. — Ульяновск, 2000. — 48 с.
- Тарават, В. Хура хӑлха : калавсем / В. Тарават. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 32 с.
- Тарават, В. Чун тараси : сӑвӑсем / В. Тарават. — Шупашкар : Калем, 2001. — 88 с.
- Тарават, В. Ырӑ кӑмӑллӑ Рая : сӑвӑсем : [кӗҫӗн классем валли] / В. Тарават. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2015. — 41, [6] с.
- Тарават, В. Ытарайми ҫӗршыв : сӑвӑсем, юрӑ, калавсем : [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / В. Тарават. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. — 45, [2] с.
- Тарават, В. Мелодия : стихотворения / В. Тарават-Игнатьева ; [предисл. С. Матлиной]. — Ульяновск : [б. и.], 2009. — 88 с. : портр.
- Тарават, В. Мне с надеждой повезло… : стихи / В. Тарават. — Ульяновск : Симбирская книга, 1997. — 84 с.
- Тарават, В. Распахнутое сердце : избранное / В. Тарават. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2014. — 207 с.
- Тарават, В. Узнай себя : стихи / В. Игнатьева-Тарават. — Ульяновск : Симбирская книга, 2002. — 160 с.
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1996)[6],
- Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗн Хисеплӗ гражданинӗ (2004),
- Чӗмпӗр облаҫӗн Хисеплӗ гражданинӗ (2007),
- Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Эткер» фончӗн И. Я. Яковлев ячӗллӗ преми лауреачӗ;
- Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн «Руҫ юмахҫи – тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медалӗ (2024).
Ӑнлантарусем
- ^ О Валентине Тарават (выр.). Муниципальное бюджетное учреждение «Библиотека» г. Новочебоксарск. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 А. П. Долгова. Игнатьева Валентина Николаевна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Тарават, Валентина Николаевна (писательница; 19.08.1946) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Надежда Смирнова. Валентина Тарават: Эп сăвăç кăна мар... Издательский дом «Хыпар» (29 пушӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Уроженка Дрожжановского района выпустила сборник чувашских песен (выр.). ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» (10 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации «О награждении государственными наградами Российской Федерации» (выр.). http://pravo.gov.ru (22 юпан 1996). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
Вуламалли
- Алексеева, А. Чапшӑн ҫунман сӑвӑҫӑ / А. Алексеева // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2001. — 17 ҫурла. — С. 4.
- Алексеева, Е. Тарават патӗнче — хӑнара / Е. Алексеева // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2005. — 24 чӳк (№ 47). — С. 3.
- Австрийская, О «Асамлӑ ҫӑмха» : [Чӑваш кӗнеке издательствинче Валентина Тараватӑн сӑввисен пуххи пичетленсе тухни ҫинче] / О. Австрийская // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2018. — 12 авӑн. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
- Австрийская, О. Валентина Тараватӑн «Асамлӑ ҫӑмха» кӗнеки пичетленчӗ / О. Австрийская // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2018. — 10 ҫурла/август (№ 32). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
- Австрийская, О. Валентина Тараватӑн «Я славлю жизнь…» кӗнеки пичетленсе тухрӗ / О. Австрийская // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2018. — 30 чӳк/ноябрь (№ 48). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
- Австрийская, О. Пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ самантсем пирки : [Валентина Тараватӑн «Я славлю жизнь…» кӗнеки ҫинчен] / О. Австрийская // Сувар (Тутарстан). — 2018. — 14 декабрь/раштав (№ 49). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
- Валентина Тарават: «Ҫын телейне курсассӑн — эп телейлӗ!» : [поэт, куҫаруҫӑ, композитор ҫинчен] // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2011. — 18 ҫурла (№ 33). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
- Валентина Тарават // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2013. — [Т. 2] : Поэзи.- С. 482.
- Иванова, О. Чӑваш халӑхӗшӗн кӗлленме те хатӗр вӑл / О. Иванова // Тантӑш. — 2012. — 8 чӳк (№ 45). — С. 7.
- Иванова, О. «Ырӑ кӑмӑллӑ Рая» вулакансемпе тӗл пулма хатӗр : [Валентина Тараватӑн кӗнеки ҫинчен] / О. Иванова // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2015. — 22 август/ҫурла (№ 4). — С. 14. — сӑн ӳкерчӗк.
- Ларионов, Н. Н. Валентина Тарават сӑввисенчи тӗссен тӑтӑшлӑхӗ / Н. Н. Ларионов // Чун хушнипе пурӑнсан / Н. Н. Ларионов. — Шупашкар, 2009. — С. 96-100.
- Ларионов, Н. Тарават — ырӑ ят / Н. Ларионов // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2016. — 19 ҫурла (№ 33). — С. 1, 3 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Ларионов, Н. Н. Чӑваша чӑваш пулма чӗнет! / Н. Н. Ларионов // Чӗлхе пулсан пӗтместпӗр ӗмӗрте! : (ҫул ҫинче ҫырса пынисенчен) / Н. Н. Ларионов. — Ульяновск, 2017. — С. 209-212.
