Краснов Иван Георгиевич
Краснов Иван Георгиевич, — сăвăç, çар журналисчĕ. 1923 çулхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Улатăр уесĕнчи Висяга (халĕ Чăваш Енĕн Пăрачкав районĕнчи Крылово ялĕ) ялĕнче çуралнă. 1997 çулта Çĕн Çĕпĕр хулинче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
СССР ÇП пайташĕ.
Кун-çулĕ
Çар училищинче вĕреннĕ. Кайран пĕлĕвне А.М. Горький ячĕллĕ литература институтенче ӳстернĕ. 1997 çулчченех хĕсметре тăнă. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă.
Пултарулăх ĕçĕсем
Унăн çак кĕнекесем тухнă:
- «Сиявский бор»;
- «Вооружайте красоту» (Илеме хĕçпăшаллатăр);
- «Рукопожатие» (Алă тытрăм);