Григорьев Андрей Николаевич

Григорьев Андрей Николаевич (ҫур. 1989 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ, Киров[d], Якутская Автономная Советская Социалистическая Республика[d]) — Раҫҫей ҫар ҫынни, ефрейтор, Украинӑри ҫар ӗҫӗсене хутшӑнакан, чӗнӳ ячӗ «Тута». Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2025)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Саха Республикинчи Нюрба улусӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ[2]. Тӑван Нюрба районӗнче ял хуҫалӑх кооперативӗн тракторисчӗ пулса ӗҫленӗ[3].

Украинӑри ҫар ӗҫӗсене хутшӑннӑ. Унӑн чӗнӳ ячӗ — «Тута». РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен «Тухӑҫ» ҫар ушкӑнӗн 39-мӗш гварди мотострелоксен бригадинче хӗсметре тӑрать[4][5].

2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Раҫҫей ҫар ҫыннисене чысласа ирттернӗ уяв вӑхӑтӗнче Владимир Путин президент Андрей Григорьева Раҫҫей Паттарӗн «Ылтӑн ҫӑлтӑрӗпе»(выр.)чăв. чысланӑ[6].

Якутире район влаҫӗсем Андрея хваттер тата ҫӗр лаптӑкӗ парнеленӗ, фермерсем вара ферма йӗркелеме пулӑшнӑ май ӑна 20 вӑкӑр-ӗне тата якут йӑхӗнчи лаша парнеленӗ[3].

Нюрба улусӗнче (Якутире) пурӑнать. 2025 ҫулта Арктика патшалӑх агротехника университетне (Якутск) «Агроинженери» факультетне вӗренме кӗнӗ[7].

Ҫемье

Авланнӑ, пилӗк ача ӳстерет[8].

Паттӑрлӑх

2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ВСУ ДХРти Трудовое ялне каялла илме хӑтланнӑ вӑхӑтра Андрей Григорьев Украина ҫар ҫыннипе алӑ вӗҫҫӗн ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Тӑшманӑн шлемӗ ҫинчи камери ҫак тытӑҫӑва ӳкерсе илнӗ. 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче видео социаллӑ тетелсене лекнӗ. Вара пулса иртни паллӑ ҫиеле тухнӑ. Андрей Григорьев каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, юлташӗпе ӑна Трудовое ялӗнче Раҫҫей ялавне вырнаҫтарма хушнӑ, анчах ҫак хушӑва пурнӑҫланӑ вӑхӑтра Григорьевӑн юлташне Украина пулемётчикӗ персе вӗлернӗ. Кайран Украина ҫар ҫынни Григорьева тыткӑна парӑнма ӳкӗте кӗртме хӑтланнӑ, анчах лешӗ унпа тытӑҫӑва кӗнӗ[9], но тот вступил с ним в схватку[10]. Григорьев якут ҫӗҫҫипе хӗҫпӑшалланнӑ пулнӑ, унпа усӑ курса тӑшмана ҫӗнтернӗ те. Украина салтакӗ ӑна тӗнчери чи лайӑх ҫар ҫынни тенӗ, вара «пурнӑҫран лӑпкӑн уйрӑлма» пама, ӑна пӑрахса хӑварма ыйтнӑ. Григорьев вӑл ыйтнине пурнӑҫланӑ. Тытӑҫу хыҫҫӑн Григорьевӑн тӑшман тылӗнче тата ултӑ кун хушши пӗччен пурӑнма тивнӗ[11]. Раҫҫей ҫар ҫынни 14 мина-снаряд ванчӑкӗпе тата ҫӗҫӗпе икӗ тӗлтен аманнӑ, контузи илнӗ. Госпитальте сипленнӗ.

2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Андрей Григорьева «ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Раҫҫей Паттӑрӗн ятне панӑ[12].

Ҫав кунах Андрей Григорьевпа Саха Республикин Пуҫлӑхӗ Айсен Николаев тӗл пулнӑ. Вӑл салтак хӑйне паттӑр вырӑнне хуман сӑпайлӑ ҫамрӑк ҫын пулнине палӑртнӑ. Унӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен видео пулман пулсан, тен, никам та пӗлейместчӗ те. Тӗлпулу вӗҫӗнче Айсен Николаев Андрей Григорьева ҫӗнӗ якут ҫӗҫҫи тыттарнӑ[13].

Андрей Григорьев Украинӑри ҫар ҫыннипе тытӑҫнӑ видеона Америка миллиардерӗ Илон Маск комментари панӑ. X тетелри хӑйӗн страницинче вӑл ҫапла ҫырнӑ:

Сых ятне манӑн ҫывӑрмалли пӳлӗм стенинче Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнчи траншея ҫӗҫҫине вырнаҫтарса хунӑ. 1917 ҫулта туса кӑларнӑскер. Ҫывӑхри ҫапӑҫура пистолетран самай усӑллӑрах[14].

Андрей Григорьев ҫӗнтернӗ ВСУ ҫар ҫынни кам пулнине палӑртнӑ. Вӑл — Одесса облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗ 30 ҫулти, ВСУ 71-мӗш бригадин боецӗ Дмитрий Масловский, чӗнӳ ячӗ — Кобра[15]. 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Владимир Зеленский ӑна Украина паттӑрӗ ят парса чысланӑ[16].

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2025)[17].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Указ о присвоении звания Героя Российской Федерации ефрейтору Андрею Григорьеву. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  2. ^ Татьяна Цвенгер. Глава Якутска подарил Андрею Григорьеву снегоболотоход (выр.). yakutia.kp.ru - (11 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Игорь Рябов. В Якутии герой, победивший в рукопашной схватке бойца ВСУ, получил квартиру (выр.). gazeta.ru. Газета.Ru (11 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ.
  4. ^ Козлов, Иван. Грыз зубами, бил ножом. Перед смертью солдат ВСУ восхитился якутским бойцом. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  5. ^ Маск прокомментировал рукопашную схватку штурмовика из Якутии с военным ВСУ - Российская газета (2025-01-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  6. ^ Путин наградил ефрейтора, победившего украинского солдата в рукопашной. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ.
  7. ^ Григорьев Андрей Николаевич (выр.). Герои страны. Международный патриотический интернет-проект. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
  8. ^ Российские ученые увеличили срок службы никелида титана с помощью наноструктурирования | Газета Балаково(паллӑ мар). gazetabalakovo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  9. ^ Путин присвоил звание Героя России ефрейтору Григорьеву (2025-01-11). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  10. ^ Илон Маск прокомментировал схватку якутского военного с боевиком ВСУ (2025-01-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  11. ^ Путин присвоил звание Героя РФ бойцу Григорьеву, победившему в рукопашной - Российская газета (2025-01-11). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  12. ^ Путин присвоил звание Героя РФ ефрейтору из Якутии Андрею Григорьеву. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  13. ^ Глава Якутии встретился с героем Андреем Григорьевым, прославившимся на поле боя. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  14. ^ Маск неожиданно высказался о схватке штурмовика из Якутии с военным ВСУ (2025-01-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  15. ^ Козлов, Иван. Стонал напрасно. Боец ВСУ, погибший в схватке с якутом, не дождался помощи. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  16. ^ Зеленский присвоил героя Украины проигравшему в рукопашном бою бойцу ВСУ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
  17. ^ Указ о присвоении звания Героя Российской Федерации ефрейтору Андрею Григорьеву. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.