Даннӑйсен хӳтӗлевӗн кунӗ
Даннӑйсене хӳтӗлемелли кун (акăл. Data Protection Day[1] е Data Privacy Day) — тӗнче шайӗнчи уяв кунӗ, ӑна ҫулсерен кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[2]. Даннӑйсене хӳтӗлемелли кунӑн тӗллевӗ — приватлӑх пирки пӗлӗве ӳстересси тата ӑна пурнӑҫлассипе даннӑйсене хӳтӗлемелли чи лайӑх мелсене пропагандӑласси. Хальхи вӑхӑтра АПШра, Канадӑра тата Европа Канашне кӗрекен 47 ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ.
Тӗллевӗ
Чи малтанах Даннӑйсене хӳтӗлемелли куна усламҫӑсемпе тӗрлӗ усӑҫсен персоналлӑ онлайн-информацине (уйрӑмах халӑх тетелӗнче усӑ кураканнисене) хӳтӗлес енӗпе пӗлӳ парас тӗлӗшпе тимлӗх уйӑрма йӗркеленӗ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче вӗрентесси тата тӗрлӗ пӗлӳпе тивӗҫтересси самай сарӑлнӑ.
Унсӑр пуҫне Даннӑйсене хӳтӗлемелли кун кашни ҫынна персоналлӑ информацие тӗрӗслеме май паракан технологи хатӗрӗсене аталантарма хавхалантаракан мерӑсене пропагандӑлать, информацие вӑрттӑн упрасси ҫинчен калакан саккунсене пурнӑҫлас тата даннӑйсене хӳтӗлессине лайӑхлатассишӗн кӑсӑкланакансем хушшинче калаҫӑва йӗркелессине хавхалантарать. Уява тӗнче шайӗнче йӗркелени правительствӑсене, индустрийӑна, ӑсчахсемпе специалистсене, обществӑпа вӗрентӳ организацийӗсене пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлеме хистет.
Историйӗ
1981 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Европа Канашӗ «Персоналлӑ данныйсемпе автоматизациленӗ майпа ӗҫленӗ май ҫынсене хӳтӗлесси ҫинчен» Конвенцие алӑ пусма хатӗрленӗ[3]. Технологи аталанӑвне пула йӗркеленсе пыракан ҫӗнӗлӗхсене палӑртма конвенцие ҫӗнетсе пырса тӳрлетӳсем кӗртеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех 2001 ҫулта хатӗрленӗ киберпреступлени ҫинчен калакан конвенци те (Будапешт конвенцийӗ) даннӑйсен системисене хӳтӗлеме чӗнсе калать (ҫапла май киберуҫлӑхра информаци вӑрттӑнлӑхне упрама хистет)[4].
Приватлӑхпа даннӑйсен вӑрттӑнлӑхне ҫӑвӑн пекех Европӑн ҫын прависене хӳтӗлекен конвенцийӗн 8-мӗш статйипе килӗшӳллӗн хӳтӗлемелле.
Европӑри даннӑйсене хӳтӗлемелли куна Европа Канашӗ пӗрремӗш хут 2007 ҫулта пуҫарса янӑ. Тепӗр икӗ ҫултан, 2009 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче, АПШ представителӗсен палати пӗр сасӑллӑ пулса HR 31 резолюцине йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Даннӑйсен приватлӑхӗн наци кунне ирттерме йышӑннӑ[5]. 2009 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче АПШ Сеначӗ унашкал резолюципе тивӗҫтернӗ, унсӑр пуҫне 2010 тата 2011 ҫулсенче те Даннӑйсен приватлӑхӗн кунне йышӑннӑ.
Куна уявлама хутшӑнакан организацисем
Асӑннӑ приватлӑх кунне уявлама ҫак организацисем хутшӑнаҫҫӗ: Anti-Phishing Working Group, California Office of Privacy Protection, Cyber Data-Risk Managers, EDUCAUSE, Джорджтаун университечӗ, Федераллӑ суту-илӳ комиссийӗ, Федераллӑ ҫыхӑну комиссийӗ, Федераллӑ тӗпчев бюровӗ, Нью-Йорк штачӗн тӗп прокуратури, Online Trust Alliance, Аслӑ Британин информаципе ӗҫлекен комиссарӗ тата ыттисем[6][7].
Ӑнлантарусем
- ^ 28 January — Data protection day. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ Peter Fleischer, Jane Horvath, Shuman Ghosemajumder (2008)
- ^ Конвенция Совета Европы от 28 января 1981 № 108 «О защите лиц в связи с автоматизированной обработкой персональных данных» (официальный перевод). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Конвенция о киберпреступности. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
- ^ H.Res.31 Expressing support for the designation of January 28, 2009 as «National Data Privacy Day». Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Data Privacy Day 2012 website 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ European Privacy Day 2012 website. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Online Trust Alliance Data Privacy & Protection website( ӗҫлемен каҫӑ). Online Trust Alliance , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ
- Stay Safe Online website. National Cyber Security Alliance
- DATA PRIVACY DAY and THE INTERNET PANOPTICON — Studies Says Webcam Users Under Serious Threat
- Convention 108 of data protection