Дзагоев Алан Елизбарович

Дзагоев Алан Елизбарович (ҫур. 1990 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ, Беслан[d], Ҫурҫӗр Осети АССР[d]) — Раҫҫей футболисчӗ, ҫурма хӳтӗлевҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (2018). Виҫӗ хутчен Раҫҫей чемпионӗ, тӑватӑ хутчен Раҫҫей Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи, тӑватӑ хутчен Раҫҫей Суперкубокӗн ҫӗнтерӳҫи. Тӑхӑр хутчен Раҫҫей чемпионачӗн чи лайӑх 33 футболисчӗсен списокне кӗнӗ.

2008 ҫултанпа Раҫҫей пӗрлештернӗ командишӗн вылянӑ. 2012 ҫулта Европа чемпионатне, 2014 тата 2018 ҫулхи тӗнче чемпионачӗсене хутшӑннӑ. Игорь Нетто ячӗллӗ клуб пайташӗ .

2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Sport Bible кӑларӑм ӑна тӗнчери чи парӑннӑ 30 футболист шутне кӗртнӗ (13 ҫул 1 уйӑх, тӗпрен илсен, пӗр клуб шутӗнче, ЦСКА — 26-мӗш вырӑнта)[4].

2023 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче Алан Дзагоев футболист карьерине вӗҫленӗ[5].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Бесланра(выр.)чăв. 1990 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ предприниматель пулнӑ. Амӑшӗ ҫамрӑк чух футболла вылянӑ[6][7]. Алан ачаранпах футболпа кӑсӑкланнӑ: вӑл «пӳрт ҫумӗнчи уҫланкӑна тухса мечӗк хӑваланӑ»[8]. 4-мӗш номерлӗ шкулта вӗреннӗ, ачаранах футбол тренировкисене ҫӳренӗ, 2000 ҫултанпа вара Владикавказри «Автодор—Юность» ача-пӑча командишӗн вылянӑ. Пӗрремӗш тренерӗ — Юрий Наниев[9]. Ҫемьере укҫа-тенкӗ енчен лайӑхах пулман, Алан автомобиль покрышкисене мечӗкпе «улталаса» футбол техникин ӑсталӑхне алла илнӗ[10]. 2005 ҫулта Алана «Сӑран мечӗк»(выр.)чăв. турнирӗнче Игорь Осинькин(выр.)чăв. асӑрханӑ, ун хыҫҫӑн Дзагоева Тольяттири футболистсене хатӗрлекен центра — Юрий Коноплёв ячӗллӗ футбол академине(выр.)чăв. — чӗннӗ[11].

Харпӑр пурнӑҫ

Наци енӗпе — осетин[12]. Гела пиччӗшӗ профессиллӗ футболист пулнӑ, каярах тренер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ[13]. 2012 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче Дзагоев Мускав патшалӑх юридици академийӗнчен(выр.)чăв. вӗренсе тухнӑ Мускаври «Алани» ансамблӗн артисткине Зарема Абаевана качча илнӗ[14]. 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӗсен Элана хӗрӗ ҫуралнӑ[15], 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче — Хетаг ывӑлӗ[16].

2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Дзагоев Тольятти патшалӑх университетӗнче(выр.)чăв. диплом алла илнӗ[17]. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Беслан ертӳлӗхӗ Дзагоева хулан хисеплӗ гражданинӗ ятне панӑ[18]. Гела пиччӗшӗ каланӑ тӑрӑх, Алан хӑвӑрт шӑмӑрса каякан ҫын тесе сарӑлнӑ шухӑша пӑхмасӑр вӑл лӑпкӑ ҫын, тӑванӗсемпе ҫывӑх юлташӗсен шухӑшне яланах тимлет[13].

Аккаунтсем социаллӑ тетелсенче ҫук, кун ҫинчен футболист хӑй 2013 тата 2015 ҫулсенче каланӑ[19][20].

2019 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнче Юрий Дудьӑн «Беслан. Помни» документлӑ фильмӗ тухнӑ. Ҫак хулара ҫуралса ӳснӗ Алан Бесланри терактра(выр.)чăв. шар курнисенчен пӗрне сиплеме укҫа-тенкӗ уйӑрни паллӑ пулнӑ.

