Ваттисен сăмахĕ
Ваттисен сӑмахӗ (выр. Пословицы) — пурнӑҫри мӗнле те пулин пулӑма пӗтӗмлетсе тата халӑх ӑс-тӑнне вӗрентӳллӗн кӑтартса паракан грамматика енчен вӗҫленнӗ предложени евӗрлӗ каларӑш[1]. Вӑл каласа паракан («хӑнара лайӑх, килте аванрах») е хистекен («тимӗре вӗри чухне тупта») пулма пултарать[2].
Ваттисен сӑмахӗсене, каларӑшсене тата фольклорӑн ытти пӗчӗк жанрӗсене паремиологи тӗпчет[1].
Историйӗ
Европӑра
Вӑтам ӗмӗрсенчи Европӑра ваттисен сӑмахӗсен пуххисене хатӗрленӗ. Пирӗн вӑхӑтччен XIII—XV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫырнӑ 30 яхӑн алҫыру пуххи ҫитнӗ. Сӑмахран, «Вилланӑн ваттисен сӑмахӗсем» текен пухӑра ултӑ сыпӑклӑ ултӑ йӗркеллӗ сӑвӑсем пур, вӗсен кашни йӗрки ҫиччӗмӗш, сӑвӑллӑ мар, хресченсен ваттисен сӑмахӗ пек панӑ йӗркен глосси шутланать. Вӗсем пурте сайра тӗл пулакан ритмпа тата пӗрешкел темӑпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ; дискурс пӗтӗмпех ҫын пирки пырать. XIII ӗмӗрте нумай хут тӗрлӗ майпа улӑштарнӑ е ӑна улӑштарса ҫак пухха хатӗрлекенӗ Филипп Эльзасский(выр.)чăв. йӑхӗнчи пӗр клирик пулнӑ. Ҫакӑн йышши текстсем XV ӗмӗрчченех тӗл пулаҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне вӗсене ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ: ун пек чухне ваттисен сӑмахӗ ӳкерчӗке сӑнласа парать[3].
Раҫҫейре
Пирӗн вӑхӑт таран упранса юлнӑ ваттисен сӑмахӗ вырӑс ҫырулӑхӗн авалхи хайлавӗсем X ӗмӗртисем шутланаҫҫӗ. Ваттисен сӑмахӗсем авалхи вырӑс ҫырулӑхӗн хайлавӗсенче тӗл пулаҫҫӗ: «Слово о полку Игореве» (XII ӗмӗр), «Моление Даниила Заточника» (XIII ӗмӗр) тата ыттисем те. XVII ӗмӗртен пуҫласа ваттисен сӑмахӗсене ал ҫырӑвӗсен пуххи евӗр хатӗрленӗ. Ваттисен сӑмахӗсен пӗрремӗш пичетленнӗ пуххи Н. Г. Кургановӑн(выр.)чăв. «Российская универсальная грамматика, или Всеобщее письмословие» (СПб., 1769) кӗнекине кӗнӗ[4]. Ваттисен сӑмахӗсене питӗ анлӑ В. И. Даль пухнӑ пулнӑ[1], 1862 ҫулта вӑл «Пословицы русского народа» пухса кӑларнӑ.
Руҫ вӑхӑтӗнче йӗркеленнӗ ваттисен сӑмахӗсен пӗр пайӗ халӑх пултарулӑхӗнчен тухнӑ; тепӗр пайне авалхи сӑмах пуххисенчен («Пчела» евӗрлисенчен) тата тӗн ҫӑлкуҫӗсенчен илнӗ. Нумай ваттисен сӑмахӗ вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсенчен — Грибоедовӑн «Горе от ума», Крыловӑн юптарӑвӗсенчен сарӑлнӑ.
