Джеймс Оглторп

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Джеймс Оглторп
James Edward Oglethorpe by Alfred Edmund Dyer.jpg
Çуралнă вăхăт 1696 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ(1696-12-22)[1][2][…]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1785 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ(1785-06-30)[3] (88 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Ашшĕ Theophilus Oglethorpe[d]
Амăшĕ Eleanor Oglethorpe[d]
Премисемпе чысланисем
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Джеймс Оглторп (акăл. James Edward Oglethorpe; 1696 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ, Суррей1785 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ, Эссекс) — Аслӑ Британи генералӗ, парламент депутачӗ, Джорджи колоние никӗслекенӗ.

Ҫавӑн пекех социаллӑ реформатор, Аслӑ Британинчи халӑхӑн чухӑн ҫыннисене, чи малтан кивҫене кӗнипе тӗрмене лекнисене, Ҫӗнӗ Тӗнчене куҫармалли плана хатӗрленӗ автор.

1714 ҫулта вӑл Corpus Christi Оксфорд колледжне вӗренме кӗнӗ, анчах та ҫав ҫулах Евгений Савойский ҫарне ҫырӑннӑ та кӗҫех унӑн адъютанчӗ пулса тӑнӑ, 1716—1718 ҫулсене турккӑсене хирӗҫ ирттернӗ кампанире палӑрнӑ.

1722 ҫулта ӑна парламент депутатне суйланӑ, акӑлчан флочӗн карапӗсем ҫинче ҫар морякӗсен, ҫавӑн пекех кивҫене кӗнине пула тӗрмене лекнисен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассишӗн тӑрӑшнӑ, ҫав вӑхӑтрах Англири укҫасӑр ҫынсемпе континентри Европӑрӑ хӗсекен протестантсене куҫарса Ҫурҫӗр Америка континенчӗ ҫинче ҫӗнӗ колонисене никӗслес шухӑша аталантарасшӑн пулнӑ. 1728 ҫулта вӑл кивҫене кӗнисен тӗрмесенче реформа ирттермелли саккуна парламента кӗртме пултарнӑ, 1730 ҫулта — Америкӑра ҫӗнӗ колоние никӗслеме ирӗк илнӗ.

Оглторп хӑй ертсе пыракан колонистсен пӗрремӗш ушкӑнӗ 1732 ҫулта хальхи Америкӑн Джорджи штачӗн территорине тухса кайнӑ, вӑл ҫул вӗҫӗнче хальхи Кӑнтӑр Каролина территорине ҫитнӗ те 1733 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче ямакрав индей йӑхӗпе килӗшӳ туса пулас Джорджире пӗрремӗш пурӑнмалли вырӑна никӗсленӗ. 1734 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Оглторп Джорджире пӗрремӗш масон ложине (хӑшпӗр сведенисем тӑрӑх вӑл Ҫурҫӗр Америкӑра пӗрремӗш ложа пулнӑ) никӗсленӗ.

1739—1742 ҫулсенче Оглторп Испани Флоридине хирӗҫ ирттернӗ кампанире (вӑл Дженкинс хӑлхишӗн ҫапӑҫнӑ вӑрҫӑн пайӗ пулнӑ, апла Австри еткерӗшӗн ҫапӑҫакан вӑрҫӑ шутне кӗнӗ) Британпе унпа килӗшӳ тунӑ индей ҫарӗсене ертсе пынӑ. Испани территорине ҫапӑҫма кӗнӗ нумай ӑнӑҫлӑ рейдсенче вӑл ҫар командирӗ пулнӑ, Фредерик фордне тӑшман аллине лекесрен сыхласа хӑварнӑ, апла пулин те 1740 ҫулта Сан-Августин форта ҫӗнсе илме пултарайман. Хальхи историксем ӑна час-часах япӑх ҫарпуҫӗ тесе хаклаҫҫӗ, ҫапах та 1742 ҫулта испансем Джорджие Флорида территоринчен тапӑнса кӗрсен Оглторп Блади-Марш патӗнчи ҫапӑҫура вӗсен ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарнӑ, ҫакӑншӑн Англире ӑна паттӑрсен шутне кӗртнӗ, тепӗр ҫултан тӑван ҫӗршыва таврӑнсан ҫар хӗсметӗнче хӑвӑрт карьера пусми тӑрӑх хӑпарма пуҫланӑ; хӑйӗн карьерине вӑл парламентра ӳстерме тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах испансенчен хӳтӗленес тӗллевпе Джорджие ямашкӑн ҫар пухас енӗпе тӑрӑшнӑ.

