Воротник Степан Григорьевич

Воротник Степан Григорьевич (1908 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ, Нехвороща[d], Новосанжарский район[d]1991 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ, Чернигов) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (02.08.1944)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 4-мĕш Украина фрончӗн 8-мĕш сывлăш çарĕн 206-мĕш штурмлакан авиаци дивизийӗн 503-мĕш штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирĕ, капитан.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Степан Воротник 1908 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Нехвороща ялӗнче (халӗ — Украинӑн Полтава облаҫӗн Новосанжар районӗ) ҫӗр ӗҫченӗн ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл вӑтам шкулӑн ултӑ класне, кайран механизаторсен курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Тракторист, унтан трактор бригадин бригадирӗ пулса ӗҫленӗ.

1930 ҫулта Воротника Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ.

1934 ҫулта вӑл Харьковри вӑрҫӑ-авиаци летчикӗсен тата летнабсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ, хыҫҫӑн Киев вӑрҫӑ округӗн тӗрлӗ авиаци чаҫӗсенче летчик пулса хӗсмет тунӑ.

1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче.

Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусене, Украинӑпа Крыма ирӗке кӑларнине хутшӑннӑ. 1943 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна персе ӳкернӗ, анчах вӑл хӑйӗннисем патне ҫитейнине пӗлтернӗ. 1944 ҫулхи ҫулла тӗлне капитан Степан Воротник 4-мӗш Украин фрончӗн 8-мӗш сывлӑш ҫарӗн 206-мӗш штурмлакан авиадивизин 503-мӗш штурмлакан авиаполкӗн эскадрильине ертсе пынӑ. Ҫав вӑхӑта вӑл 128 ҫитӗнӳллӗ вӑрҫӑ вӗҫевӗ тунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи Указӗпе «тӑшманӑн пурӑнакан вӑйне тата техникине пӗтерес командованин вӑрҫӑ задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне кӑтартнӑ хастарлӑхпа героизмшӑн» капитан Степан Воротник Совет Союзӗн Геройӗн ҫӳллӗ ятне тивӗҫнӗ, ӑна Ленин орденӗпе тата 3987 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль панӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен Воротник Совет Ҫарӗнче хӗсмете тӑма пуҫланӑ. 1953 ҫулта вӑл Краснодарти штурмансен аслӑ офицер шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1954 ҫулта майор званинче Воротника запаса кӑларнӑ. Черниговра пурӑннӑ.

1991 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вилнӗ, Черниговри Яцев ҫӑвинче пытарнӑ.

Унсӑр пуҫне тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 1-мӗш степеньлӗ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗпе тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, ҫаплах нумай медальпе чысланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Воротник Степан Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Воротник Степан Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Воротник Степан Григорьевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 4. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 5. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Каçăсем