М. И. Шахнович(выр.)чăв. чӗлхеҫӗ ваттисен сӑмахӗсемпе ҫыхӑнтарса темиҫе ӗҫ хатӗрленӗ, сӑмахран, «Русские пословицы и поговорки как исторический источник» (1936) диссертаци тата «Краткая история собирания и изучения русских пословиц и поговорок» (1936) ӗҫ. Вӑл паремиографипе ҫыхӑннӑ мӗнпур пур вырӑс материалне тарӑн тӗпченӗ, вырӑс паремиографийӗ тӗлӗшпе пӗрремӗш библиографи кӑтартмӑшне (1435 ӗҫ валли) хатӗрленӗ. Ҫак материалсем ҫирӗм пайран тӑнӑ, вӗсен хушшинче: «Феодальные княжества XIV—XVI вв.», «Господин Великий Новгород», «Татарское господство», «Московский царь и бояре», «Царский суд и тюрьма», «Правда и кривда», «Богатый и бедный», «Крестьянская война XV—XVII вв.» пайсем пулнӑ. Шахнович шутланӑ тӑрӑх, вырӑс паремиографийӗпе усӑ курса историе, кил-йыш хутшӑнӑвӗсене, право, чӗлхепе тӗне тӗпчеме май пур. Шахнович темиҫе ваттисен сӑмахӗсен пуххине хатӗрленӗ, апла пулин те вӗсенчен иккӗшне кӑна пичетлесе кӑларнӑ — «Пословицы и поговорки о попах и религии» (1933), «Военные пословицы русского народа. Сборник пословиц и крылатых слов» (1945). 1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче XVIII—XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пичетленмен алҫыру пуххисем тӑрӑх 3000 эротикӑлла тата «вӑрттӑн» ваттисен сӑмахӗ кӗнӗ «Русская книга любви» пухха хатӗрленӗ (ӑна пичетлесе кӑларман).
Вырӑс ваттисен сӑмахӗсен синтаксисне П. Глаголевскийӗн «Синтаксис языка русских пословиц» (1873) ӗҫӗнче тӗпченӗ[5].
Сӑнласа пани
Ваттисен сӑмахӗн пӗтӗм хӑвачӗ мӗнле те пулин содержанине ҫирӗплетме палӑртнӑ синтаксиспа лексика форми уйрӑм ҫыхӑнса пӗрлешнӗ май пулакан пӗлтерӗш эффектӗнчен килет. Ҫак ҫыхӑну хӑватне ӳстермелли мелсем:
- Предложени кӗске пулни тата паллӑ мар сӑпатлӑ формӑсемпе глагол хальхи вӑхӑтра е хушу наклоненийӗнче тӑтӑшах пӗрле тӑни.
- Параллелизм.
- Аллитераци, ассонанс, рифма тата каларӑша ритм енчен хӗсекен ытти сасӑ механизмӗсем.
Ҫак мӗнпур мелсем ҫирӗплетӗве пӗтӗмлетме, ӑна метафора(выр.)чăв. шайне хӑпартма, урӑхла каласан пулма пултаракан вӗҫсӗр нумай ситуацисен эквиваленчӗ пулма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пек темиҫе меле пӗрлештерни итлекеншӗн дискурслӑ изотопи евӗрлӗ япалана ҫирӗплетекен сигнал пулса тӑрать. «Ваттисен сӑмахӗн стилӗ» хуть те хӑш вӑхӑт валли юрӑхлӑ тесе шутлама пулать.
Нумай вырӑс ваттисен сӑмахӗ пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑракан рифмӑлланакан икӗ пайран тӑрать (тӗслӗхсенчи малти иккӗшӗ):
Чӑваш ваттисен сӑмахӗсен уйрӑмлӑхӗсем
Чӑваш ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсенче тӗп вырӑна ӗҫ этики йышӑнать: ӗҫе юратни ҫыннӑн чыс-тивӗҫӗн никӗсӗ шутланать, кахаллӑхпа ӗҫсӗрлӗхе вара питӗ вӑйлӑ сивлеҫҫӗ. Ытти тӗп темӑсем шутне ҫемье ҫыхӑнӑвӗсем (ҫемьерен уйрӑлни тусран уйрӑлнинчен те йывӑртарах пулнине палӑртаҫҫӗ) тата кӑмӑл-туйӑм пахалӑхӗсем кӗреҫҫӗ — тӗрӗслӗхе, чыслӑхпа сӑпайлӑха хирӗҫ суйнине, ҫӑткӑнлӑхпа мухтанчӑклӑха тӑратаҫҫӗ[6].
Чӑваш ваттисен сӑмахӗсен илемлӗх тытӑмӗ антитезӑпа (ӑс — ухмахлӑх, ырлӑх — усаллӑх, чӑнлӑх — суя) никӗсленет, ҫавӑн пекех социаллӑ тата кулленхи пурнӑҫри ҫитменлӗхсене питлемешкӗн иронипе нумай усӑ кураҫҫӗ. Грамматика тытӑмӗшӗн пӗтӗмлетнӗ субъект формисем уйрӑм палӑрса тӑраҫҫӗ, вӗсем халӑх ӑс-хакӑлне палӑртаҫҫӗ тата универсаллӑ, уйрӑм ҫын опытне мар, пӗтӗм халӑх пурнӑҫне ыттисене вӗрентме тӗллев лартаҫҫӗ. Чӗлхе тӗлӗшӗнчен пӑхсан, чӑваш паремийӗсем лексикӑпа синтаксисӑн авалхи сийӗсене упраса хӑвараҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсене чӗлхе историне тӗпчемелли паха ҫӑлкуҫ пек палӑртать[7].