«Зенит» пирки калани

2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче харкашу тапраннӑ: ЦСКА «Кубань» клуба(выр.)чăв. ҫӗнтерсе чемпион титулне ҫӗнсе илнӗ матч хыҫҫӑн Дзагоев «Зенит» футбол клубне хурласа кӑшкӑрашнӑ[21]. Инцидент футбол обществинче сыв мар реакци ҫуратнӑ[22]. Алана икӗ матчран пуҫласа тӑватӑ матч таранах дисквалификаци пама пултарнӑ. Каярах футболист хӑйӗн хӑтланӑвӗшӗн каҫару ыйтнӑ, ЦСКА тӗп директорӗ Роман Бабаев вара ҫапла каланӑ: «Клуб мерӑсем йышӑнчӗ, анчах чи кирли — вырсарникун ҫак видеоролика курсан тӳрех Алан ӳкӗнчӗ, мӗншӗн ҫапла тунине ӑнлантарса пачӗ»[21][22]. РФС КДК футболиста условлӑ майпа виҫӗ уйӑхлӑха дисквалификациленӗ[23].

Клуб карьери

«Крылья Советов-СОК»

Коноплёв ячӗллӗ академире вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Димитровграда «Крылья Советов-СОК» командӑна выляма янӑ, унта 2006 ҫулхи акан 29-мӗшӗнче «Тюмене» хирӗҫ пӗрремӗш матч вылянӑ, пӗрремӗш мечӗке хӑйӗн профессиллӗ карьеринче 2006 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗнче «Нефтехимик» хапхине тапса кӗртнӗ. Ҫак гол 2006 ҫулхи сезонра Дзагоевшӑн пӗртен-пӗрре пулнӑ, унта вӑл 12 матч ирттернӗ[24]. Тепӗр сезон Дзагоевшӑн ӑнӑҫлӑрах пулса тухнӑ — унта вӑл 25 матч вылянӑ та 5 гол ҫапса кӗртнӗ, ҫав шутра иккӗшне — «Ладӑпа» вылянӑ чухне[25].

ЦСКА

undefined

2007 ҫулхи чӳк уйӑхӗн варринче Дзагоев хӑйпе пӗр ҫӗр ӗҫтешӗсемпе Антон Власовпа тата Дмитрий Рыжовпа пӗрле Мускаври ЦСКА ретне куҫнӑ[8]. Виҫӗ футболистшӑн армеецсем 360 пин доллар тӳленӗ[26]. ЦСКА йышӗнче Дзагоев пӗрремӗш хут 2008 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал Кубокӗн матчӗнче Юрий Жирков(выр.)чăв. вырӑнне 78-мӗш минутра тухнӑ, Донецкри «Шахтёра» хирӗҫ вылянӑ[27]. 2008 ҫулхи акан 26-мӗшӗнче «Луча-Энергие» хирӗҫ пӗрремӗш официаллӑ вӑййине ирттернӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Химкипе» вылянӑ чух армеецсемшӗн пӗрремӗш гол тапса кӗртнӗ, ҫаплах икӗ ассист тунӑ. Раҫҫей чемпионачӗн аслӑ лигинче 17 ҫулта гол кӗртнӗ 16 футболистран пӗри пулса тӑнӑ — вӑл ун чух 17 ҫул та 329 кун пулнӑ. Дзагоева Раҫҫей сборнӑйӗн пуласлӑхӗ тесе хаклама пуҫланӑ[28]. Тепӗр эрнерен Дзагоев Раҫҫей Кубокӗнче пӗрремӗш хут вылянӑ, 2007/08 сезонӑн финалӗн 61-мӗш минутӗнче улӑштарма тухнӑ, ун чухне унӑн команди 0: 1 выляса ярса пынӑ. ЦСКА матча пенальти серине куҫарма пултарнӑ, унта ҫӗнтернӗ те. Раҫҫей Кубокӗ Аланӑн карьеринче пӗрремӗш пысӑк трофей пулса тӑнӑ. 2008 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче чемпионатӑн 13-мӗш турӗн матчӗнче «Спартакпа» (1:5) Дзагоев виҫӗ ассист панӑ. Матч хыҫҫӑн ЦСКА тӗп тренерӗ футболист аталанӑвне палӑртнӑ[29]. Утӑн 30-мӗшӗнче Дзагоева «Зенита» хирӗҫле матчра икӗ сарӑ карточка парса кӑларса янӑ, анчах та аванӑн 21-мӗшӗнче ҫав клубпах матчра хӑйӗн пӗрремӗш дубльне калӑпланӑ, «хӗрлӗ—кӑваккисен» ҫӗнтерӗвне (3:1) татӑклӑ тӳпе хывнӑ[30]. Ҫакӑн умӗн виҫӗ кун маларах Дзагоев еврокубок ӑмӑртӑвӗсенчи пӗрремӗш матч — УЕФА Кубокӗн(выр.)чăв. 1-мӗш раундӗнче «Славен Белупо» хорват клубне хирӗҫ — вылянӑ[31]. Ушкӑн тапхӑрӗн матчӗнче «Депортиво»(выр.)чăв. клуба хирӗҫ (3:0) матчра Дзагоев еврокубоксенчи голсен шутне уҫнӑ, дубль тунӑ[32]. Вӑйӑ хыҫҫӑн ун вӑййипе «Реал» представителӗсем кӑсӑкланни пирки хыпар тухнӑ, вӗсем ҫурма хӳтӗлевҫе туянас тенӗ имӗш, анчах та ку сас-хура шайӗнче ҫеҫ юлнӑ[33]. 2008 ҫулхи сезонра пӗтӗмпе Дзагоев 29 матч вылянӑ тата пур турнирта та 13 гол тапса кӗртнӗ, Раҫҫей чемпионачӗн чи лайӑх 33 вылявҫисен списокне(выр.)чăв. кӗнӗ[34].

2008 ҫулхи сезон хыҫҫӑн командӑран тӗп тренерӗ Валерий Газзаев(выр.)чăв. тухса кайнӑ, ун вырӑнне Зико килнӗ. Ҫӗнӗ наставник чухне Дзагоев ытларах ҫамрӑксен первенствинче вӑхӑт выляма пуҫланӑ, ҫитӗннӗ команда йышӗнче сайра-хутра курӑнкаланӑ. 2009 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл клубпа контракт тӑсма килӗшменни пирки хыпарсем тухнӑ[35]. Ҫавна май ҫурма хӳтӗлевҫӗпе акӑлчансен клубӗсем — «Челси», «Ливерпуль», «Тоттенхэм» — кӑсӑкланни пирки информаци пичетленме тытӑннӑ[36]. Армеецсен клубӗ чемпионатра ӑнӑҫсӑр вылянӑ. Ӑнӑҫсӑрлӑхсен сӑлтавӗсенчен пӗри, журналистсен шучӗпе, Зико Дзагоевпа ҫӗр проценчӗпех усӑ курманни пулса тӑнӑ[37]. Анчах ҫурма хӳтӗлевҫӗ ҫапах та ЦСКА-ра юлнӑ, часах Бразили специалисчӗ хӑйӗн постӗнчен тухса кайнӑ та Дзагоева вӑйӑ вӑхӑтне ытларах шанма пуҫланӑ. Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Чемпионсен лигинче(выр.)чăв. хӑйӗн пӗрремӗш голне тапса кӗртнӗ: «Вольфсбург» хапхине (1:3)[38]. Чӳкӗн 3-мӗшӗнче Дзагоев «Манчестер Юнайтедпа» иртнӗ вӑйӑра гол тапса кӗртнӗ тата ассист панӑ, матчӑн чи лайӑх выляканӗсенчен пӗри пулнӑ[39]. Сезон хушшинче вӑл пӗтӗмпе 40 матч выляса мӗнпур турнирта 10 гол тапса кӗртнӗ.

