Волков Михаил Васильевич (Совет Союзĕн Паттăрĕ)
Волков Михаил Васильевич (1925, Цикуль[d], Судогда уесӗ[d], Владимир кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1943 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ) — Вăта фронтăн 60-мĕш çарĕн 280-мĕш стрелоксен дивизин 1031-мĕш стрелоксен полкĕн стрелокӗ, хӗрлӗармеец, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (17.10.1943)[1] [2] [3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1925 ҫулта Улатимӗр кӗпӗрнин Судогодск уесӗнчи Цикуль ялӗнче (халӗ Гусь-Хрусталь районӗ, Улатимӗр облаҫӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн колхозра ӗҫленӗ.
1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна Рабочи-хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫулах ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Вăта фронтăн 60-мĕш çарĕн 280-мĕш стрелоксен дивизин 1031-мĕш стрелоксен полкĕн стрелокӗ, хӗрлӗармеец пулнӑ. Днепршӑн ҫапӑҫнӑ чухне палӑрнӑ.
Паттӑрлӑх
1943 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче ҫӗрле, питӗ вӑйлӑ тӑшман вут-ҫулӑмне пӑхмасӑр, Волков хӑйӗн икӗ юлташӗпе Николай Козловпа тата Владимир Маркановпа пӗрле Днепр урлӑ Украина ССРӗн Чернигов облаҫӗнчи Козелецк районӗнчи Окуниново ялӗнчен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннерех каҫнӑ (1966 ҫулта ял территорине Киев шыв управне тултарнӑ чухне путарнӑ), вара нимӗҫ пулемёчӗсемпе меллӗ позицие ярса илнӗ. Ушкӑн тӑшман контратакисене сирсе яма пултарнӑ. Ун хыҫҫӑнхи ҫапӑҫусенче Волков аманнӑ та дивизи медсанбатӗнче юпан 4-мӗшӗнче вилнӗ. Чи малтанах Окуниново ялӗнче пытарнӑ. Каярахпа ӑна Косачовка ялӗнчи тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ.
Хисепӗ
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1947 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата Днепр урлӑ каҫнӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Михаил Васильевич хӗрлӗармееца Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Юные герои Витебщины. Минск, 1980.