Воробьёв Константин Иванович
Воробьёв Константин Иванович (1920 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ, Санкт-Петербург — 2003 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ, Санкт-Петербург) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче СССР Тинӗс-ҫар флочӗн 1-мӗш рангри капитанӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (22.01.1944)[1][2][3][4]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Азов çар флотилийĕн «БКА-33» бронекатерăн командирĕ, аслă лейтенант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1920 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Петроградра хӗсмет ҫемьинче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. 1938 ҫулта ӑна Рабочи-хресченсен Хӗрлӗ Флотне хӗсмете илнӗ. 1941 ҫулта Каспи тинӗс ҫар аслӑ училищинче вӗренсе тухнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчех — унӑн фрончӗсенче. Ирана оккупациленӗ, Мускавшӑн, Старая Русса патӗнчи ҫапӑҫусене, Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ. Чи кайра пӗрремӗш хут «БКА-33» бронекатера вырнаҫтарнӑ, ӑна вӑл ертсе пынӑ.
1943-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Керчь-Эльтиген операцийӗ умӗн тӑшман ҫинчен паха сведенисем тупнӑ, ноябрьте вара, хӑй операци тунӑ чухнех, Керчь ҫурутравӗ ҫине икӗ штурм ушкӑнне антарса тӑватӑ талӑк хушшинче вӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтернӗ.
Указ дати-22 кӑрлач 1944.^ Керчь тинӗс пырне йӗркеленӗшӗн, десант ҫарӗсене антарнӑшӑн тата техникӑна Керчь ҫурутравӗ ҫине куҫарнӑшӑн. звания Героя Советского Союза с вручением ордена Ленина и медаль «Золотая Звезда» за номер 3225.
1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа Дунай ҫар флотилийӗн йышӗнче ҫапӑҫнӑ, унта малтан бронекатер, кайран бронекатерсен отрячӗн командирӗ пулнӑ. Румыние, Болгарие, Югославие, Венгрие, Чехословакие, Австрие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Вӑрҫӑн юлашки кунӗсенче йывӑр аманнӑ.
1946 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Дунай флотилинче хӗсметре тӑнӑ. 1949 ҫулта вӑл ТҪФ Аслӑ офицерсен ятарлӑ класӗсене, 1955 ҫулта — Тинӗс-ҫар академийӗн гидрографи факультетне пӗтернӗ. 1956 ҫултанпа Хура тинӗс флочӗн ҫапӑҫу хатӗрленӗвӗн управленийӗн аслӑ офицерӗ пулнӑ. 1957—-1976 ҫулсенче вӑл Тинӗс-ҫар академинче хӗсметре тӑнӑ, аслӑ ӑслӑлӑх сотрудникӗнчен пуҫласа ятарлӑ факультет пуҫлӑхӗн ҫумӗ таран ҫул тытнӑ. 1976 ҫулта 1-мӗш рангри капитан званийӗнче запасра ӗҫрен кӑларнӑ.
Ленинградра пурӑннӑ. 2003 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Ленинград облаҫӗнчи Всеволожск районӗнче Ковалев ҫӑвинче пытарнӑ.
Ҫавӑн пекех икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫин орденӗпе, икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, «За службу Родине в Вооружённых Силах СССРи» орденпа, медальсемпе, ҫаплах Болгари, Венгри, Румыни, Югослави, Чехословаки наградисемпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Воробьёв Константин Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Воробьёв Константин Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Воробьёв Константин Иванович. Награда хучĕ. Страницы: 1. 2.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза офицерскому, старшинскому и рядовому составу Военно-Морского флота» от 22 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 3 февраля (№ 6 (266)). — С. 1
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Во славу Родины (1941—1945). — М., 1961.
- Герои Советского Союза Военно-Морского Флота. 1937—1945. — М.: Воениздат, 1977.
- Книга о героях. — М., 1958. — Вып. 1.