Улăп (эпос)
Улăп (выр. Улsп) — 1996 ҫулта Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ пичетлесе кӑларнӑ чӑваш паттӑр эпосӗ[1]. Автор ӑна паттӑрсем ҫинчен хывнӑ халапсене, юрӑсемпе тӗпе хурса йӗркеленӗ. Эпосӑн ача-пӑча валли адаптациленӗ варианчӗ 1980 ҫулта тухнӑ[2].
Истори
Чӑваш халӑх эпосӗ «Улӑп» чи тулли вариантра 1996 ҫулта кун ҫути курнӑ. Ку тӑххӑрмӗш, юлашки, варианчӗ. Ҫак кӗнеке — Симон Фёдорович Фёдоровӑн (Хӗветӗр Ҫуйӑн) 60 ҫул ытла халалланӑ ӗҫӗн ҫимӗҫӗ.
Чӑваш эпосне пухма Мӗтри Юманпа Иван Юркин ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех, революциллӗ пулӑмсем пуҫланиичченех, чӗнсе каланӑ[3].
Чӑн-чӑн халӑх халапӗсем, каланисемпе юрӑсем ҫине таянса тӑракан чӑваш эпосне тума кирли ҫинчен чи малтисенчен пӗри 1924 ҫулта С. М. Лашман ҫырнӑ[4]. Вӑл хайлава «Улӑпиада» ят пама сӗннӗ.
1927 ҫулта Чӑваш АССРӗн халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер «Сунтал» журналта «Улӑп» поэма пичетлесе кӑларнӑ, вӑл уйрӑм кӗнекен 1939 ҫулта кун ҫути курнӑ:
Малтанхи хут «Улăп» ятпа 1927 çулта «Сунтал» журналăн 10-мĕш номерĕнче пичетленнĕ, 1939 çулта уйрăм кĕнекен тухнă.
Позт ăна пилĕк томлăхăн 1-мĕш томне те кĕртнĕ (223—238 с). «Сунталта» пичетленнĕ вариантăн ум сăмахĕнче поэт çапларах каланă: «Улăп» ятне асăннине пур çĕрти чăвашсем хушшинче те илтме пулать. Анчах мĕнлескер, кам пулнă çав Улăп? Ун çинчен никам та пат татса ăнлантарса параймасть. Ваттисенчен нумайăшĕ: «Улăп вăл сĕм-авал темле тĕлĕнмелле çӳренĕ питĕ пысăк пăхаттир пулнă» теççĕ. Тепле сайраран, хăш-пĕрисем çеç вăл мĕнле çӳрени çинчен калаçкалаççĕ. Анчах тĕрлĕ вырăнти чăвашсем тĕрлĕ май, урăхларах калаçаççĕ.
Улăп юмахĕ вăл — чăваш халăхĕн сĕм-авалхи пурнăçĕ çинчен пĕлтерекен юмах. Çакнашкал юмахсем вырăссен те «Илья Муромсц», «Святогор» текеннисем тата урăххисем те пур. Хусанта вилнĕ Катанов профессор çырнă тăрăх, Улăп çинчен калакан юмахсем тӗрӗк халăхĕсем хушшинче те пур. Анчах ку халăхсем ăна пурте «Улăп» темеççĕ, хăшĕ Алăч, хăшĕ Алиф теççĕ. Çавăннах кăркăссен «Атша» ятлă Улăпĕ çинчен çырни пур (Известия Казанск. О-ва Археологии и Этнографии, том XIII, вып. 1). Анчах Атша-Улăп ытла та сĕм-авалхи ĕмĕрсенче пурăнать. Чăвашсен «Улăпĕ» — чăваш халăхĕн вăл выльăх кĕтĕвĕсемпе çӳрессине пăрахса çĕр ĕçĕ çине куçас умĕнхи пурнăçĕ çинчен пĕлтерекен юмах. Ку Улăпа ватă амăшĕ калакан сăмахсенчен аван палăрать. Апла пулсан чăвашсен Улăпĕ кăркăссен Атшинчен чылай кайран пурăннă.
Эпĕ ку поэмăна Улăп çинчен чăваш хушшинче калакан татăк-кĕсĕк халапсене пухса, хăшне-пĕрне «Атшаран» илсе тата хамран та шухăшласа çырнă. Автор. 1927 çул, августăн 15-мĕшĕ» (9 с).
Чӑваш литераторӗсем ытти халӑхсен эпосӗсемпе («Илиада», «Гильгамеш», «Шахнаме», «Рустамхан», «Алпамыш», «Гэсэр», «Манас» тата ытти те) хавхаланнӑ. 1920—1930 ҫулсенче наци эпосӗсен пайӗсене чӑвашла Петӗр Хусанкай, Стихван Шавли сӑвӑҫсем куҫарнӑ, Мӗтри Юман вара чапа тухнӑ «Калевала» карелсемпе финнсен эпосне туллин куҫарнӑ[3].
1975 ҫулта Иван Одюков профессор хатӗрленӗ Улӑп ҫинчен калакан юмахсемпе легендӑсен пуххи кун ҫути курнӑ. 1980, 1987, 1993 ҫулсенче Улӑп ҫинчен кӗнекесем тухнӑ, 2004 ҫулта вара Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Геннадий Юмарт умсӑмахӗпе «Халӑх эпосӗ» академи кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ[3].
Ятарлӑ тӗпчев чӑваш улӑпиадипе Антон Салмин ӑсчах та ирттернӗ, 1975 ҫулта хӑйӗн ӗҫне пичетлесе кӑларнӑ[5].
1996 ҫулта кӑларнӑ кӗнекере Хӗветӗр Ҫуйӑн улӑпсем ҫинчен легендӑсем пухас тата эпоса халӑха тавӑрас шухӑша ӑна «Тӑхӑрьял» ятлӑ чаплӑ этнографи ӗҫӗн авторӗ Г. Т. Тимофеев сӗннине ҫырнӑ. Ҫавӑнтан пуҫланӑ та Улӑп ҫинчен легендӑсем пуҫтарма, вӗсене ултӑ теҫетке ҫул хушшинче пухса тирпейленӗ-якатнӑ. Пӗрремӗш калавҫӑ унӑн амӑшӗ Агапия Дмитриевна Дмитриева пулнӑ. Пуринчен ытла легендӑсене Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ тата Красноармейски районӗсенче ҫырса илнӗ. Вӑл Чӑваш Енри мӗн пур района ҫитнӗ, вун-вун ялта пулнӑ, легендӑсене шыраса Тутарстанри, Самар, Пенза, Сарӑту, Ӗренпур облаҫӗсенчи, Ҫӗпӗрти чӑваш ялӗсене ҫӳренӗ. Эпосӑн варианчӗсене шута илмесӗр ҫӗр легенда яхӑн пуҫтарнӑ, вӗсенчен 67 легенда Улӑп ҫинчен, 15 — унӑн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен, 15 — Ҫӗрпӳ тата Сикпӑрҫа пӑхаттирсем ҫинчен[6].
Эпосăн кунçулĕ
Чăваш халăхĕн «Улăп» эпосне майлаштарасси епле пулса пыни пирки Çуйăн Хĕветĕрĕ хăй аван çырса кăтартнă[7][8].
Эпĕ утмăл çич çул хушшинче «Улăп. Чăваш эпосĕ» алçырăвне тăхăр вариант таран çыртăм. Çиччĕмĕш вариантне çухатрĕç те, питĕ хытă куляннипе вăй-халран кайрăм. Тен, ун çинчен пĕлтерме те кирлĕ марччĕ пуль? Анчах та мана юлашки çулсенче «Улăп» алçырăвĕсем тĕлĕкре «пире мĕншĕн мантăн?» тесе хĕсĕрлеме тытăнчĕç.
Анне <...> час-часах хăй çумне чăмăртаса, пуçран ачашласа: «Улăп пекех пултăн, ачам»,— тетчĕ. Тепĕр чухне эпĕ ăна шухăша ярсан вăл мана: «Улăп пекех пул»,— тетчĕ.
1928 çулта Çĕрпÿри иккĕмĕш сыпăклă шкулта вĕреннĕ чухне чăвашсен паллă этнографĕпе, «Тăхăрьял» авторĕпе Г. Т. Тимофеевпа пĕр хваттерте пурăнтăм. Григорий Тимофеевич пире чăваш чĕлхи вĕрентетчĕ. Эпĕ, шкул ачи, ун патне час-часах каçпа кайса лараттăм. Пĕрре Григорий Тимофеевич Чăваш кĕнеке издательствинчен кулянса килсен мана килĕнче нумай тытса ларчĕ. Эпĕ, сăмах юхнă май, ăна аннерен илтнĕ Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене каласа патăм. Вăл мана çавăн пек халап-юмахсене аннерен анчах мар, ытти çынсенчен те çырса илме хушрĕ. «Улăп — халăх паттăрлăхĕ…— терĕ вăл лăпсăркка хура çÿçне пÿрнисемпе тураса.—Ним тума та çук, халь эпоссемпе интересленмеççĕ. Йывăр! Ун пирки темшĕн халăхра табу пур. Табу тени — чару тени пулать. Çав табу тăрăх, Улăп чăваша тавăрăнмалла. Унччен, вăл тавăрăниччен, Улăп çинчен сÿпĕлтетсе çÿреме юрамасть. Атту çич ют Улăп килес вăхăта пĕлсен шентермексене ÿпĕнтерсе лартма пултарать те пуççаврăнăмĕш çулне татать. Кам та кам халăх чарăвĕнчен тухать, çав çын хăй вилĕмĕпе мар, халăх ылханĕпе вилет. Çитменнине, хальхи вăхăтра Улăппа пачах интересленмеççĕ. Айвансем çавна та чухлаймаççĕ вĕт, Çимăн! Ваттисем вилсе пĕтеççĕ, вĕсемпе пĕрле Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсем те. Хальхи вăхăтра хăш-пĕрисем, аслисем, пысăк вырăнта ларакансем, чăваш эпосне «Улăпа» халăх хушшинче ятарласа пухса, çĕнетсе, вăйлатса ăна халăх хушшинче тепĕр хут сарасси вĕсенчен килет пулсан та «Улăп» эпосĕ пире халь мĕн тума кирлĕ тесе хураççĕ. Çавсем пиркиех ĕнтĕ «Улăп» улмуринчи ылтăн уçă пулса юлать те — шыра вара ăна! Ак çакăншăн та Чăваш кĕнеке издательствипе сутлашмалла пулать ĕнтĕ»,— терĕ те вăл тарăхса алçырăвĕпе сĕтеле çапрĕ. Çавăнтан вара эпĕ халăх хушшинче Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене пуçтарма тытăнтăм, Эпĕ Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене хамăр ял çыннисенчен кăна мар, хамăр таврари чылай ял çыннисенчен те çырса илтĕм.
«Улăпа» çырнă чухне мана чăваш халăх поэчĕ С. В. Элгер, чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ сахал мар пулăшрĕç. Анчах та вĕсем чăваш эпосĕ уйрăм кĕнекепе тухассине кĕтсе илеймерĕç, çĕре кĕчĕç. Çемçе пултăр вĕсен вилтăпри! М. Р. Федотова — профессора, филологи наукисен докторне, Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхин кафедра заведующийĕ пулса ĕçленĕ доцента В. П. Никитин (Станьял) поэта, çамрăк ученăйсене В. Р. Родионовпа Г. Т. Юмарта, чăваш халăх писательне А. С. Артемьева, чăваш искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченне М. К. Антонова йывӑр вăхăтра ман хута кĕнĕшĕн тата чăваш эпосне йĕркелесе çитерме вăй-халăма çĕклентернĕшĕн чунтан-вартан тав тăватăп.
Кӗнекесем
Хаклав
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2012 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Дмитриев Аристарх Ивановича «Улӑп» чӑваш халӑх эпосне вырӑсла куҫарнӑшӑн литература тата ӳнер енӗпе 2011 ҫулшӑн Чӑваш Республикин патшалӑх премине панӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ендеров В.А., Родионов В.Г. Сюин Хведер , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнчи копийӗ — Статья в электронной чувашской энциклопедии.
- ^ Улăп. Çуйăн Хĕветĕрĕ сăвăланă халапсем. , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнчи копийӗ Ш., 1980.
- ^ 1, 2, 3 Виталий Станьял. Чувашский народный эпос (выр.). Чувашский народный сайт (7 акан 2021).
- ^ <Лашман С.М.> Юрă-сăвăсене, халапсене пухса йĕркелесе поэма çырма пулĕ-ши? — Сунтал, 1924, № 2-3.
- ^ Салмин А.К. Чăваш эпосне йĕркелесе яма май пур-и? // Ялав, 1975, № 7.
- ^ Атилла Балтаев. УЛЫП. Чувашский эпос. Часть 1. Сюжет эпоса (выр.). «ВКонтакте» (21 акан 2024).
- ^ Çуйăн Хĕветĕрĕ: Улăп çинчен — Вула Чăвашла VULACV – Чӑвашла вулаттаракан сайт.
- ^ Наумова, Татьяна. «Халăхăн пуянлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтартăм та шăрçаласа ярăм турăм» — Хыпар, 30, Июнь, 2018| Чăваш хĕрарăмĕ | Культура |
- ^ Улӑп : чӑваш эпосӗ / Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ пухса сӑвӑланӑ, В. Г. Бритвин илемлетнӗ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1996. – 573 с. – (Улып).
- ^ Улып [Текст] : чувашский народный эпос / пер. А. Дмитриев. – Чебоксары , 2009. - 461, [1] с.
- ^ Васильев, Лев. Улып заговорил по-русски. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнчи копийӗ — Советская Чувашия, 17 декабря 2009.
- ^ Чувашский эпос издали на турецком языке , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнчи копийӗ — Ирĕклĕ сăмах.
Вуламалли
- Чăваш халăх пултарулăхĕ. Халăх эпосĕ. Ш., 2004;
- Родионов В.Г. К вопросу о ранних тюркско-финно-угорских фольклорных взаимосвязях // Родионов В.Г. Этнос. Культура. Слово. Ч., 2006;
- Родионов В.Г. Эпос. — электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья;
- Димитриев В.Д. Предисловие // Улып. Чувашский народный эпос / Перевод А. Дмитриева. Ч., 2009;
- Васильев, П. «Улӑп» эпос пирки / П. Васильев // Хыпар. – 2010. – 13 ака. – С. 3.;
- Васкир, Г. Улăп чунлă Çуйăн Хĕветĕрĕ / Г. Васкир // Тантăш. – 2003. – 31 утă (№ 31). – С. 8;
- Ефимов, Г. Асăну сăмахĕ / Г. Eфимов // Хыпар. – 2002. – 15 çу;
- Смирнова, Н. «Улӑп - вырӑсла» / Н. Смирнова // Хыпар. – 2009. – 19 раштав. – С. 4-5;
- Юмарт, Г. «Улăп» улăпла ĕç / Г. Юмарт // Чăваш ен. – 1996. – 25 ут`. – 3 çурла (№ 30).– С. 13;
- Андреев, П. Богатырский эпос – богатырский труд / П. Андреев // Чебоксар. правда. – 1999. – 5 янв. (№ 1). – С. 7;
- Афанасьев, П. Сюин Хведер (Федоров Симон Федорович) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 388;
- Васильев, Л. Улып заговорил по-русски / Л. Васильев // Совет. Чувашия. – 2009. – 17 дек. – С. 6, 15;
- Гордеева, С. Eсть эпос в чувашских селеньях! : презентация / С. Гордеева // Чăваш ен. – 1996. – 21–28 сент. (№ 38). – С. 2;
- Ендеров, В. А. Сюин Хведер / В. А. Ендеров, В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 162;
- Тихонов, П. По следам Улыпа / П. Тихонов // Чебоксар. новости. – 1996. – 29 нояб.;
- Федоров Симон Федорович (Сюин Хведер) // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. – Чебоксары, 2008. – С. 307;
- Ялгир, П. Сюин Хведер (Федоров Симон Федорович) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 109–110.
Каçăсем
- Улăп : чăвашсен героикăллă халап-юмахĕ / Çуйăн Хĕветĕрĕ йĕркелесе çырнă. 2019 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1980. – 48 с. : ил. – Пер. загл.: Улып
- Çемен Элкер: Улăпсем