Воронин Андрей Фёдорович (Совет Союзĕн Паттăрĕ)
Воронин Андрей Фёдорович (1900 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ, Саркандский район[d] — 1979 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ, Алматы) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче гварди сержанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.01.1944)[1][2][3][4]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Вăта фронтăн 61-мĕш çарĕн 7-мĕш гварди кавалери корпусĕн 16-мĕш гварди Чернигов кавалери дивизийӗн 60-мĕш гварди кавалери полкĕн отделени командирĕ, гварди сержанчĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1900 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Казахстанри Алматин облаҫӗн Сарканд районӗнчи Антоновка ялӗнче ҫуралнӑ.
Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, колхозра ӗҫленӗ.
1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Воронина Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Совет Союзӗн Паттӑрӗн чысне илнӗ вӑхӑтра Вӑта фронтӑн 61-мӗш ҫарӗн 7-мӗш гварди кавалери корпусӗн 16-мӗш гварди кавалери дивизин 60-мӗш гварди кавалери полкӗн отделени командирӗ, гварди сержанчӗ. Днепршӑн ҫапӑҫнӑ чухне палӑрнӑ.
1943-мӗш ҫулхи сентябрӗн 27-мӗшӗнче Воронин, тӑшманӑн вӑйлӑ вут-ҫулӑмне пӑхмасӑр, Днепр урлӑ чи малтан каҫнӑ, эскадрон каҫҫине пулемёт вучӗпе хупласа тӑнӑ. Сентябрӗн 30-мӗшӗнче вӑл чи малтан Белорусси ССРӗнчи Гомель облаҫӗнчи Брагински районӗнчи Галки ялне ҫӗмӗрсе кӗнӗ те тӑшманӑн темиҫе салтакне тӗп тунӑ, ҫакӑ полк подразделенийӗсене малалла кайма пулӑшнӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен демобилизациленӗ. Алма-Атара ӗҫлесе пурӑннӑ.
1979 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче вилнӗ, Алмата Тӗп ҫӑвинче пытарнӑ.
Хисепӗсем
Указ дати-15 кӑрлач 1944.^ Воронин Андрей Иванович. Кама Совет Союзӗн Геройӗ ятне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале 3006 номер хыҫҫӑн панӑ.
Ҫавӑн пекех ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе тата медальсемпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Воронин Андрей Фёдорович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Воронин Андрей Фёдорович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Воронин Андрей Фёдорович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 15 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 23 января (№ 4 (264)). — С. 1.