Воробьёв Иван Иванович
Воробьёв Иван Иванович (1908 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ, Кимрă районĕ — 1967 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ, Смоленск) — Совет Ҫарӗн подполковникӗ, Халхин-Гол ҫинчи ҫапӑҫусене, Совет-финн тата Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.05.1946)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 18-мĕш сывлăш çарĕн 2-мĕш гварди бомбӑлакан авиаци корпусĕн 2-мĕш гварди бомбӑлакан авиаци дивизийӗн 18-мĕш гварди бомбӑлакан авиаци полкӗн эскадрилья штурманӗ, гварди майорӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1908 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Матвеевка ялӗнче (халӗ — Тӗвер облаҫӗн Кимрӑ районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Шкулта пилӗк класс пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра атӑҫӑ пулса ӗҫленӗ. 1930 ҫулта ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ. 1932 ҫулта Оренбургри вӗҫевҫӗсемпе сӑнавҫӑсен авиаци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, Смоленск облаҫӗнче вӗҫевҫӗ-сӑнавҫӑ пулса ӗҫленӗ. Халхин-Гол ҫинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, «СБ» бомбардировщикпа 16 хутчен ҫапӑҫнӑ, ӑна Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланӑ. Ҫавӑн пекех совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ тӗле вӗренӳ пайӗн эскадрильин штурманӗ пулнӑ.
1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Хӑйӗн ҫар вӗҫевӗсенчен нумайӑшне ҫӗрлехи бомбардировкӑсене ҫӳренӗ. Данциг, Тильзит, Инстербург, Кёнигсберг, Галац, Бреслау, Будапешт, Варшава тӗлӗсене бомбӑлас ӗҫе хутшӑннӑ. Воробьёв бомбӑланин тухӑҫлӑхӗ пысӑккине командовани пӗрре мар палӑртнӑ. Курск пӗккинчи сывлӑшри ҫапӑҫусене тата Ленинград блокадине татнӑ, Севастополе ирӗке кӑларнӑ, Венгрири Балатон кӳлли патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Хӑйӗн юлашки вӗҫевӗсене Воробьёв 1945 ҫулхи ака уйӑхӗнче Берлин ҫине бомбӑласа тунӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче пурӗ Иван Воробьёв гварди майорӗ ИЛ-4 самолетпа тӑшман тылӗнчи ҫарпа промышленность объекчӗсене бомбӑлама 213 хут вӗҫнӗ, вӗсенчен 199-шӗ ҫӗрле.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1946 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Воробьёв Иван Иванович гварди майор Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№2869) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Воробьёв Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1956 ҫулта подполковник званийӗнче запаса тухнӑ. Смоленскра пурӑннӑ, парти тата общество ӗҫӗпе пурӑннӑ, 1967 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Смоленскра «Клинок» масарӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.05.1946, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 2869);
- виҫӗ Ленин орденӗ (15.05.1946);
- виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Долгов И. А. Золотые звёзды калининцев. — М.: Московский рабочий, 1984. — Кн. 2.