Васильев Александр Васильевич (РОНО заведующийӗ)
Ҫын пирки | |
Васильев Александр Васильевич | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1917 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1982 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ (64 ҫул) |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Премисемпе чысланисем |
Васильев Александр Васильевич (1917 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ[1], Шӑнкас, Шупашкар уесӗ — 1982 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ[1]) — РОНО заведующийӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.
1952–1959 ҫулсенче Шупашкар район вӗрунӳ пайӗн (РОНО) пуҫлӑхӗ пулнӑ[1].
Кун-ҫулӗ
Александр Васильевич нумай ачаллӑ кил-йышра ҫуралнӑ[1].
Шӑнкасри пуҫламӑш тата Иккассинчи вӑтам шкулсенче пӗлӳ илнӗ[1]. 1933–1934 ҫулсенче тӑван колхозра счетовод пуса ӗҫленӗ. 1934 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти сӑран пушмак комбиначӗн савут управленийӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах вал Шупашкарти педагог ӗҫченӗсен факультетӗнче вӗреннӗ. 1937 ҫулта авӑн уйӑхӗнче В.И. Ленин-Ульянов ячӗллӗ Хусанти патшалӑх университечӗн хими факультетне аслӑ пӗлӳ илме вӗренме кӗнӗ[2].
Университетра 5 курсра вӗреннӗ чухне ӑна вӑрҫӑна чӗнсе илнӗ[1], Калинин фрончӗн стрелоксен 909-мӗш полкне лекнӗ. Кунта вӑл политработниксен курсӗнче вӗренсе политрук ҫар ятне тивӗҫнӗ. 1942–1943 ҫулсенче Калинин фронтӗнче политрук пулса вӑрҫа хутшӑннӑ[2]. 1942 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче Ржев хули патӗнче йывӑр аманнӑ — мина ванчӑкӗ аллине амантнӑ[1]. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗччен Мускав, Хусан, Шупашкар госпиталӗсенче сипленнӗ[1].
Виҫҫӗмӗш ушкӑнри инвалид пулса тӑнӑ хыҫҫӑн 1943 ҫулта вӑл тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ[1].
Ӗҫӗ-хӗлӗ
Педагог ӗҫ-хӗлне 1937 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пуҫӑннӑ — ун чухне вӑл Паҫпакри пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентме пуҫланӑ. 1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Иккассипе Шемшер шкулӗсенче математикӑпа физика вӗрентнӗ.
Вӑрҫӑран йывӑр аманса таврӑннӑ хыҫҫӑн 1943 ҫулта Шемшерти вӑтам шкулта математикӑпа хими предмечӗсене ачасене вӗрентнӗ[3]. 1945 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Кӳкеҫри вӑтам шкулта ачасене вӗрентме пуҫланӑ[1].
1948–1952 ҫулсенче Шупашкар районӗн вӗренӳ пайӗн инспекторӗ[3]. 1952 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӑна Шупашкар районӗн вӗренӳ пайӗн (РОНО) пуҫлӑхӗ пулма шанса панӑ. Ку вырӑнта вӑл 1959 ҫулччен ӗҫленӗ — икӗ района пӗрлештернӗ май вӑл инспектор ӗҫне пурнӑҫлама пуҫланӑ. 1963 ҫулта Алькешри сакӑр ҫул вӗрентекен шкулта заведующи ӗҫне пурнӑҫлама пуҫланӑ. 1968 ҫулта ӑна Шупашкар районӗн вӗренӳ пайӗн куҫӑмсӑр тата каҫхи вӗренӗвӗн заведующи пулма шанса панӑ. 1972–1978 ҫулсенче Шупашкар районӗн вӗренӳ пайӗн саппасри вӗрентекенӗ шутланнӑ[1].
Шупашкар районӗн вӗренӳ тытӑмӗнчи ӗҫлекенсен профсоюзӗн председателӗ пулнӑ[3].
Хисепӗсем
Александр Васильевича нумай медальсемпе тата хисеп хучӗсемпе чысланӑ пулнӑ.
Ржев патӗнче аманнӑ хыҫҫӑн ӑна «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медальпе чысланӑ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 https://bichurin.rchuv.ru/news/2022/10/06/fotovistavka-uchitelj-frontovik-vasiljev-aleksandr
- ^ 1, 2 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района . — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 99. — 505 с.
- ^ 1, 2, 3 http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/1810.html
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района . — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 99. — 505 с.