Волков Александр Иванович (лейтенант)

Волков Александр Иванович (1917, Навкат[d], Самарканд облаҫӗ[d]1944 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ, Латви ССР[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мĕш Балтиçум фрончĕн 6-мĕш гварди çарĕн 1-мĕш танк корпусĕн 117-мĕш танк бригадин 326-мĕш танк батальонĕн танк командирĕ, лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1][2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1917 ҫулта Нау станцинче рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс.

Хӗрлӗ Ҫарта 1938 ҫултанпа. Танк училищинче вӗренсе тухнӑ. ВКП (б) пайташӗ 1944 ҫултанпа.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ; ҫапӑҫакан ҫарта 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа. Добеле (Латви) хули патӗнчи ҫапӑҫусенче 326-мӗш танк батальонӗн танк командирӗ Волков лейтенант уйрӑмах палӑрнӑ. Вӗсем тӑшманӑн йывӑр танкне, штурм туппине, унтан тата икӗ танкне тӗп тунӑ. Ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра авӑрлаканпа пулемётчик, унтан тупӑ командирӗ вилнӗ. Волков аманнӑ, анчах ҫапӑҫӑва малалла тӑснӑ, тӑшманӑн тата 1 танкне пӗтернӗ. Вӗсем механик-водительпе ҫунакан танкран тухма пултарнӑ.

Авӑнӑн 19-мӗшӗнче Струпдегуни (Strupdeguu) сӑмсахӗнчи 5234 № хирурги куҫса ҫӳрекен госпитальте сурансене пула вилнӗ. Елгава тӑрӑхӗн Платон вулӑсӗн Стэделниэки ялӗ патӗнче ҫар масарӗнче пытарнӑ, кайран Латвин Елгава тӑрӑхӗн Вирцлава вулӑсӗн Вирцлава посёлокӗнче тепӗр хут пытарнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Александр Иванович лейтенанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

undefined

Ҫакӑн пек наградӑна оруди командирӗ В. Ф. Величко (вилнӗ хыҫҫӑн) тата П. Х. Басенков механик-водитель те тивӗҫнӗ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

Паттӑрӑн вилтӑпри ҫине палӑк лартнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Волков Александр Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Волков Александр Иванович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Каçăсем