Васильев Иван Васильевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Иван Васильев
И. В. Васильев портречĕ. М. С. Спиридонов ӳкерçĕ. 1964. Пир, çу. 75×95 см. Чăваш патшалăхĕн ӳнер музейĕ
И. В. Васильев портречĕ. М. С. Спиридонов ӳкерçĕ. 1964. Пир, çу. 75×95 см. Чăваш патшалăхĕн ӳнер музейĕ
Тӗп информаци
Тулли ячӗ
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1882, ака, 4
Ҫуралнӑ вырӑн Чăваш Чураппанĕ ялĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Теччĕ районĕ, Тутарстан)
Вилнӗ вӑхӑт 1974, нарӑс, 16
Вилнӗ вырӑн Шупашкар, Чăваш АССР
Патшалӑх Раҫҫей империйӗ,
СССР
Профессисем юрăç
Наградӑсем Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи (1957)

Васильев Иван Васильевич (1882, ака, 4 , Чăваш Чураппанĕ ял, Хусан кĕперни, (халĕ Теччĕ районĕ1974, нарӑс, 16, Шупашкар, Чăваш АССР), — чăвашран тухнă чи малтанхи профессионал юрăçсенчен пĕри(баритон), педагог.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи (1957)[1][2].

1882 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче (халĕ Тутарстанăн Теччĕ районне кĕрекен Чăваш Чураппанĕĕнче çуралнă.

Иван Васильевич Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, 1901 çулта Хусанта вак халăхсен вĕрентӳçисен семинаринче вĕренсе тухнă. Юрă ăсталăхне Перĕм мусăк вĕрентĕшĕнче туптанă, каярах Питĕр хулинче - И.П. Прянишников тата И.С. Томарс патĕнче. 1938-1940 çулсенче Мускаври мусăкпа педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Чăваш композиторĕсен юррисене концертсенче, радиопа анлă сарнă. Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин вĕрентӳçи пулса тăрăшнă.

1974 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Чысланисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеплĕ Грамоти
  • СССР Культура министерствин «Пултаруллă ĕçленĕшĕн» хисеп палли.
  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Илюхин, Ю. Иван Васильевич Васильев / Ю. Илюхин // Чǎваш календарě: 1992. – Шупашкар : Чǎваш кěнеке изд-ви, 1991. – С. 90.
  • Илюхин, Ю. Чǎвашсен паллǎ юрǎçи / Ю. Илюхин // Коммунизм ялавě. – 1962. – 5 çурла.
  • Мěтри, В. Чǎваш искусствин пионерě / В. Мěтри // Коммунизм ялавě. – 1972. – 1 авг.
  • Мěтри, В. Чи малтанхи / В. Мěтри // Ялав. – 1977. – № 9. – С. 23.
  • Пĕрремĕш юрăç // Чăваш тĕнчи. – 2005. – 11 чӳк (№ 5). – С. 6.
  • Харитонов, В. Ӑста юрǎçǎ / В. Харитонов // Ялав. – 1979. – № 10. – С. 29-30.
  • Васильев Иван Васильевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 491.
  • Васильев Иван Васильевич – первый чувашский профессиональный певец // Культура Чувашского края. – Чебоксары, 1995. – С. 336-337.
  • Илюхин, Ю. Жизнь, посвященная песне / Ю. Илюхин // Совет. Чувашия. – 1982. – 1 авг. ; Коммунизм ялавě. – 1982. – 1 авг.
  • Илюхин, Ю. Шел он по жизни с песней / Ю. Илюхин // Совет. Чувашия. – 1972. – 1 авг.
  • Илюхин, Ю. А. Васильев Иван Васильевич / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 282.