Волков Николай Николаевич (Совет Союзĕн Паттăрĕ)

Волков Николай Николаевич (1923 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Волгарица[d], Ҫурҫӗр Двина кӗпӗрни[d]1977 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ, Одесса) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫарӑн гварди сержанчӗ, танкист, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мӗш Украина фрончӗн 3-мӗш гварди танк ҫарӗн 6-мӗш гварди танк корпусӗн 53-мӗш гварди танк бригадин танк командирӗ, гварди сержанчӗ.

Чысĕсем

1923 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Волгарица ялӗнче (халӗ — Киров облаҫӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Шкулта ҫичӗ класс, унтан фабрикӑпа завод вӗренекенӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Волкова Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете илнӗ. Ҫав ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1944 ҫулхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче Харьковри танк училищинче вӗреннӗ, механик-водитель специальнӑҫне алла илнӗ, 1-мӗш Украина фрончӗн 3-мӗш гварди танк ҫарӗн 6-мӗш гварди танк корпусӗн 53-мӗш гварди танк бригадинче танк командирне лартнӑ, гварди сержанчӗ пулнӑ. Висла-Одер операци вӑхӑтӗнче палӑрнӑ.

1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Волков службӑра тӑнӑ взвод тӑшман оборонин вӑйсӑр хӳтӗленӗ участокӗ витӗр ҫӗмӗрсе тухса, тӑшман тылне кӗрсе, Пилица юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере туртса илсе тытса тӑрас задачӑна илнӗ. Взвода тыла ҫӗмӗрсе кӗме май килнӗ. Ҫула май танкистсем нимӗҫсен обозне 200 лава тӗп тунӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче кӗпер патне пынӑ чухне вӗсем автомашинӑсен колоннине тата тӑшманӑн 5 танкне курнӑ. Взвод автомашинӑсен пысӑк пайне тата 3 танка пӗтерсе колоннӑна атакӑланӑ. Волков 2 танка хӑй тӗп тунӑ, гусеницӑсемпе темиҫе теҫетке автомашинӑна пӗтернӗ. Вӑл Пилица урлӑ Влощов хулинчен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле чи малтан каҫнӑ. Ун хыҫҫӑнхи ҫапӑҫусенчен пӗринче Волков нимӗҫсен 7 туппине лапчӑтнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Николай Николаевич гварди сержантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№7834) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

1947 ҫулхи ака уйӑхӗнче Волков лейтенант званийӗнче запаса тухнӑ. Одессӑра пурӑннӑ, 1977 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Одессӑна пытарнӑ.

Ӑна 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе (17.05.1945) тата медальсемпе чысланӑ.

Астӑвӑм

  • Паттӑр ятне Одессӑри стела ҫинче ҫапса кӑларнӑ.
  • Паттӑр ятне Киров облаҫӗнчи Опарино посёлокӗнчи урама панӑ.
  • Опаринори Волков урамӗнче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
  • Паттӑр ятне Кироври пултарулӑх керменӗн – Мемориал территорийӗнче «Кировчане — участники Великой Отечественной войны, Герои Советского Союза» асӑну хӑми ҫине ҫырса хунӑ.
  • Паттӑр ятне Киров хулин Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Мухтав аллейинче гранит стели ҫинче ҫапса кӑларнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Волков Николай Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Волков Николай Николаевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Волков Николай Николаевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
  • Герои Советского Союза — кировчане. — Киров, 1973. — Вып. 1. — C. 82-86.
  • Кировчане — Герои Советского Союза. — 2-е изд., доп. и перераб. — Киров, 1962. — C. 327—330.

Каçăсем