Васильев Фёдор Павлович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Васильев Фёдор Павлович
Васильев Фёдор Павлович
Fedor Vasilyev 2010.jpg
Çуралнă вăхăт: 1935 çулхи утăн 24-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Суккул ялĕ, Ермеккей районĕ, Пушкăртстанра, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2023, нарӑс, 5
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Патшалăх:

Flag of the Soviet Union.svg СССРFlag of Russia.svg РФ

Ăслăх сфери: математика
Альма-матер: Мускав патшалăх университечĕ
Ăслăх ертӳçи: Б.М. Будак

Васильев Фёдор Павлович (24.7.1935, Пушкăртстан, Ермеккей районĕнчи халĕ Суккул текен Чăваш Суккул ялĕ — 5.2.2023, Мускав, РФ) — математик, Физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1986), профессор (1989).

Кунçулĕ пирки кĕскен

Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн механика-математика факультетне пĕтернĕ (1960), 1964-мĕш çултанпа хăй те çав университетрах ĕçлет.


2023 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ[1].

Ĕçĕсем

  • «Методы решения неустойчивых экстремальных задач с неточно заданными исходными данными» (1986, Доктор диссертацийĕ)
  • Численные методы решения экстремальных задач. М., 1988; Методы оптимизации. М., 2002.

Фёдор Васильев — 200 ытла ĕçлĕх публикацисен, çав шутра монографисен тата вĕренӳ кĕнекисен, авторĕ.

  • Методы оптимизации (в 2-х книгах). Кн. 1 — М.: МЦНМО, 2011, 620 с. ISBN 978-5-94057-707-2
  • Методы оптимизации (в 2-х книгах). Кн. 2 — М.: МЦНМО, 2011, 433 с. ISBN 978-5-94057-708-9
  • Линейное программирование (в соавторстве с Иваницким А. Ю.) — М.: Факториал Пресс, 2008, 328 с. ISBN 978-5-88688-092-2
  • Численные методы решения экстремальных задач — М.: Академиздатцентр «Наука», 1988, 552 с. ISBN 5-02-013796-0
  • Обобщённый метод моментов в задачах оптимального управления / Ф. П. Васильев, А. З. Ишмухаметов, М. М. Потапов. — М. : Изд-во МГУ, 1989. — 142,[1] с.; 22 см; ISBN 5-211-00339-X

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем