Девон (утрав)
Девон, — Канадăн Арктика архипелагĕнчи пысăк сурăхмăкăрсен пĕчĕк ушкăнĕ, пĕчĕк чĕрчунсемпе вĕсен кайăксем çеç пурăнаççĕ. Вĕсем ытларах енĕпе Трулав айлăмĕнче (Truelove Lowland) пурăнаççĕ — унта кăштах арктика ӳсентăранĕсем пур. Кĕске çу вăхăтĕнче (вăл 40-55 кун тăсăлать) сывлăш температури сайра хут кăна 10°С çӳлерех хăпарать. Хĕлле вара -50°С ытла анать. Утрав çине юр-çумăр сахал çăвать.
Утрав çинче Хотон кратерĕ вырнаçнă. Вăл 39 миллион каялла Çĕр çине 2 км диаметрлă метеорит ӳкнĕ хыççăн пулнă. Ӳкнĕ хыççăн 23 çухрăм сарлакăш кратер пулса юлнă, унта шыв тулнă хыççăн вăл темиçе миллион çул кӳлĕ пек тăнă.
Çынсем
Пĕр хушă кунта çынсем пурăннă. инуитсен 53 çемьи куçнă, анчах та кунта ытлашши сивĕ пулнă пирки вĕсем 1936 çулта ку вырăна пăрахса кайнă.
1940-мĕш çулсенче кунта чикĕ гарнизонне уçнă пулнă, анчах та 1951 çулта ăна тĕппипех хупнă.
2004 çулхи утă уйăхĕнче кунта темиçе ăсчах пурăнма куçнă. Вĕсем Марс çинчи пурнăçа модельленĕ.
Паянхи кун Девон çинче çуртсен юлашкисем кăна тăрса юлнă.