Варнавăсем

Варнавăсем (лат. Congregatio Clericorum regularium S. Pauli, B, CRSP), тс. Павăлăн пĕрмайхи клирикĕсем — Рим-католици чиркĕвĕн 1530 Миланра никĕсленĕ мăнах орденĕ. Официаллă ордена Климент VII рим паппи 1533 çулта çирĕплетнĕ.

Орден Пуçлăхĕн Тĕп кил çурчĕ Рим хулинче вырнаçнă.

Орденăн тĕллевĕсем тата тытăмĕ

XVII ĕмĕртенпе ачалăхпа яшлăха пĕлӳ парас ĕçпе хăтланаççĕ, тăлăх ачасен кил çурчĕсене пулăшаççĕ. XVIII ĕмĕртенпе Европăра тата Азире миссионер ĕçне тăваççĕ.

2011 çулта орден йышĕнче 399 мăнах, вĕсенчен 293 чиркӳ çынни, шутланнă[1]. Орденăн пĕтĕм тĕнчере — 16 çĕр-шывра— 66 мăнастăрь, вĕсем Италире, урăх европа патшалăхĕсенче, çаплах АПШ штатĕсенче, Бразилире, Аргентинăр тата урăх çĕр-шывсенче

2012 çулхи утăн 24-мĕшĕнче орденăн пуçлăхĕ (генералĕ) вырăнне бразил Франсишку Чагаш Сантуш да Сильва (Francisco Chagas Santos da Silva- бразил тĕн çынни)[2].

Виççĕ варнавита таса çынсен шутне кĕртнĕ: тс. Антонио Мария Дзаккария, тс. Александр Саули тата тс. Франциск Бьянки.

Орденăн темиçе кардинал. Пĕрремĕшĕ 1699 çулта Кардиналсен коллегине йĕркеленĕ Джакомо Антонио Мориджиа пулнă.

Кун-çулĕ

Хăйĕн ятне орден чун-чĕм килĕнчен — Миланри тс. Варнава храмĕнчен — илнĕ.

1530 çулта тĕн ĕçченĕ Антоний Мария Дзаккария Миланра виççĕ тĕн орденне: арçынсен (тс. Павăлăн клирикĕсем, ытлрах вĕсене Варнавитсем теççĕ), хĕрарăмсен (тс. Павăлăн Пирĕшти йăмăкĕсем) тата мăшăрлă çынсем валли — никĕсленĕ.

Çавăн пекех

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ Clerics Regular of St. Paul. Barnabites
  2. ^ Barnabiti.It 2013 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем