Çуйăн Хĕветĕрĕ

Фёдоров Симон Фёдорович (литературӑри хушма ячӗ — Çуйăн Хĕветĕрĕ; 1913 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ, Актай (Çĕрпӳ районĕ), Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ2002 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — чăваш çыравçи, сăвăçи тата фольклорист, чăваш халăх эпосне пухакан тата тĕпчекен. 1989 çултанпа СССР Çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Кун-çулĕ

Симон Фёдорович Фёдоров 1913 çулхи çĕртмен 27-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе утăн 10-мĕшĕнче) Хусан кĕпӗрнин Етĕрне уесĕнчи Актай ялĕнче (халĕ Чăваш Республикин Çĕрпӳ районĕ) çуралнă[1][2].

Вăл Самарти план экономикин институтне, кайран ҫар училищине вĕренсе пĕтернĕ[1][2]. 1941 çулта Хĕрлĕ Çара хĕсмете илнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Карел фронтĕнче çапăçнă[2].

Демобилизаци хыççăн ял шкулĕнче вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ учрежденисенче, план-финанс уйрăмĕсенче, ĕçленĕ[1][2].

Симон Фёдорович Фёдоров 2002 çулхи майăн 7-мĕшĕнче Шупашкар хулинче вилнĕ[1].

Пултарулăхĕ

Фёдоров С.Ф. 60 çул ытла хăй пурнăçне чăваш халăхĕн Улăп паттăр çинчен калакан эпосне пухма тата çĕнетсе çырма халалланă[3]. Вăл Чăваш Енĕн, ытти регионсенчи чăваш ялĕсенче çӳресе халап-юмахсене çырса илнĕ[4]. Ку нумай çул тăрăшнă ĕçĕн тухăçĕ пулса чăваш чĕлхипе «Улăп» поэзиллĕ эпосĕ çуралнă.

«Улăп»

Эпосăн пĕрремĕш варианчĕ 1947 çулта Ҫемен Элкер редакцийĕпе кун çути курнă[2]. 1980 çулта ачасем валли кĕскетнĕ вариант «Улӑп халапӗсем» ятпа тухнă[1][2].

40 юрăран тăракан тата 20 пин яхăн сăвă йĕркине пĕрлештерекен тулли эпос Чăваш кĕнеке издательствинче 1996 çулта пичетленнĕ[1][2][5]. 2009 çулта эпоса вырăсла Аристарх Иванович Дмитриев çыравçă куçарса кăларнă[1][5].

Драматурги

Фёдоров С.Ф. драматург пулнипе те паллă. 1974 çулта Чăваш республика пукане театрĕнче унăн «Эй, Кукша, яра пар!..» пьесипе спектакль лартнă.

Чыславсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Сюин Хведер. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Федоров, Симон Федорович (фольклорист). Наследие Чувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  3. ^ 110 лет Фёдору Сюину. Человек с душой Улыпа. Чувашский национальный музей (22 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  4. ^ "По следам Улыпа": громкие чтения. mubiblioteka.ru (26 ҫӗртмен 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 09:02 Чувашский народный эпос об Улыпе на русском языке. Cap.ru (1 раштавӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Улăп : чăваш эпосĕ 2019 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ. / Çуйăн Хĕветĕрĕ пухса сăвăланă, худож. В. Г. Бритвин = Улып : чувашский эпос / изложил стихотворно, сост. Ф. Сюин. - Шупашкар Чăваш кĕнеке издательстви, 1996. - 573 с.[1]
  • Ендеров В.А., Родионов В.Г. Сюин Хведер]. — Электронла чăваш энциклопеди.
  • Васильев, П. «Улӑп» эпос пирки / П. Васильев // Хыпар. – 2010. – 13 ака. – С. 3.
  • Васкир, Г. Улăп чунлă Çуйăн Хĕветĕрĕ / Г. Васкир // Тантăш. – 2003. – 31 утă (№ 31). – С. 8.
  • Ефимов, Г. Асăну сăмахĕ / Г. Eфимов // Хыпар. – 2002. – 15 çу.
  • Смирнова, Н. «Улӑп - вырӑсла» / Н. Смирнова // Хыпар. – 2009. – 19 раштав. – С. 4-5.
  • Юмарт, Г. «Улăп» улăпла ĕç / Г. Юмарт // Чăваш ен. – 1996. – 25 ут`. – 3 çурла (№ 30).– С. 13.
  • Андреев, П. Богатырский эпос – богатырский труд / П. Андреев // Чебоксар. правда. – 1999. – 5 янв. (№ 1). – С. 7.
  • Афанасьев, П. Сюин Хведер (Федоров Симон Федорович) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 388.
  • Васильев, Л. Улып заговорил по-русски / Л. Васильев // Совет. Чувашия. – 2009. – 17 дек. – С. 6, 15.
  • Гордеева, С. Eсть эпос в чувашских селеньях! : презентация / С. Гордеева // Чăваш ен. – 1996. – 21–28 сент. (№ 38). – С. 2
  • Ендеров, В. А. Сюин Хведер / В. А. Ендеров, В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 162.
  • Тихонов, П. По следам Улыпа / П. Тихонов // Чебоксар. новости. – 1996. – 29 нояб.
  • Федоров Симон Федорович (Сюин Хведер) // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. – Чебоксары, 2008. – С. 307.
  • Ялгир, П. Сюин Хведер (Федоров Симон Федорович) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 109–110.

Каҫӑсем

  1. ^ Чăваш эпосĕ «Улăп» - халăхра упранса юлнă пысăк пуянлăх. Чăвашсем Улăп ςинчен ςўрекен паттăрла халап-юмахсене ăруран ăрăва, ламран лама каласа пырса паянхи куна ςитерме пултарнă; ςуйăн Хĕветĕрĕ вĕсене 60 ςул хушши пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса, ςĕнетсе, сăвăласа эпос шайне ςитернĕ. Кĕнеке хĕрĕх юрăран тăрать.