Вяткин Александр Ильич
Вяткин Александр Ильич (1921 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ, Ревда[d], Екатеринбург кӗпӗрни[d] — 1990 ҫулхи акан 21-мӗшӗ, Ревда[d], Свердловск облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар артиллерисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 3-мĕш Беларуç фрончĕн 5-мĕш çарĕн 371-мĕш стрелоксен дивизийӗн 242-мĕш уйрăм танксене пĕтерекен артиллери дивизионĕн тупӑ командирĕ, сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1921 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче Ревда посёлокӗнче (халӗ — Свердловск облаҫӗ) рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулӑн ҫичӗ класне, кайран фабрика-завод вӗренӳ шкулне пӗтернӗ. Ревдӑри Вӑтам-Урал пӑхӑр ирӗлтерекен заводӑн механика цехӗнче слесарь пулса ӗҫленӗ.
1940 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Вяткина Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. Малтан СССРӑн хӗвеланӑҫ чиккинче бронетанк ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗрремӗш кунӗнченех унӑн фрончӗсенче пулнӑ. Малтан танкист пулнӑ, кайран артиллерие куҫнӑ. Беларуҫ тата Литва ССРӗсене ирӗке кӑларма хутшӑннӑ.
1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен сержант Александр Вяткин 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш ҫарӗн 371-мӗш стрелоксен дивизийӗн 242-мӗш уйрӑм истребитель-противотанк артиллери дивизионӗн туппине ертсе пынӑ.
1944 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче Вяткин хӑйӗн расчёчӗпе пӗрремӗшсенчен пӗрисем пулса Каунасран кӑнтӑралла Неман урлӑ каҫнӑ. Ултӑ кун хушши вӑл нумай тӑшман контратакисене сирсе янӑ, 2 танка, 3 бронемашинана, ҫавӑн пекех тӑшманӑн салтакӗсемпе офицерӗсене тӗп тунӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи указӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳре кӑтартнӑ хастарлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Александр Вяткин сержанта Ленин орденӗпе тата 4729 номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ парса Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.
Вӑрҫӑра Вяткин виҫӗ хут аманнӑ. Ҫӗнтерӗве вӑл Кёнигсбергра кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн аслӑ лейтенант званийӗпе запаса тухнӑ.
Ревдӑна таврӑннӑ, унта Ревда метиз-металлурги завочӗн управленин пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
1990 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче вилнӗ, Ревдӑн хула масарӗнчи Мухтав аллейинче пытарнӑ.
Ҫавӑн пекех Хӗрлӗ Ялав, 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗсемпе, темиҫе медальпе чысланӑ.
Астӑвӑм
- Паттӑр пурӑннӑ Энгельс урамӗнчи 43-мӗш ҫурт ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- 6-мӗш шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- Паттӑрӑн ятне Ревдӑри Интернационалистсен аллейинче «Мухтав» асӑну чулӗ ҫинче ҫырса хунӑ.
- Ревдӑра Вяткин ячӗллӗ урам пур.