Григорьев Владимир Георгиевич

Григорьев Владимир Георгиевич (ҫур. 1967 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ, Канаш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫейри балет солисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1995)[1], Люксембургри Пӗтӗм тӗнчери балет артисчӗсен конкурсӗн лауреачӗ (1995).

Кун-ҫулӗ

1967 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Канашра (Чӑваш АССР) ҫуралнӑ.

А. Я. Ваганова ячӗллӗ Ленинградри хореографи училищинче (В. Семёнов класӗ) пӗлӳ илнӗ[2].

1987 ҫултанпа Ҫӗнҫӗпӗрти оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет. 1987—1990 ҫулсенче, ҫавӑн пекех 1992–2009 ҫулсенче театрта ертсе пыракан балет солисчӗ шутланнӑ. 2009 ҫултанпа балет педагог-репетиторӗ пулса ӗҫлет[2].

1994 ҫулта Лондонри «Dance Sdahers» кӑларӑм Владимир Григорьева тӗнчери чи лайӑх вунӑ ҫамрӑк ташӑҫӑ йышне кӗртнӗ.

2014 ҫулта Раҫҫей театр ӳнерӗн институчӗн (ГИТИС) балетмейстер факультетӗнче «балет педагогики» специальноҫпа пӗлӳ илнӗ. Балет педагогӗн ӑсталӑхне Ярослав Сех(выр.)чăв. профессор ертсе пынипе вӗреннӗ[3].

2018 ҫулта ӑна балетмейстер пек Раҫҫейӗн Пысӑк театрне чӗннӗ, унта «Коппелия» балета ҫӗнӗрен кӑтартма (Мариус Петип лартнине реконструкцилени) хатӗрленнӗ пулнӑ.

Стиль

Владимир Григорьева ҫӳхе эмоциллӗ лирикӑллӑ сӑнарсене выляма ҫӑмӑлтарах: «Баядеркӑри» Солор партийӗсем, «Видение розы», «Шопениана» балетсенчи Яш т. ыт. те. Ташӑ техникин пахалӑхӗ, унӑн тасалӑхӗ пуринчен ытла пӗчӗк хореографи формисемпе усӑ курнӑ чухне палӑрать — тӗслӗхрен, па-де-де тата «Бурнонвиль консерваторийӗсем» вариацийӗ , «Хӗвел» партийӗ, «Sonata», «Сехетсен ташши» балетсен солисчӗ, т. ыт.

Партисем

  • П. Чайковскийӗн «Лебединое озеро» балечӗ — Зигфрид;
  • П. Чайковскийӗн «Спящая красавица» балечӗ — Дезире;
  • П. Чайковскийӗн «Щелкунчик» балечӗ — Принц;
  • А. Аданӑн «Жизель» балечӗ — Альберт;
  • Ф. Шопен музыкипе ҫырнӑ «Шопениана» балет — Яш;
  • Л. Минкус музыкипе ҫырнӑ «Баядерка» балет — Солор;
  • А. Хачатурянӑн «Спартакӗ» — Спартак;
  • Л. Делибӑн «Коппелия» — Франц;
  • И. Стравинскийӗн «Петрушки» — Петрушка[4].

Хисепӗсем

Владимир Георгиевич ҫак хисепсене тивӗҫнӗ[2]:

  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1995);
  • Люксембургри Пӗтӗм тӗнчери балет артисчӗсен конкурсӗн лауреачӗ (унӑн пӗрремӗш премийӗ тата ылтӑн медалӗ, 1995).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Указ Президента Российской Федерации от 28.12.1995 г. № 1325. Сайт президента России. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Владимир Григорьев: биография, роли, награды, звания, фото (выр.). novat.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
  3. ^ Владимир Григорьев (выр.). kazan.theatrehd.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
  4. ^ Ламин В. А. Энциклопедия. Новосибирск. — Новосибирское книжное издательство, 2003. — С. 237. — 1071 с. — ISBN 5-7620-0968-8.