Васильев Никита Валерьевич (фристайл)
Васильев Никита Валерьевич (1989 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ, Шупашкар — 2025 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ, Запорожье облаҫӗ[d]) — спортсмен, тренер. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ. Ятарлӑ ҫар операцине(выр.)чăв. хутшӑннӑ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1989 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ашшӗ — Васильев Валерий Витальевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ, Чӑваш Республикин ту йӗлтӗр спорчӗн тата фристайл федерацийӗн ертӳҫи[1].
Ачаранах ту йӗлтӗр спорчӗпе(выр.)чăв. туслашнӑ, малтан ски-кросс(выр.)чăв. дисциплинӑпа кӑсӑкланнӑ, кайран — слоупстайл(выр.)чăв., биг-эйр(выр.)чăв., хафпайп(выр.)чăв.. Раҫҫей первенствинче пысӑк слаломра(выр.)чăв. — ылтӑн, слаломра(выр.)чăв. — кӗмӗл, Раҫҫей Кубокӗнче ски-кросс енее бронза медальсене тивӗҫнӗ[2].
Раҫҫей патшалӑх физкультура, спорт, ҫамрӑксен тата туризм университечӗн(выр.)чăв. Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалне вӗренсе пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. Спорт карьерине вӗҫлесен Чӑваш Республикин Физкультурӑпа спорт министерствин Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче тренер пулса ӗҫленӗ[2].
2015—2022 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗн фристайл(выр.)чăв. пӗрлештернӗ командин «слоупстайл» тата «биг-эйр» енӗпе аслӑ тренерӗ пулнӑ. Вӑл ертсе пынипе ҫак дисциплинӑсенче Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди 2021 ҫулта Тӗнче Кубокӗнче командӑсен ӑмӑртӑвӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ — Кубок ҫӗнсе илнӗ.
2022 ҫулхи Хӗллехи Олимп вӑййисене Раҫҫей олимп командин йышӗнче хутшӑннӑ, спортсменсемпе пӗрле вӑйӑсене уҫнӑ тата хупнӑ парадсене хутшӑннӑ.
Унӑн чи паллӑ вӗренекенӗсем: слоупстайл тата биг-эйр енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн темиҫе хут чемпионки тата Раҫҫей Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи, биг-эйр енӗпе ҫамрӑксен Олимп вӑййисен ҫӗнтерӳҫи (Лиллехаммер(выр.)чăв., 2016), тӗнче чемпионки, XXIII Хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Лана Прусакова, слоупстайл тата биг-эйр енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн темиҫе хут чемпионӗ тата Раҫҫей Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи, биг-эйр енӗпе Европа Кубокӗн этапӗн ҫӗнтерӳҫи Дмитрий Мулендеев[1].
2018 ҫулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ята тивӗҫнӗ.
Тренер ӗҫне 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн пӗрлештернӗ командин йышне кӗнӗ Анастасия Таталина фристайлистка ӑна айӑпласа ҫыру ҫырнӑ хыҫҫӑн пӑрахнӑ. Пӗр интервьюра вӑл урӑх ҫӗршыва тренер пулса каясси пирки те пӗлтернӗ[3].
Ятарлӑ ҫар операцине хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Штурм-десант подразделенийӗн командирӗ пулнӑ. 2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Запорожье облаҫӗнчи Малиновка ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ[4].
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Вячеслав Ильин. Чувашия простилась с заслуженным тренером республики по фристайлу Никитой Васильевым (выр.). ГТРК «Чувашия» (1 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Нинель Загребская. Никита Васильев (выр.). СМИ-24. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Тренер Васильев покинул сборную России по фристайлу после дела Таталиной (выр.). ТАСС (14 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Заслуженный тренер Чувашии Никита Васильев погиб на СВО (выр.). CHEB.ru (1 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- На 37-м году жизни погиб при выполнении боевой задачи Никита Валерьевич Васильев
- Героически погиб Никита Валерьевич Васильев
- Чувашия простилась с заслуженным тренером республики по фристайлу Никитой Васильевым
- Заслуженный тренер Чувашии Никита Васильев погиб на СВО
- Никита Васильев
- Фристайл в лицах: Никита Васильев
- Заслуженный тренер Чувашии Никита Васильев о спортивной карьере и Олимпийских играх в Пекине