Ваттисен сӑмахӗсем калаҫу чӗлхинче кӑна мар сарӑлнӑ, вӗсемпе ҫырулӑх культуринче те анлӑ усӑ курӑнаҫҫӗ. Вӗсем «Улӑп» паттӑрлӑх эпосӗн (Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ хатӗрлесе кӑларнӑ) поэтикинче тӗл пулаҫҫӗ, унта вара ытларах ӑс парас формӑра палӑраҫҫӗ, персонажсене сӑнарламалли хатӗр пулса тӑраҫҫӗ. Чӑваш илемлӗ литературинче ваттисен сӑмахӗсемпе классиксем (К. В. Иванов, П. П. Хусанкай, А. А. Эсхель) стиль тӑвакан элемент пек анлӑ усӑ кураҫҫӗ[8].
Тӗслӗхсем
- Ирӗк шыракан хӗсӗк тупнӑ.
- Тутар тутанса пӑхмасӑр ӗненмест, чӑваш тытса пӑхмасӑр ӗненмест.
- Ялти халапа киле пырса ан кала, килти халапа яла кайса ан кала.
- Ансат пурнӑҫ та йывӑрпа пулать.
- Ҫын аллинчи кукӑль сӑмси пысӑк курнать теҫҫӗ.
- Вӑхӑтра тӳленӗ парӑм кивҫен ыйтма вӑй парать.
- Ялан ҫӳресен чӗлхе уҫӑлать.
- Тӗрӗс каланӑ сӑмах пӗр ылтӑн, вӑхӑтра каланӑ сӑмах хӑй ылтӑн.
- Инкек инке мар, курӑнса килмест.
- Телей аксан та ҫук ҫын ани ҫинче ӳсес ҫук.
- Савнӑ ҫынпа чӳлмек катӑкӗ те савӑш курки.
- Юрату хӑпарту мар, сӗтпе ҫисе яраймӑн.
- Пуш сӑмах ҫапиччен авӑн ҫапма вӗрен.
- Ӗненекен ҫынна тӑр шывра та тем те курӑнать.
- Вӗреннӗ ҫынпа виҫӗ вӗренмен ҫын улӑштармаҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Большая российская энциклопедия. Том 27. — 2015. — С. 246.
- ^ Фелицына В.П., Прохоров Ю.Е. Русские пословицы, поговорки и крылатые выражения. Лингвострановедческий словарь / Ин-т рус. яз. им. А.С. Пушкина. Под ред. Е.М. Верещагина, В.Г. Костомарова. — Русский язык, 1988. — С. 8.
- ^ Зюмтор П. Опыт построения средневековой поэтики. — 2002. — С. 78—79.
- ^ Литературная энциклопедия терминов и понятий / Гл. ред. А.Н. Николюкин. Институт научной информации по общественным наукам РАН. — Интелвак, 2001. — Стб. 763.
- ^ Глаголевский П. Синтаксис языка русских пословиц. — Я. А. Исаков, 1873.
- ^ Романов Н. Р. Чăваш ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем. — Шупашкар, 2012.
- ^ Чăваш халăх пултарулăхĕ. Т. 4: Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем. — Шупашкар, 2007.
- ^ Сюин Х. Улып. — Шупашкар, 2008 (первое издание — 1940).
Вуламалли
- Литературная энциклопедия. В 11 т. Том 9 / Гл. ред. А. В. Луначарский. — Гос. ин-т «Советская энциклопедия», 1935. — Стб. 172—178.
- Литературная энциклопедия. В 2 т. Том 2 / Под. ред. Н. Бродского, А. Лаврецкого и др.. — Л. Д. Френкель, 1925. — Стб. 617.
- Аникин В. П. Русские народные пословицы, поговорки, загадки и детский фольклор. — Учпедгиз, 1957. — С. 9—53. — 240 с.
- Хлебда В. Пословицы советского народа // Русистика / Russistik : Научный журнал актуальных проблем преподавания русского языка. — Берлин, 1994. — № 1/2. — .
- Шахнович М. И. Советский фольклор. Сборник статей и материалов. № 4—5. — Академия Наук СССР, 1936. — 476 с.