undefined

2010 ҫулхи Раҫҫей чемпионатӗнче те час-часах тӗп йыша лекмен[40]. 2010/11 сезонри Европа Лигинче вӑл 8 матч выляса 2 гол кӗртнӗ, 4 ассист панӑ[41]. 2011/12 сезона каллех ЦСКА тӗп вӑйӑҫи пек пуҫланӑ[40], анчах 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӑна дисциплинӑна пӑснӑшӑн клубӑн тӗп тренерӗ Леонид Слуцкий ҫамрӑксен командине куҫарни паллӑ пулнӑ. Айӑпламалли сӑлтав — вылявҫӑ Раҫҫей Кубокӗн финалӗ вӑхӑтӗнче Слуцкий пирки киревсӗр сӑмахсем калани. Конфликт кӗҫех ҫӗнӗ аталану илнӗ — Дзагоева Слуцкий пуҫарӑвӗпе трансфера тӑратнӑ. Дзагоева туянас планӗсем пирки Мускаври «Локомотив» пӗлтернӗ, вӑл уншӑн 7 миллион евро тӳлеме хатӗр пулнӑ[42]. Анчах та каярах Дзагоев Слуцкийрен каҫару ыйтнӑ[43] та ЦСКА ӑна хӑварнӑ[44]. 2011/12 сезонри пӗрремӗш мечӗке вӑл РФПЛ 13-мӗш турӗн матчӗнче «Анжи»(выр.)чăв. хапхине тапса кӗртнӗ[45]. Хусанти «Рубина» Дзагоев вӑйӑ вӗҫленнине пӗлтерсе шӑхӑриччен пӗр ҫеккунт маларах гол тапса кертнӗ, ҫапла вара шута танлаштарса командӑна выляса ярасран ҫӑлнӑ. 29-мӗш турӑн матчӗнче Нальчикри «Спартака»(выр.)чăв. хирӗҫ Сейда Думбияна виҫӗ гол передачи панӑ[46]. 2012 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче 33-мӗш турӑн матчӗнче «Зенитпа» (2:2) Раҫҫей чемпионатӗнче 100-мӗш матчне тата мӗнпур турнирта ЦСКА-шӑн 150-мӗш матчне ирттернӗ[47]. Ку вӑйӑра вӑл голпа палӑрнӑ. 36-мӗш турӑн матчӗнче ЦСКА «Локомотива» парӑнтарнӑ, Дзагоев сылтӑм урин кача пӳрнине хуҫса пӗр уйӑх ҫурӑлӑха ретрен тухнӑ[48].

undefined

2012/13 сезонӑн иккӗмӗш турӗнче Дзагоев Пермьри «Амкара»(выр.)чăв. хирӗҫ матчра кӑнттам вылянӑшӑн хӗрлӗ карточка илнӗ те ӑна икӗ матча дисквалификациленӗ[49]. Авӑнӑн 22-мӗшӗнче Чулхулари «Волга» клубпа вылянӑ, унта ЦСКА 3:2 шутпа ҫӗнтернӗ, Дзагоев дубль калӑпланӑ. Ҫак икӗ голран пӗрне хӑй урлӑ ҫапса кӗртнӗ, ӑна сезонра чи лайӑххисенчен пӗри тесе йышӑннӑ[50]. Унсӑр пуҫне ҫак мечӗк Раҫҫей чемпионатӗнче армеецсемшӗн пинмӗш пулса тӑнӑ[51]. Чемпионатӑн ҫурхи пайӗнче Дзагоев темиҫе гол кӗртнӗ, ҫав шутра армеецсене ҫӗнтерӳ илсе килнӗ «Спартакпа» матчри мечӗк те. ЦСКА сезон пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх чемпионатра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Дзагоев чи лайӑх 33-мӗш вылякансен списокне пӗрремӗш номерпе пӗрремӗш хут кӗнӗ.

2013/14 сезонра ЦСКА каллех РФПЛ-ра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Дзагоев вара 23 матч выляса мӗнпур турнирта 3 гол кӗртнӗ.

2014/15 сезон пуҫламӑшӗ Дзагоев сусӑрланнӑ[52], чемпионатра пӗрремӗш матч 2014 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче «Спартакпа» вылянӑ. Пӗрремӗш гола вӑл авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Урала» хирӗҫ вӑйӑра тапса кӗртнӗ, ҫав матчрах тата икӗ гол передачи те тунӑ, ЦСКА вара 4:3 шутпа ҫӗнтернӗ. 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче каллех травма илнӗ, ӑна пула тӑватӑ матча сиктернӗ[53].

