«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ку терминӑн ытти пӗлтерӗшсем те пур, Виçĕ юлташ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Виçĕ юлташ
|
Автор: |
Жанр:
|
роман |
---|
Тăван кăларăм чĕлхи: |
нимĕç |
---|
Тăван кăларăма пичетленĕ: |
Drei Kameraden |
---|
Электронлă верси |
«Виçĕ юлташ» (ним. Drei Kameraden) — Эрих Мария Ремаркăн романĕ, çак ĕçе вăл 1932 çулта пуçăннă. Романа Gyldendal дан кăларăçĕнче «Kammerater» çĕлĕкпе 1936 çулта çутта кăларнă[1][2]. Вырăсла кăларăм 1959 çулта пичетрен тухать.
Сюжет
Романри ĕçсем Германире 1928 çулта пулса иртеççĕ. Виççĕ тус — Роберт Локамп (Робби), Отто Кестер тата Готтфрид Ленц пысăках мар авторемонт лаççине тытса ĕçлеççĕ. Тĕп паттăрĕ, автомеханик Робби хӳхĕм хĕрпе — Патриция Хольманпа (Пат) — паллашать. Роббипе Пат — тĕрлĕ шăпаллă çынсем — пĕр-пĕрне килĕштереççĕ.
Романра кризис тапхăрĕнчи вĕсен юратăвне кăтартнă.
Пайăр çынсем
- Роберт Локамп (Робби) — романăн тĕп паттăр. Патриция Хольмана (Пат) юратаканскер. Готтфрид Ленцпа Отто Кёстерăн юлташĕ. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннăскер.
- Отто Кёстер — романăн тĕп геройсенчен пĕри. Вăрçă вăхăтĕнче — вĕçевçĕ, романра автолаç хуçи, ун патĕнче тĕп геройсем ĕçлеççĕ. Отто — автогонщик-кăмăллаканскер, «Карл» машанăпа ăмăртнă, темиçе хутчен çĕнтернĕ. Бокспа хăтланать.
- Готтфрид Ленц — романăн тĕп геройсенчен пĕри. Çарта хĕсметре тăнă, тĕнче касса çӳренĕ, Çăмăл кăмăллă, пуласлăхлă çын.
- Патриция Хольман (Пат) — тĕп героя юратаканскер. Вĕсен юратăвĕн кун-çулĕ хайлан тĕп сюжечĕ шутланать.
Сцена çинче тата синематографра ӳнерленисем
Виçĕ юлташ
- 1938 — фильм «Three Comrades» («Виçĕ юлташ») — Френк Борцаг (АПШ) режиссёрĕ [3]
- Çĕнтерӳçĕсен чечекĕсем — ĕç-пуçсене 1990-мĕш çулсенчи Раççее куçарнă. Режиссёр Александр Сурин.
- Галины Волчек лартнă. Театр «Современник». [4]
Асăрхавсем
Эрих Мария Ремарк |
---|
Романсем |
Ĕмĕтсен хӳтлĕхĕ • Гэм • Горизонт хĕрринчи станци • Таврăну • Виçĕ юлташ • Çывăх çынна юрат • Пурнăç хĕлхемĕ • Пурăнас вăхăт тата вилес вăхăт • Хура обелиск • Кивçен пурнăç • Лиссабонри каç • Халалланă çĕр • Ĕмĕлкесем çăтмахра |
---|
|
Калавсем |
Тăшман • Верден таврашĕнчи чĕмсĕрлĕх • Карл Брегер во Флери • Йозеф арăмĕ • Аннета юратăвĕн историйĕ • Иоганн Бартокăн тĕлĕнтермĕшлĕ шăпи |
---|
|
Калав пухмачĕсем, эссесем, çырусем, пьесăсем |
Юлашки акт • Юлашки чарăну • Сисĕмлĕ пулăр • Глаз как активный искуситель • Существенные и мелкие иронические моменты в моей жизни. Интервью с самим собой • Эпизоды за письменным столом • Скажи мне, что ты меня любишь... |
---|
|
Экранизацисем |
Flotsam • Анăç фронтĕнче улшăнусăр • Дорога назад • Виç юлташ • Çапла вĕçленет пирĕн каç • Урăх савăç • Тммĕр чаршав • Юлашки акт • Пурăнас вăхăт тата вилес вăхăт • Кĕлрен • Каç Лиссабонра • Бобби Дирфилд • Анăç фронтĕнче улшăнусăр • Триумф арки • Хура обелиск • Юнпа тимĕр: герман вăрçă машинин кун-çулĕ • Çĕнтерӳçсем парнеленĕ чечексем • Сăрласа капăрлатнă Виççĕмĕш райх • Анăç фронтĕнче улшăнусăр |
---|