Вануату уявӗсем

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Вануатури уявсем — утравсен кун-ҫулӗнче официаллӑ майпа палӑртнӑ астӑвӑм тата юбилейлӑ кунсем шутланаҫҫӗ[1].

Вануатури мӗнпур официаллӑ уяв кунӗсем канмалли уяв кунӗсем шутланаҫҫӗ. Уяв кунӗ канмалли куна лексен канмалли куна уяв хыҫҫӑнхи тепӗр куна куҫараҫҫӗ. Сменӑпа ӗҫлекенсем асӑннӑ йӗркепе усӑ кураймаҫҫӗ — сменӑпа ӗҫленӗ чухне кану кунӗсем ӗҫлемелли эрнене те «лекме» пултараҫҫӗ. Вануату правительстви канмалли куна мӗнле куна куҫарас йӗркене улӑштарма пултарать. Ҫавӑн пекех правительство пӗр-пӗр инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухсан, ҫавӑн пекех вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, уяв мероприятийӗсене ирттерессине пӑрахӑҫлама пултарать. Ҫӗршывра регион шайӗнчи пӗр-пӗр канмалли уяв кунӗ ҫук[2].

Уяв кунӗсен списокӗ

Кун Ят Ячӗ акӑлчанла
Кӑрлач, 1[2] Ҫӗнӗ ҫул New Year’s Day
Нарӑс, 21[2] Лини ашшӗ кунӗ Father Lini Day
Пуш, 5[2] Йӑлана кӗнӗ ертӳҫӗсен кунӗ Custom Chief Day
Мӑнкун умӗнхи эрнекун Аслӑ эрнекун Good Friday
Мӑнкун хыҫҫӑнхи тепӗр кун Ҫутӑ тунтикун Easter Monday
Ҫу, 1[2] Ӗҫ кунӗ Labour Day
улшӑнать Ҫӳлхуҫа тӳпене ҫӗкленни Ascension Day
Утӑ, 24[2] Ачасен кунӗ Children’s Day
Утӑ, 30[2] Никама пӑхӑнманлӑх кунӗ Independence Day
Ҫурла, 15[2] Турамӑш тӳпене ҫӗкленни Assumption Day
Юпа, 5[2] Конституци кунӗ Constitution Day
Чӳк, 29[2] Пӗршухӑшлӑх кунӗ National Unity Day
Раштав, 25[2] Раштав Christmas Day
Раштав, 26[2] Пӗтӗм нацин ҫемье кунӗ Family Day Nation Wide

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

  • Вануату демографийӗ
  • Вануату спорчӗ
  • Вануату экономики

Ӑнлантарусем

  1. ^ Public holidays in Vanuatu.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 тата 12 Bennett M., Harewood J. Facts for the Visitor // Vanuatu. — 4th. — Lonely Planet Publications Pty Ltd, 2003. — P. 41. — ISBN 1740592395.

Шаблон:Океани темӑсемпе