Тотир Вячеслав Ефимович
Тотир Вячеслав Ефимович (паспортри хушамачĕ - Григорьев, 1941 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Юанькино ялĕ, Туçи Мари районĕ, Мари АССР çур.) — мари çыравçи, сăвăçи.
РФ ÇП пайташĕ, 2003 çултанпа Мари Эл ÇП пайташĕ.
Пурнăçĕ
1941 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Мари Элĕн Туçи Мари районĕнчи Юанькино ялĕнче çуралнă.
Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1967 çултанпа Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатĕнче ĕçлет, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурăнать. «Грани» хаçатăн литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хутшăнать.