1745 ҫулта вӑл Якобитсен иккӗмӗш пӑлхавне пусарнӑ ӗҫе хутшӑннӑ, сӑмахран, Шап патӗнче таракан пӑлхавҫӑсене хӑваланӑ, анчах та япӑх ҫанталӑка пула пӗр каҫлӑха хӑвалама чарӑнса илнӗ, ҫакна пула якобитсем Шотландине тарма пултарнӑ. Ҫак айӑпшӑн Оглторпа судланӑ; ҫапах та ӑна тӳрре кӑларнӑ, генерал ятне те панӑ, анчах урӑх нихҫан та ҫар ертсе пыма паман.

Хӑй виличчен темиҫе уйӑх маларах 1785 ҫулта вӑл никама пӑхӑнман Америкӑн Пӗрлешӳллӗ Штачӗсене пӗрремӗш британи элчи пек кайса килнӗ.

Джеймс Оглторпа хисеп туса Оглторп университетне ят панӑ.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ James Edward Oglethorpe // Encyclopædia Britannica (англ.)
  2. ^ James Edward Oglethorpe // Brockhaus Enzyklopädie (нем.) / Hrsg.: Bibliographisches Institut & F. A. Brockhaus, Wissen Media Verlag
  3. ^ James Oglethorpe // GeneaStar
  4. ^ OGLETHORPE, James Edward (1696-1785), of Westbrook, nr. Haslemere, Surr. (англ.)
  • Church, St. Leslie F. Oglethorpe: A Study of Philanthropy in England and Georgia (London, 1932)
  • Colman, Kenneth. Colonial Georgia: A History (1976)
  • Ettinger, Amos Aschbach. Oglethorpe: A Brief Biography (Macon, Ga., 1984)
  • Ettinger, Amos Aschbach. James Edward Oglethorpe: Imperial Idealist (1936)
  • Garrison, Webb. Oglethorpe’s Folly: The Birth of Georgia (Lakemont, Ga., 1982)
  • Inscoe, John C. ed., James Edward Oglethorpe: New Perspectives on His Life and Legacy (Savannah, Ga., 1997)
  • King, Horace Maybray. James Edward Oglethorpe’s Parliamentary Career (Milledgeville, Ga., 1968)
  • Lannen, Andrew C. «James Oglethorpe and the Civil-Military Contest for Authority in Colonial Georgia, 1732—1749,» Georgia Historical Quarterly, Summer 2011, Vol. 95 Issue 2, pp. 203—231.
  • Mills Lane, ed., General Oglethorpe’s Georgia: Colonial Letters, 1733—1743 (Savannah, 1975)
  • Oglethorpe in America (U of Georgia Press, 1977), the standard scholarly biography
  • Spalding, Phinizy, and Harvey H. Jackson, eds. Oglethorpe in Perspective: Georgia’s Founder After Two Hundred Years (1989), articles by scholars
  • Sweet, Julie Anne. "Oglethorpe on America: Georgia’s Founder’s Thoughts on Independence, " Georgia Historical Quarterly 95 (Spring 2011) 1-20
  • Taylor, Paul S. The Georgia Plan, 1732—1752 (1972).
  • Wilson, Thomas D. The Oglethorpe Plan. Charlottesville: University of Virginia Press, 2012 (forthcoming).
  • Wilkins, Thomas Hart. Sir Joseph Jekyll and his Impact on Oglethorpe's Georgia // Georgia Historical Quarterly : journal. — Georgia Historical Society. — Т. XC1, № 2. — .
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Оглторп, Джеймс статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '