Вишневская Клавдия Ивановна
Вишневская Клавдия Ивановна, — чăваш сăвăçи. 1955 çулхи авăн уйăхĕн 5 Чăваш Енĕн Ҫӗрпӳ районӗнчи Шанар ялĕнче çуралнă.
1994 çултапна Раççей ÇП тата Чăваш Енĕн ÇП пайташĕ. 2004 çулта филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне хӳтĕленĕ.
Пурнăçĕ
Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Çавăнтах асперантурăра вĕреннĕ. Шупашкар районĕн «Тăван Ен» хаçачĕнче ĕçленĕ, çавăн пекех чăваш телевидениĕн чăваш передачисен редакторĕ пулнă.