Волков Евгений Максимович

Волков Евгений Максимович (1920, Гжатский уезд[d], Смоленск кӗпӗрни1945 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ, Жирардув[d], Генерал-губернаторство[d]) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (27.02.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Беларуç фрончĕн 2-мĕш гварди танк çарĕн 9-мĕш гварди танк корпусĕн 47-мĕш гварди танк бригадин танк батальонĕн командирĕн çумĕ, гварди аслă лейтенанчĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1920 ҫулта Колесники ялӗнче (халӗ — Смоленск облаҫӗнче) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам шкултан, унтан Мускаври чукун ҫул техникумӗнчен «паровоз машинисчӗ» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ.

1940 ҫулта Волкова Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете илнӗ. Орёл бронетанк училищинче вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн саппас вӗренӳ танк полкӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Тӗп, 1-мӗш тата 2-мӗш Украина, 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Курск пӗккинчи, Чернигов-Припять, Корсунь-Шевченково, Уман-Ботошанск, Люблин-Брест, Варшава-Познань операцийӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Танк взвочӗн командирӗнчен пуҫласа 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 2-мӗш гварди танк ҫарӗн 9-мӗш гварди танк корпусӗн 47-мӗш гварди танк бригадин 1-мӗш танк батальонӗн командирӗн ҫумӗ таран ӳснӗ. Польшӑна ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ.

1945 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Волков совет ҫарӗсен малти отрядне ертсе пырса Груец хулин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енне ҫӗмӗрсе кӗнӗ, 2 бронемашинӑна хӑй тӗп туса хула урамӗсенче ҫапӑҫу пуҫласа янӑ. Каҫалапа килсе ҫитнӗ хушма вӑйсем хулана пӗтӗмпех тасатнӑ. Январӗн 16-мӗшӗнче Волков отрячӗ пӗтӗм Мщонув хули витӗр ҫапӑҫупа тухнӑ, тӑшман ретӗнче аптраса ӳкнӗ, унӑн каялла чакма тивнӗ. Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Волков отрячӗ Жирардув хулин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енне ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Тӗвӗленнӗ ҫапӑҫура Волков 2 танкпа 2 штурм туппине хӑй тӗп тунӑ, анчах хӑй те вилмеллех аманнӑ, ҫапӑҫу вырӑнӗнче вилнӗ. Жирардув хулинче пытарнӑ.

Хисепӗсем

  • СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Евгений Максимович гварди аслӑ лейтенантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн);
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
  • медальсем.

Астӑвӑм

  • Гагарин хулинчи урама Волков ятне панӑ.
  • Гагарин районӗнчи Пукрав ялӗнче Паттӑра асӑнса стела вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Волков Евгений Максимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Волков Евгений Максимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Волков Евгений Максимович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
  • Герои огненных лет. Книга 6. М.: Московский рабочий, 1983.