Волков Александр Михайлович (Совет Союзĕн Паттăрĕ)
Волков Александр Михайлович (1921 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ, Игнашевская[d] — 1996 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ, Елизаветград[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мĕш Украина фрончĕн 52-мĕш çарĕн 50-мĕш стрелоксен дивизин 359-мĕш стрелоксен полкĕн стрелокӗ, хӗрлӗармеец, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945)[1], [2], [3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Архангельск кӗпӗрнинчи (халӗ Архангельск облаҫӗ) Игнашевская ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1936 ҫулта пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан 15-ри каччӑ аппӑшӗ патне Архангельск хулине тухса кайнӑ, унта слесарь вӗренекенӗ пулса карап юсакан мастерскойсене ӗҫе вырнаҫнӑ. 1940 ҫулта 19 ҫулхи Александра Соломбал райвоенкомачӗ Хӗрлӗ ҫар ретне хӗсмете тӑратнӑ. Хӗвеланӑҫ Украинӑра артиллери полкӗнче тупӑ наводчикӗ пулса хӗсметре тӑнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенчи ҫапӑҫусене 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн варринче Волков окружение лекнӗ, граната ванчӑкӗпе аманнӑ та тыткӑна лекнӗ. Тарма пултарнӑ, фронт линийӗ урлӑ каҫса, каллех Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. 1-мӗш Украина фрончӗн 52-мӗш ҫарӗн 50-мӗш стрелоксен дивизийӗн 359-мӗш стрелоксен полкӗн стрелокӗ, хӗрлӗармеец пулса тӑнӑ.
1945 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче 1-мӗш Украина фрончӗн ҫарӗсем Сандомир-Силези тапӑну операцине пуҫланӑ, вӑл Висла—Одер стратегиллӗ тапӑну операцин пайӗ шутланнӑ. Тӑшманӑн 17-мӗш ҫарӑн тӗп вӑйӗсене тата 4-мӗш танк ҫарне ҫапса аркатса совет ҫарӗсем Кӑнтӑр Польшӑна ирӗке кӑларнӑ та Одер юханшывӗн сулахай ҫыранӗнчи оперативлӑ плацдармсене ярса илнӗ. Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче ҫӗрле А. М. Волков рядовой тӑшман вучӗ айӗнче малтанхисен шутӗнче Бреслау хулинчен (халӗ Вроцлав, Польша) кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнерех юханшыв урлӑ каҫнӑ. Туртса илнӗ позицие пулӑшу ҫитиччен тытса тӑнӑ, Волков автоматран персе 20 ытла гитлеровеца тӗп тунӑ.
Одер урлӑ каҫса плацдарма тытса чарнӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн, Александр Михайлович Волков рядовоя СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Совет Союзӗн Геройӗ ятне, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» (6071 №) медаль панӑ .
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн
А. М. Волков аслӑ сержант 1946 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче демобилизациленнӗ те Кировоград хулинче вырнаҫнӑ. Ӗҫленӗ чухне вӑл пӗр вӑхӑтрах вӑтам пӗлӳ илнӗ, унтан тепловозсен машинисчӗсен курсне вӗренсе пӗтернӗ. Пенсие тухиччен Одесса чукун ҫулӗ ҫинче ӗҫленӗ. 1996 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Кировоградра Ӗмӗрлӗх Мухтав Пантеонӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль;
- Ленин орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ 1-мӗш степенӗ;
- Мухтав орденӗн 3-мӗш степенӗ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- «Золотые Звёзды северян». 2-е изд. Архангельск, Северо-Западное книжное издательство, 1971 год, с. 53-54
- «Во имя победы», Архангельск, 2005 год
Каçăсем
Волков Александр Михайлович (Совет Союзĕн Паттăрĕ) «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра