Владимиров Виталий Владимирович
Владимиров Виталий Владимирович — вĕрентӳçĕ. 1925 çулхи утă уйăхĕн 18 Чăваш Енĕн Патăрьел районĕн Кивĕ Катек ялĕнче çуралнă.
Халăх çут-ĕçĕн отличникĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ен пĕлӳçи. Патăрьел районĕн чаплă гражданинĕ.
Пурнăçĕ
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă. 1945—1954 çулсенче Çар-Тинĕс вĕренӳ заведенийĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Кивĕ Катек шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ, директор вырăнĕнче вăй хунă.
Самай вăхăт районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен райсовет председателĕ пулнă.