Каралли Вера Алексеевна
Ве́ра Алексе́евна Кара́лли (1889 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ [ҫурлан 8-мӗшӗ] , Мускав — 1972 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ, Баден[d], Нижняя Австрия[d]) — вырӑс балерини, сасӑсӑр кино актриси, балет педагогӗ. Совет Раҫҫейӗнчен эмиграцилесе Европӑра ӗҫленӗ.
Пурнӑҫӗ
Вера Каралли 1889 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнче Мускавра артистсен ҫемйинче ҫуралнӑ[1]. Ашшӗ — Алексей Каралли-Торцов режиссёр, амӑшӗ — Ольга Каралли драма актриси. 1906 ҫулта Александр Горский ертсе пыракан театр училищине вӗренсе пӗтернӗ.
Сергей Дягилевӑн «Вырӑс балечӗпе» пӗрле 1909, 1919 тата 1920 ҫулсенче ют ҫӗршывсенче гастрольте пулнӑ[2]. Пысӑк театр солисчӗ пулнӑ. Михаил Мордкинпа пӗрле час-часах ташланӑ. 1914 ҫулта Пётр Чардынинӑн «Ты помнишь ли?» драминче пӗрремӗш хут кинора вылянӑ. Кайран вӑл вырӑс кинематографӗн пӗрремӗш ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ, тӗпрен илсен Чардынин тата Евгений Бауэр режиссёрсен фильмӗсенче вылянӑ.
1917 ҫулхи революци хыҫҫӑн Каралли эмиграциленӗ. Литвара, Румынире, Францире тата Австрире пурӑннӑ. Каунасра тата Венӑра балет ӑсталӑхне вӗрентнӗ.
1972 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче тӑван ҫӗршыва таврӑнма совет паспортне илнӗ, анчах та икӗ эрнерен, 1972 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнче, Австрири Баденра вилнӗ.
Вӑл сӑнарланӑ тӗп партисем: «Акӑш кӳлли» (Одетта-Одиллия), «Баядерка» (Никия), «Дон Кихот» (Китри), «Раймонда» (Раймонда), «Жизель» (Жизель) тата ыттисем те.
Фильмографи
| Çул | Фильм | Роль |
|---|---|---|
| 1921 | Женская месть | Вера Кароли |
| 1919 | Ночь 11 сентября | ? |
| 1918 | Мечта и жизнь | Наташа Бробова |
| 1917 | Набат | Магда |
| Умирающий лебедь | Немая танцовщица Гизелла | |
| Король Парижа | ? | |
| 1916 | Возмездие | Маша Бельская; вторая роль — леди Гермион |
| Сёстры Бронские | Анна Бронская | |
| Гриф старого борца | Криста, дочь виноградаря | |
| 1915 | Драконовский контракт | Дочь директора |
| Счастье вечной ночи | Лиля Плескова | |
| Любовь статского советника | Танцовщица Лола | |
| Обожжённые крылья | Таня | |
| Тени греха | Ирина Кареева (в замужестве Верховская) | |
| Наташа Ростова | Наташа Ростова | |
| Война и мир | ? | |
| После смерти | Зоя Кадмина | |
| 1914 | Хризантемы | Вера Алексеевна Неволина |
| Сорванец | Любочка | |
| Ты помнишь ли? | Елена Нильская |
Ӑнлантарусем
- ^ Дмитриев Б.В. Родная, милая Ялта...: Воспоминания о семье Дмитриевых. — Gorkyclassic, 2019. — С. 390—391. — ISBN 978-5-99096-375-7.
- ^ Andros on Ballet (англ.). Архивланӑ 2007 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Каралли Вера Алексеевна(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче