Вуникӗ уйӑх (балет)
Вуникӗ уйӑх | |
---|---|
Композитор | Б. Л. Битов, либретто авторӗ А. Г. Хандамирова |
Сюжет ҫӑлкуҫӗ | чех халӑх юмахӗ тӑрӑх ҫырнӑ |
Хореограф | Б. А. Фенстер |
Курӑнусен шучӗ | 4 актлӑ (8 курӑнуллӑ) |
Хайланӑ ҫул | 1954 |
Пӗрремӗш хут лартнӑ | 1954, ҫу, 16 |
Пӗрремӗш хут лартнӑ вырӑн | Ленинградри Кӗҫӗн театр |
«Вуникӗ уйӑх» — чех халӑх юмахӗ тӑрӑх ҫырнӑ Б. Л. Битовӑн 4 актлӑ (8 курӑнуллӑ) балечӗ тата С. Я. Маршакӑн ҫавӑн ятлӑ пьеса-юмахӗ[1]. Балета пӗрремӗш хут 1954 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнче Ленинградри Кӗҫӗн театрӑн сцени ҫинче лартнӑ. Либретто авторӗ — А. Г. Хандамирова; балетмейстер — Б. А. Фенстер, художник — Т. Г. Бруни, дирижёр — Е. М. Корнблит. Пӗрремӗш постановкӑра Добрунка партине В. М. Станкевич, Иржика — B. C. Зимин, Рената королевана — Г. И. Исаева, Амаҫурине — Н. Н. Латонина, Злобогана — М. Б. Даровская, Канцлера — Н. Н. Филипповский, Патша хуралӗн пуҫлӑхне Н. С. Соколов ташланӑ[2]. Балета ҫӗршыври ытти хуласенче те —Вильнюсра (1958 ҫул, Б. Ю. Келбаускас балетмейстер) тата Хусанта (1962 ҫул, С. М. Тулубьева балетмейстер) — лартнӑ[1].
«Вуникӗ уйӑх» — Б. Л. Битов композиторӑн пӗрремӗш балечӗ. СССР Композиторсен союзӗнче малтанхи хут итленӗ хыҫҫӑн унӑн редакцилеме тивнӗ. Хайлавпа ӗҫлеме композитора балет лартакан Б. А. Фенстер канашсемпе пулӑшнӑ. Хайлавра чех халӑх юмахӗпе усӑ курнӑран, унпа ӗҫленӗ чухне композиторӑн чех халӑх юрри-кӗввине лайӑх вӗренме тивнӗ. Прагӑри Наци театрӗн балет ансамблӗн пайташӗ Властимил Илек ҫапла ҫырнӑ: «Вуникӗ уйӑх» балет партитурине унӑн пӗтӗмӗшле колоричӗ, ритмӗ тата кӗвӗ интонациййӗн ҫутӑлӑхӗ тӑрӑх чех балечӗ теме пулать». Кӗвве чех ташшисене йышлӑ кӗртнӗ[2].
Вылякансем
- Добрунка, тӑлӑх-турат
- Амаҫури
- Злобога, Амаҫури хӗрӗ
- Рената королева
- Канцлер
- Иржик, салтак
- Гувернантка
- Министр
- Магистр
- Пӗртӑван уйӑхсем
- Вӗрентекен
- Патша хуралӗн пуҫлӑхӗ
- Ҫӗвӗҫӗ
- Бронза рыцарьсем
- Мулкачсем
- Пакша
- Асамҫӑ
- Герольд
- Ҫамрӑксем
Либретто
Король керменӗ. Тарҫӑсем урай ҫӑваҫҫӗ, тусан шӑлаҫҫӗ. Министр, Канцлер, патша таврашӗнчи майрасем, Вӗрентекен, Гувернантка кӗреҫҫӗ. Унтан Рената королева чупса кӗрет, унӑн урок пулмалла. Вӑл юнтарать те ашкӑнать. Королевӑна Ҫӗнӗ ҫул балӗ валли ҫӗнӗ кӗпе кӑтартаҫҫӗ, ӑна алӑпа ӑсталанӑ ҫеҫпӗлсемпе илемлетнӗ. Чӗрӗ мар чечексем королевӑна ҫырлахтармаҫҫӗ, вӑл вӗсене татса пӑрахать те чӗрӗ ҫеҫпӗлсем тупса килме хушать. Королева хушу кӑларать, Ҫӗнӗ ҫул тӗлне ун валли пӗр карҫинкка ҫеҫпӗл илсе килекен пӗр карҫинкка ылтӑн илӗ[3].
Хула лапамӗ. Пурте хавасланса чӑрӑш тавра ташлаҫҫӗ. Королева чӑрӑш касма вӑрмана ӑсатнӑ Иржик салтак пӗр ҫыхӑ ҫапӑ йӑтнӑ тӑлӑх Добрункӑна асӑрхать. Иржик Добрункӑна чӑрӑш тетти парнелет те ташша чӗнет, анчах хӗр килне усал амаҫури амӑшӗ патне васкать. Герольд королева хушӑвне чаплӑн вуласа парать. Халӑх хушуран кулать[3].
