Германи халӑхӗн пӗрлӗх кунӗ
Германи халӑхӗн пӗрлӗх кунӗ[1], (ним. Tag der Deutschen Einheit) — хальхи Германи Федеративлӑ Республикин наци уявӗ, юпан 3-мӗшӗнче, Анӑҫ Берлинпа ГДР ФРГ йышне кӗнӗ кунхине, паллӑ тӑваҫҫӗ.
Германи халӑхӗн пӗрлӗх кунӗ Германин Федеративлӑ Республикинче канмалли кун тата пӗртен-пӗр патшалӑх уявӗ шутланать.
Уяв кун-ҫулӗ
Федеративлӑ Германи Республикинче «Германи халӑхӗн пӗрлӗх кунне» (ним. Tag der deutschen Einheit, пӗчӗк d сасапаллипе) 1953 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче ГДР-та пулса иртнӗ ӗҫсене асӑнса 1954 ҫулта ирттерме пуҫланӑ, ӑна 1954 ҫултан пуҫласа 1990 ҫулччен ҫӗртмен 17-мӗшӗнче уявланӑ.
1990 ҫулта Анӑҫ тата Тухӑҫ Германисене пӗрлештернӗ хыҫҫӑн пӗрлешӗннӗ ҫӗршывӑн наци уявне малтан чӳкӗн 9-мӗшне — Берлин хӳмине аркатнӑ куна — куҫарма шутланӑ пулнӑ. Анчах та ҫак кун Германи кун-ҫулӗнчи йывӑр тапхӑрсемпе ҫыхӑннӑран (1923 ҫулта сӑра путчӗ тата 1938 ҫулта чӳк уйӑхӗнчи аркатусем пулса иртнӗ) ҫӗнӗ патшалӑх уявӗ валли тепӗр куна — 1990 ҫулхи юпан 3-мӗшне, икӗ нимӗҫ патшалӑхӗ татӑклӑ пӗрлешнӗ куна — суйласа илнӗ. Юпан 3-мӗшне 1990 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗнче йышӑннӑ Германие пӗрлештересси ҫинчен калакан килӗшӗвӗн 2-мӗш статйинче «Германи халӑхӗн пӗрлӗх кунӗн» (ним. Tag der Deutschen Einheit, хальхинче пысӑк D саспаллипе) ҫӗнӗ дата пек ҫирӗплетнӗ.
Паянхи кунта юпан 3-мӗшӗ федераци шайӗнче палӑртакан Германин пӗртен-пӗр патшалӑх уявӗ шутланать. Ытти уявсене пурне те Германи ҫӗрӗсем (патшалӑхӗсем) йӗркелеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Немецкий вопрос 1945–90 // Восьмеричный путь — Германцы. — М. : Большая российская энциклопедия, 2006. — С. 755—756. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 6). — ISBN 5-85270-335-4.
Каҫӑсем
- Германи халӑхӗн пӗрлӗх кунӗ germany-info.org ҫинче (ним.)