Василий Кубрин купса ҫурчӗ
Паллă вырăн | |
Патшалăх | Казахстан |
Василий Кубрин купса ҫурчӗ — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи архитектура палӑкӗ. Астана хулин вырӑнти пӗлтерӗшлӗ историпе культура палӑкӗсен списокне кӗрет[1].
Ҫурт кун-ҫулӗ
Василий Матвеевич Кубрин — XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи — ХХ пуҫламӑшӗнче пурӑннӑ «Матвей Кубрин ывӑлӗсемпе тата Ко» суту-илӳ ҫуртне никӗсленӗ Акмолари пысӑк купсан, Матвей Константинович Кубринӑн ывӑлӗ. Ҫулсерен тухакан Ҫӗпӗрти суту-илӳпе промышленность кӑларӑм М. К. Кубринӑн предприятийӗ «эмел, мануфактура, галантерея, ювелир, ҫырупа хут тата канцеляри таварӗсемпе, ҫавӑн пекех тумтирпе, атӑ-пушмакпа, сехетпе, чейпе тата сахӑрпа суту-илӳ туни» ҫинчен информаци пичетленӗ. 1915 ҫул хыҫҫӑн М. К. Кубрин суту-илӳ ҫурчӗ Акмолинскри суту-илӳ ҫуртне вӑл хӑйӗн ывӑлне Василие шанса хӑварнӑ[2][3].
В. М. Кубрин ашшӗн ӗҫне малалла тӑснӑ та суту-илӳ ӗҫ-хӗлӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Хула управи хыпарланӑ тӑрӑх, 1912 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ тӗлне Василий Кубрин суту-илӳ ҫурчӗ ячӗпе 5 пурӑнмалли ҫурта, ҫавӑн пекех лавккасемпе складсене ҫырнӑ пулнӑ[4].
Василий Кубринӑн кил-ҫурчӗ хулари чи пысӑк купса ҫурчӗ пулнӑ. Усадьбӑна 1910—1912-мӗш ҫулсенче Мускав архитекторӗ туса лартнӑ, ҫурт-йӗр этаж ҫурӑ ҫӳллӗш уйрӑм ҫуртран, подваллӑ флигельтен, каретниклӑ лаша витисенчен тата чул кӗлет-нӳхрепрен тӑнӑ. Усадьба картишӗнче акӑлчан стилӗпе йывӑҫ пахчи йӗркеленӗ пулнӑ. 1905—1907 ҫулсенче туса лартнӑ флигель ҫӗр айӗпе (каярахпа ӑна хупласа хунӑ) Кубринӑн суту-илӳ ҫурчӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ[2][4].
Хулара ҫӳрекен халап тӑрӑх Санкт-Петербурга ӗҫпе кайнӑ чухне Василий Кубрин Мариински театра кайнӑ, унта вӑл ҫамрӑк балеринӑпа (тепӗр версипе — актрисӑпа) паллашнӑ. Юратса пӑрахнӑ купса ӑна качча тухма ыйтнӑ. Хӗр вара качча илес тесен ун валли Акмолинскри чи пысӑк усадьбӑра пурӑнма пуҫланӑ[2][4].
Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн Кубрин купсан ҫуртне национализациленӗ. Ку ҫуртра рабочисемпе хресченсен клубӗ тата вулавӑш вырнаҫнӑ. Каярах – хула уесӗн ӗҫтӑвкомӗ, революци ӗҫтӑвкомӗ. Октябрьти революци виҫӗ ҫул тултарнӑ ятпа ҫурта Советсен Пӗрремӗш Ҫурчӗ ят панӑ. Ку ҫуртра ОГПУ, НКВД, милицин хула, уес тата район учрежденийӗсем ӗҫленӗ. XX ӗмӗр варринче кунта хулари вӗрентӳ пайӗ тата Пионерсен ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Облаҫри историпе таврапӗлӳ музейӗ ҫурта 1960-мӗш ҫулсен варринчен пуҫласа йышӑнать[2][4].
Ӑнлантарусем
- ^ Об утверждении Государственного списка памятников истории и культуры местного значения города Астаны.
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Тайны усадьбы Кубрина раскрыли в Госархиве Астаны.
- ^ 5 зданий, которые помогут понять столицу.
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Тайны усадьбы Кубрина, или Самая романтичная история Астаны. ru.sputniknews.kz (2018-02-03). Тĕрĕсленĕ 28 Ҫӗртме уйӑхӗн 2020.