Вострухин Пётр Михайлович
Вострухин Пётр Михайлович (1921 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ, Мускав — 1943 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ, Залегощенский район[d], Орёл облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (01.05.1943)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Калинин фрончĕн 3-мĕш сывлăш çарĕн 274-мĕш пĕтерекен авиаци дивизийӗн 271-мĕш пĕтерекен авиаци полкӗн аслă пилочĕ, кĕçĕн лейтенант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1921 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗнче Мускав кӗпӗрнинчи Выхино ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. ФЗУ шкулне пӗтерсен Мускаври «Серп и молот» заводӗнче токарь пулса ӗҫленӗ.
Электроаппаратчик специальноҫне илнӗ хыҫҫӑн, 1937 ҫултан пуҫласа заводӑн электрика цехӗнче ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах аэроклубра вӗреннӗ.
1940 ҫулта П. М. Вострухина Ухтом РВК Мускав облаҫӗпе Хӗрлӗ Ҫарӑн сывлӑш-вӑйӗсене спецнаборпа чӗнсе илнӗ.
Ҫав ҫултах Борисоглебскри ҫар авиаци шкулне вӗҫевҫӗсен шкулне пӗтернӗ тата Новосибирск хулине вӗҫевҫӗ-инструктор пулма ӗҫлеме янӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче — 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа. Кӗҫӗн лейтенант Вострухин фронтра ҫур ҫул тӑршшӗпе 83 ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ, 28 сывлӑш ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, хӑй тӗллӗн 12 самолёта тата ушкӑнпа 3 самолёта тӑшмана персе ӳкернӗ.
Совет Союзӗн Паттӑрӗн хисепне Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Петр Михайлович Вострухина 1943 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче панӑ.
1943 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗнче Орлов облаҫӗнчи Моховое районӗнче звено командирӗ лейтенант П. М. Вострухин самолёта персе ӳкернӗ, нейтраллӑ территорие вырӑнлана ларнӑ та совет ҫарӗсен вырӑнне тухма тӑрӑшнӑ чухне вилнӗ. Орлов облаҫӗнче пытарнӑ.
Ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑхӑтра П. М. Вострухин Як-7Б истребительпе 107 ҫапӑҫу вӗҫевӗ тунӑ, 39 сывлӑш ҫапӑҫӑвӗнче хӑй тӗллӗн 16 тата ушкӑнпа 3 самолёта тӑшмана персе ӳкернӗ.
Хисепӗсем
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 928 (01.05.1943);
- Ленин орденӗ (01.05.1943);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (06.02.1943, 19.07.1943);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗ (23.02.1943);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (19.03.1943).
Асӑну
- Мускавра Вострухин ячӗпе урам ят панӑ, унта Геройӑн бюстне лартнӑ.
- Унӑн ячӗпе Мускаври № 54 Ҫыхӑну колледжӗ хисепленет. Мускав патшалӑх каҫхи металлурги институчӗн ҫуртӗнче унӑн чысне мемориал хӑми ҫакнӑ.
- Орлов облаҫӗнчи Моховое ялӗнче Геройӑн пытарнӑ вырӑнӗнче бюст лартнӑ.
- П. М. Вострухин ятне ялти урамсенчен пӗрне панӑ.
- П. М. Вострухин ячӗпе Мускав облаҫӗн Раменски районӗнчи Денежниково ялӗ патӗнчи ачасен сывлӑх комплексӗ хисепленет.
Ӑнлантарусем
- ^ Вострухин Пётр Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Вострухин Пётр Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Вострухин Пётр Михайлович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 4. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.