Вьюшков Алексей Михайлович

Вьюшков Алексей Михайлович (1911 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ, Самар облаçĕ1945 ҫулхи акан 20-мӗшӗ, Польша) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.06.1945)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 4-мĕш Украина фрончĕн 60-мĕш çарĕн 167-мĕш стрелоксен дивизийӗн 615-мĕш стрелоксен полкӗн пулемёт ротин командирĕ, аслă лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1911 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗнче (урӑх хыпарсемпе — чӳкӗн 3-мӗшӗнче (16-мӗшӗнче)) ҫуралнӑ. Ҫуралнӑ вырӑн: Раҫҫей империйӗн Самар кӗпӗрнин Николаев уесӗнчи Андросовка ялӗ (халӗ Самар облаҫӗн Красноармейски районӗ). Вырӑс. 6 класс вӗреннӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1933—1936 ҫулсенче тата 1939 ҫултанпа пулнӑ. Вӑрҫӑра 1942 ҫултанпа.

1942 ҫултанпа ВКП(б)/КПСС пайташӗ.

1943 ҫулта кӗҫӗн лейтенантсен курсӗсене пӗтернӗ. 615-мӗш стрелоксен полкӗн пулемёт ротине аслӑ лейтенант Алексей Вьюшков ертсе пынӑ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗнче Морав-Острав операцийӗ вӑхӑтӗнче ку рота стрелоксен подразделенисене хӳтӗленӗ, нумай пурӑнан вырӑна ярса илме пулӑшнӑ.

Акан 19-мӗшӗнче Ользау чукун ҫул станцийӗ патӗнче (халӗ Ольза, Гожице гмина, Водзислав повячӗ, Польша) тӑшман ҫулӑмӗ айӗнче сирпӗтнӗ кӗпер ванчӑкӗсем тӑрӑх пӗрремӗш пулса Одер юханшыв урлӑ каҫнӑ та плацдарм ярса илнӗ. Плацдармшӑн ҫапӑҫура тӑшманӑн 4 контратакине сирсе янӑ.

1945 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче А. М. Вьюшков ҫапӑҫура пуҫ хунӑ.

Малтан ӑна Польша Республикин Силез воеводствине кӗрекен Осины ялӗнче пытарнӑ. Каярахпа Водзислав-Слёнскири совет тата чех салтакӗсен масарне куҫарса пытарнӑ.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Геройӗ ятне 1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче вилнӗ хыҫҫӑн панӑ.
  • Ленин орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе тата «Хӑюлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Астӑвӑм

  • Герой ячӗпе унӑн ҫуралнӑ ялӗнче урампа шкула ят панӑ.
  • 1985 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Андросовка вӑтам шкулӗн территорийӗнче А. М. Вьюшкова палӑк уҫнӑ.
  • Шкулти ҫар тата ӗҫ музейӗнче Паттӑр ҫинчен нумай материал пухнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Вьюшков Алексей Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
  2. ^ Вьюшков Алексей Михайлович.
  3. ^ Вьюшков Алексей Михайлович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.

Каçăсем