Добрунка киле таврӑнать. Амаҫурипе унӑн хӗрӗ Злобога кӑмака умӗнче ҫӗнӗ кӗпесем тӑхӑна-тӑхӑна пӑхаҫҫӗ. Добрунка вучах патне ӑшӑнма пырасшӑн, анчах вӗсем ӑна тӗртсе яраҫҫӗ. Герольд труби янӑрать. Амаҫури амӑшӗ урама тухать, унтан Герольдпа тата ҫамрӑксен ушканӗпе таврӑнать. Хушупа паллашсан вӑл Добрункӑна вӑрмана ҫеҫпӗлсем татма ярать[3].
Хӗллехи вӑрман. Добрунка хӑранипе чӑрӑш ҫине хӑпарса ларать. Иржик килет те йывӑҫ касма тытӑнать. Добрунка ӳкет. Иржик ӑна лӑплантарать, унпа юрла вылять, вара вӗсем сывпуллашаҫҫӗ. Ҫил-тӑман пуҫланать. Добрунка уҫланка тухать, унта кӑвайт умӗнче ларакан вуникӗ пӗртӑван уйӑха курать. Вӗсем ӑна кӑмӑллӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Добрунка вӗсене усал амаҫури амӑшӗ ӑна вӑрмана ҫеҫпӗл татма яни ҫинчен каласа парать. Пӗртӑван уйӑхсем ӑна пулӑшма шутлаҫҫӗ. Кӑрлач вӑхӑтлӑха Акана асамлӑ туя тыттарать. Ака ӑна суллать те ҫуркунне пуҫланать, юр айӗнчен ҫеҫпӗлсем тухаҫҫӗ. Ака Добрункана ҫӗрӗ парнелет. Добрунка чечексене карҫинккана пуҫтарса пӗртӑвансене тав тӑвать те тухса каять. Кӑрлач туяна каялла илет. Каллех хӗл пуҫланать[3].
Амаҫури амӑшӗн килӗнче Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илеҫҫӗ. Добрунка килет те хӑнасене чечек парнелет. Амаҫурипе Злобога чечексене туртса илеҫҫӗ те, кӳреннӗ хӑнасем тухса каяҫҫӗ. Вӗсем Добрункӑран чечекӗсене, асамлӑ ҫӗррине туртса илсе кермене каяҫҫӗ[3].
Патша керменӗн пысӑк чӑрӑшлӑ залӗ. Хӑйсемех ташлакан теттесем ташлаҫҫӗ. Бронза рыцарьсем пьедесталсем ҫинчен анаҫҫӗ те ташлаҫҫӗ. Амаҫурипе Злобога ҫеҫпӗлсемпе килсе кӗреҫҫӗ, пухӑннисем пурте савӑнаҫҫӗ. Амаҫурипе Злобога пама пулнӑ ылтӑна ыйтаҫҫӗ, анчах Иржик ку карҫинккана Добрунка аллинчи курни, апла пулсан чечексене вӑл пуҫтарни ҫинчен каласа кӑтартать. Королева пурне те вӑрмана ҫеҫпӗлсем татма кайма хушать, Амаҫурипе Злобогӑн вара ҫул кӑтартмалла[3].
Пуринпе пӗрле Добрунка та вӑрмана килет. Добрунка ыйтнипе королева ӑна асамлӑ ҫӗррине каялла тавӑрса пама хушать. Добрунка ҫӗррине пӑрахать те ҫуркунне пуҫланать. Ҫеҫпӗлсем чечеке лараҫҫӗ, анчах килнисем сӗртӗнсен вӗсем юр пулса тӑраҫҫӗ. Кӑрлач килет, сивӗтсе пӑрахать те ҫил-тӑман пуҫланать. Кӑрлач Амаҫурипе Злобогана йытӑ тирӗсем парать, вӗсем тытӑҫаҫҫӗ те йытӑсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫав йытӑсене ҫунана кӳлеҫҫӗ те, королева вӑрмантан тухса каять. Патша ҫыннисем те тухса каяҫҫӗ. Пӗртӑван уйӑхсем килеҫҫӗ те Добрункапа сывпуллашаҫҫӗ. Иржик ӑна ташлама чӗнет. Пурте хаваслӑн ташлаҫҫӗ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Двенадцать месяцев // Балет: энциклопедия. / Гл. ред. Ю. Н. Григорович. — М.: Советская энциклопедия, 1981.
- ^ 1, 2 Ленинградский государственный ордена Ленина академический Малый оперный театр. Гос. музыкальное изд-во, 1961. — С. 102
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Л. Энтeлиc Битов. Балет «Двенадцать месяцев» , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи копийӗ // Belcanto.ru
Вуламалли
- Вечеслова Т. Поэзия народной сказки // «Сов. культура», 19 июня 1954.
- Томпакова О. Б. Битов. Двенадцать месяцев, Л., 1958.
- Энтелис Л. А. 100 балетных либретто / Редакторы: И. В. Голубовский, А. Б. Этина, корректор В. Г. Кравченко. — 2-е издание. — Музыка, 1971. — С. 65—67. — 306 с. — 75 000 экз.