Волков Николай Фёдорович (артиллерист)

Волков Николай Фёдорович (1913 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ, Меленковский район[d]1944 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ, Яссы[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар капитанӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1][2]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мӗш Украина фрончӗн 52-мӗш ҫарӗн 31-мӗш уйрӑм танксене пӗтерекен артиллери бригадин 1853-мӗш танксене пӗтерекен артиллери полкӗн командирӗн ҫумӗ, капитан.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1913 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче Владимир кӗпӗрнинчи Меленково уесӗнчи Григорово ялӗнче (халӗ Владимир облаҫӗ, Меленково районӗ) вак лавккаҫӑ ҫемйинче ҫуралнӑ. 1930 ҫулта 8-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ. 1932—1938 ҫулсенче Горький индустри институтӗнче карап тӑвакан факультетӗнче вӗреннӗ. Кунта комсомола кӗнӗ.

Вӑрҫӑ умӗн Самарканд (Узбекистан) хулинче пурӑннӑ, заводра инженер-механик пулса ӗҫленӗ.

Ҫапӑҫакан ҫарта 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа. Тыткӑна лекнӗ, тарнӑ. Кайранхи ҫапӑҫусенче хӑйне хӑюллӑ та ҫирӗп командир пек кӑтартнӑ. Пӗрре кӑна мар кавалеристсемпе пӗрле разведкӑна ҫӳренӗ, пӗрре кӑна мар тӳррӗн тапӑнакан танксен хаяр атакисене сирсе янӑ. Пӗр ҫапӑҫура аманнӑ, анчах тыла эвакуациленме килӗшмен. Суранӗ пирченӗ кӑна — иккӗмӗш хут аманнӑ. Вӑхӑтлӑха фронтпа сывпуллашма тивнӗ.

Ҫар училищин преподавателӗ пулса ӗҫленӗ, унтан ӑна вӗренӳ артиллери полкӗн командирӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. 1943 ҫул вӗҫӗнче каллех фронтра.

1944 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче Румынири Яссы хулинче вӑл танксемпе пӗрле чи малтан хула урамӗсене ҫӗмӗрсе кӗнӗ те, унӑн центрне туртса илсе, стрелоксен подразделенийӗсем пыриччен позицисене тытса тӑнӑ. Ушкӑн тӑшманӑн 3 танкне, 3 автомашинине, 2 тракторне ҫапса аркатнӑ, 200 ытла салтака, офицера пӗтернӗ, генерала тыткӑна илнӗ. Алӑ вӗҫҫӗн тытӑҫнӑ чухне Волков йывӑр аманнӑ, 1944 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче вилнӗ.

Яссы хулинчи тӑванла вил тӑпринче пытарнӑ.

Астӑвӑм

  • Паттӑр ятне Чулхулари патшалӑх техника университечӗн ҫурчӗ ҫинчи мрамортан тунӑ мемориал плити ҫине ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ, унта ҫапла палӑртнӑ: «Кунта А. А. Жданов ячӗллӗ политехника институтӗнче 1932 ҫулта Совет Союзӗн Паттӑрӗ Волков Николай Фёдорович вӗреннӗ. Яссы хулишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче 1944-мӗш ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче пуҫ хунӑ»[3].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Волков Николай Фёдорович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Волков Николай Фёдорович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Волков Н. Ф. (1913—1944). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ.

Каçăсем