- Малышев, К. Упири аншлаг : [Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗнче Валентина Тарават ҫыравҫӑ юбилейне ирттерни ҫинчен] / К. Малышев ; автор сӑн ӳкерчӗкӗсем // Сувар (Тутарстан). — 2016. — 26 ҫурла (№ 33). — С. 5 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Разумова, Н. «Шанӑҫра» — манӑн шанӑҫ / Н. Разумова // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2015. — 29 юпа (№ 42). — С. 4 : сӑн ӳкерчек.
- Осипова, Н. Пурнӑҫ — хӗрарӑм куҫӗпе / Н. Осипова // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2013. — 24 ҫурла. — С. 3.
- Серте Мишши. Шӑпу кӗрлерӗ кӗвӗре : В. Н. Игнатьева-Таравата : [сӑвӑ] / Серте Мишши // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2019. — 16 ҫурла/август (№ 33). — С. 6. — (Литература тӗпелӗ).
- Смирнова, Н. «Тӑван ҫӑл куҫ шӑнкӑртатать…» / Н. Смирнова // Хыпар. — 2012. — 14 чӳк. — Прил.: С. 3 : сӑн ӳкерчӗке.
- Смирнова, Н. Чун тараси / Н. Смирнова // Хыпар. — 2001. — 25 ака.
- Степанова, А. Юррӑма юрлатӑр ӑшӑ ҫил те, кайӑксем юрлаччӑр ывӑнми / А. Степанова // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2006. — 17 ҫурла. — С. 1, 3.
- Сурская, И. В. Тутар тӑрӑхӗнчен тухнӑ чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсенчи паянхи пурнӑҫ ӳкерчӗкӗсем : (Валентина Тарават калавӗсем тӑрӑх) / И. В. Сурская, Н. Н. Осипов // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика : статьясен пуххи. — 2017. — 31-мӗш кӑларӑм. — С. 212-215.
- Тарават, В. «Ачасене, халӑха питӗ юрататӑп…» / В. Тарават ; В. Багадерова ҫырса илнӗ, С. Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. — 2014. — 24 раштав. — С. 4.
- Тарават, В. Валентина Тарават: Эп сӑвӑҫ кӑна мар… : [ҫыравҫӑпа калаҫни / В. Тарават ; Н. Смирнова ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2016. — 29 пуш/март. — С. 10 : сӑн ӳкерчӗк.
- Тарават, В. Тарават — кӑмӑллӑ ят / В. Тарават ; А. Юман ҫырса илнӗ // Хыпар. — 2011. — 18 юпа. — С. 4.
- Тарават, В. Тӑван халӑхшӑн ҫунса кӗлленме хатӗр / В. Тарават ; пичете А. Сенькова хатӗрленӗ // Тӑван Атӑл. — 2014. — № 3. — Прил.: с. 2-12 : сӑн ӳкерчӗксем. — (Сунтал).
- Тимофеев, А. Таравата пурте тарават / А. Тимофеев // Хыпар. — 2006. — 27 авӑн.
- Турхан, Е. 60 ытла юрӑ авторӗ : Валентина Тарават (Валентина Николаевна Игнатьева) 70 ҫул тултарнӑ май / Е. Турхан // Сувар (Тутарстан). — 2016. — 19 ҫурла (№ 32). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
- Чун хушнипе ҫеҫ ҫырать // Сувар (Тутарсан). — 2011. — 12 ҫурла (№ 32). — С. 9.
- Ялгир, П. Ҫыравҫа, композитора, юрӑҫа чысласа / П. Ялгир // Тантӑш. — 2001. — 30 ҫурла (№ 35). — С. 3.
- Ялгир, П. Тараватлӑ Тарават / П. Ялгир // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2001. — 17 ҫурла. — С. 5 ; Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2001. — 18 ҫурла (№ 33). — С. 5.
- Афанасьев, П. Тарават (Игнатьева) Валентина Николаевна / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 401-402.
- Долгова, А. П. Игнатьева (Тарават) Валентина Николаевна / А. П. Долгова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 107.
- Игнатьева (Тарават) Валентина Николаевна // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем : [кн.-альбом]. — Чебоксары, 2006. — C. 502.
- Книжная новинка // Цильн. новости (Ульянов. обл.). — 2009. — 29 авг. (№ 42/43). — С. 18.
- Мишаади, А. Душа ее излучает свет / А. Мишаади // Канаш (Ульянов. обл.). — 1997. — 12 апр. — С. 5.
- Разенкова, З. Ее след на земле / З. Разенкова // Цильн. новости (Ульянов. обл.). — 2006. — 19 авг. (№ 35). — С. 6.
- Сорокин, Н. М. Тарават (Игнатьева) Валентина Николаевна / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан // Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан. — Чебоксары, 2015. — С. 163-164.
- Юман, А. Поэтический подарок детям / А. Юман // Канаш (Ульянов. обл.). — 1997. — 12 апр. — С. 5.
- Ялгир, П. Тарават (Игнатьева) Валентина Николаевна / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 111-112.