Крылово
Крылово, — Чăваш Енĕн Пăрачкав районĕнчи вырăс ялĕ. Малтан Высяга ятлă пулнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 61 çын, çав шутра 32 арçын, 29 хĕрарăм пурăннă[2].
Кун-çулĕ
1917-1924 çулсенче вулăс тĕпĕ пулнă. 1927 çулта районсене туса хуриччен Улатăр уесне кĕнĕ. Малтан Мишуково вулăсне кĕнĕ, кайран вара, 1924 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа, Пăрачкав вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Пăрачкав районне кĕртнĕ.
1962 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче ял ятне улăштарнă, вăл Крылово ятлă пулса тăнă.
1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче ăна Улатăр районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Пăрачкав районне кĕрет.
Паллă çынсем
- Краснов Иван Георгиевич, — сăвăç, çар журналисчĕ.
- Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем çыракан, карапсем тăвакан, академик.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2016 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |