Волков Николай Григорьевич (Совет Союзĕн Паттăрĕ)
Волков Николай Григорьевич (1907 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ [14-мӗшӗ], Малоархангельский уезд[d], Орёл кӗпӗрни[d] — 1972 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ, Сочи, Краснодар Ен) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар подполковникӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (17.10.1943)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Вăта фронтăн 2-мĕш танк çарĕн 7-мĕш гварди танк механизациленӗ корпусĕ инженерĕ, гварди подполковникӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Орёл облаҫӗн Малоархангельск районӗнчи Никольское салинче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ту училищинче, унтан техникумра вӗреннӗ. 1925 ҫулта ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ.
1930 ҫулта экстерн мелӗпе ҫар-инженери училищине вӗренсе пӗтернӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа — унӑн фрончӗсенче. 1943 авӑн уйӑхӗ тӗлне Вӑта фронтӑн 2-мӗш танк ҫарӗн 7-мӗш гварди танк механизациленӗ корпусӗн корпус инженерӗ, гварди подполковникӗ пулнӑ. Днепршӑн ҫапӑҫнӑ чухне палӑрнӑ.
Тӑшман артиллерийӗпе татти-сыпписӗр авианалетсем вӑйлӑн персе тӑнӑ пулин те, Волков хӑйӗн корпусне Днепр тата Десна урлӑ Киевран ҫурҫӗререх ӑнӑҫлӑ каҫарма пултарнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Николай Григорьевич гварди подполковникне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№1222) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен полковник званийӗнче Волков отставкӑна тухнӑ. Сочире пурӑннӑ, 1972 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (17.10.1943, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 1222);
- Ленин орденӗ (17.10.1943);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
2020 ҫулхи ака уйӑхӗнче Малоархангельск хулин Ҫӗнтерӳ паркӗнче Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ Ю. М. Черкасов ӑсталанӑ Волков Паттӑрӑн бюстне вырнаҫтарнӑ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ Волков Николай Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Волков Николай Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Волков Николай Григорьевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ В Парке Победы города Малоархангельска установлен бюст Героя Советского Союза Николая Григорьевича Волкова (2020-04-22). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Фролов П. И., Пирогов В. А., Макушев А. Ф. Боевое созвездие орловцев. — Тула, 1985.