Тепӗр сезонра Дзагоев 43 матч вылянӑ, 8 гол кӗртнӗ, 11 гол передачи панӑ[54]. 2015/2016 сезонӗн 30-мӗш турӗнче, 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ЦСКА вӑйӑра тата пӗтӗм чемпионатра ҫӗнтерсе «Рубин» хапхине гол тапса кӗртнӗ[55]. Ҫак матчрах Дзагоев каллех травма илнӗ, ӑна пула 2016 ҫулхи Европа чемпионатне(выр.)чăв. лекеймен[56].

2016/17 сезон Дзагоевшӑн ӑнӑҫсӑр пулса тӑнӑ[57][58]. Сезон тӑршшӗпе илнӗ тӑватӑ травмӑна пула вӑл Раҫҫей чемпионатӗнче 30 матчран 15-шне ҫеҫ вылянӑ[59]. Анчах ҫакӑн чухлӗ сиенленнӗ пулин те Алан Чемпионсен лигин вӑййисенче палӑрма пултарнӑ, «Байер»(выр.)чăв. тата «Тоттенхэм Хотспурт» клубсене голсем тапса кӗртнӗ[60]. 30-мӗш тур умӗн ЦСКА тӗп тренерӗ Виктор Гончаренко(выр.)чăв. Дзагоев матча тухаймасси ҫинчен пӗлтернӗ. Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӑл Конфедерацисен кубокне(выр.)чăв. те хутшӑнаймасть[61].

2017/18 сезонӗнчи пӗрремӗш голне АЕКа(выр.)чăв. хирӗҫ Чемпионсен лигин виҫҫӗмӗш квалификаци раунчӗн хӑнари матчӗнче кӗртнӗ, унта «армеецсем» 2:0 шутпа ҫӗнтернӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнче Дзагоев «Янг Бойз»(выр.)чăв. хапхине гол кӗртнӗ. Кӗркунне Алан ахилл шыҫнине пула пӗр уйӑхлӑха ретрен тухнӑ. Таврӑннӑ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш матчрах вӑл «Базельпе» матчра гол тапса кӗртнӗ, шута танлаштарнӑ[62]. УЕФА Европа лигин 1/8 финалӗнчи яваплӑ матчра «Лиона»(выр.)чăв. хирӗҫ Дзагоев — Головин(выр.)чăв. ҫыххи ӑнӑҫлӑ ӗҫлени командӑна 3:2 ҫӗнтерме тата чӗрӗк финала иртме пулӑшнӑ[63], унта Лондонри «Арсенала»(выр.)чăв. выляса янӑ. ЦСКА сезонӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх таблицӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Алана турнирӑн чи лайӑх 33 футболисчӗсен списокне кӗртнӗ[64]. Ҫавӑн пекех унӑн вӑййине Станислав Черчесов(выр.)чăв. сборнӑйӗн тренерӗ палӑртнӑ. Ҫурма хӳтӗлевҫӗ килти тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ[65].

2018/19 сезон Дзагоевшӑн черетлӗ травмӑран (ура тупанӗн мышцине сиенлетни) пуҫланнӑ, ӑна вӑл Раҫҫей Суперкубокӗн «Локомотива» хирӗҫ матчӗнче (1:0) илнӗ[66].

2019 ҫулта синкер тӑсӑлнӑ: нарӑс уйӑхӗнче Испанире «Картахена» командӑпа юлташла вӑйӑра травма илнӗ, ӑна наҫилккепе илсе тухса кайнӑ[67].

2019 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗнче Дзагоевпа ЦСКА траввмӑсене пӑхмасӑр икӗ ҫуллӑха ҫӗнӗ контракт алӑ пуснӑ[68][69].

2019 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче пӗрремӗш хут хире тухнӑ, 85-мӗш минутра Николай Влашича улӑштарнӑ.

2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Дзагоевӑн ЦСКАпа контракт вӗҫленнӗ[70]. Ҫав уйӑхӑн вӗҫӗнче 2022/23 сезон вӗҫлениччен контракта тӑсса килӗшӳ туни ҫинчен пӗлтернӗ[71].

2021/22 сезонра 20 матч ирттернӗ, вӗсенче виҫӗ гол передачипе палӑрнӑ, ЦСКА каллех медаль ҫӗнсе илеймен. 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Дзагоев вӑйра тӑракан контракт пулсан та сезон вӗҫӗнче клубран каясси, карьерӑна та вӗҫлесси пирки хыпар тухнӑ[72]. Часах Дзагоев ҫак хыпарсене хирӗҫленӗ[73]. Ҫапах та ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ЦСКА официаллӑ сайчӗ сезон вӗҫӗнче ҫурма хӳтӗлевҫӗ кайнине ҫирӗплетнӗ[74].

«Рубин»

2022 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнче Хусанти «Рубинра» вылякан пулса тӑнӑ, Пӗрремӗш лигӑри командӑпа 20222/23 сезон вӗҫлениччен контракт тунӑ. Клубшӑн Дзагоев 20 матч ирттернӗ, вӗсенче виҫӗ мечӗк тапса кӗртнӗ[75]. Анчах та травма нумай пулнӑран Аланпа контракт тӑсман. Вӑл ирӗклӗ агент пулса тӑнӑ.

«Ламия»

2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Дзагоев грексен «Ламия» клубӗпе килӗшӳ тунӑ[76]. Икӗ матча хутшӑннӑ, чӳкӗн 21-мӗшӗнче вара карьера вӗҫленни пирки пӗлтернӗ[77].

Раҫҫей пӗрлештернӗ командинче

Раҫҫей ҫамрӑксен пӗрлештернӗ командинче

undefined

Дзагоева «Крылья Советов-СОКшӑн» вылянӑ чухне 17 ҫулчченхи футболистсен Раҫҫей сборнӑйне чӗнсе илнӗ, 2006 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче Грузие хирӗҫ матчра, Европа чемпионатне хутшӑнмалли суйлав тапхӑр матчӗнче, пӗрремӗш вӑййине вылянӑ[78]. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ хӑйӗн тепӗр вӑййинче Алан дубль калӑпланӑ[79]. Тепӗр сезонра суйлав тапхӑрӗнче виҫӗ матч вылянӑ, Ҫурҫӗр Ирландипе матчра каллех икӗ гол тапса кӗртнӗ[80]. Апла пулин те турнирӑн финал пайне команда тухайман, Дзагоев вара ҫак ӳсӗм категорийӗнче урӑх выляман.

2009 ҫулта Дзагоев 21 ҫулчченхи Раҫҫей ҫамрӑксен пӗрлештернӗ команди йышӗнче пӗрремӗш матчне вылянӑ, Фарер утравӗсене выляса янӑ. Ҫамрӑксен командишӗн пӗтӗмпе виҫӗ матч ирттерсе пӗр гол кӗртнӗ.

Раҫҫей пӗрремӗш пӗрлештернӗ командинче

2008 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче Дзагоева Гус Хиддинк(выр.)чăв. Раҫҫейӗн тӗп сборнӑйне(выр.)чăв. пӗрремӗш хут чӗнет[81]. Юпан 11-мӗшӗнче Ренат Янбаев вырӑнне Германие хирӗҫ Дортмундри хӑна матчӗнче сборнӑйӗн йышӗнче пуҫласа тухнӑ, унта Рене Адлер вратарь ури хушшине мечӗк тапса кӗртсе гол кӗртме шанӑҫ пулнӑ, анчах та штангӑна лекнӗ, Раҫҫей вара 1: 2 шутпа выляса янӑ. Футболист командӑна пулӑшайманшӑн, ӑнӑҫсӑр результатшӑн хӑйне айӑпланӑ[82]. Дзагоев уя тата тепӗр матчра, Финляндие хирӗҫ тухнӑ, Андрей Аршавин(выр.)чăв. вырӑнне 92-мӗш минутра тата финал шӑхличӗ пуличчен 10 ҫеккунт ҫеҫ вылянӑ. Сборнӑйӑн старт йышӗнче пӗрремӗш хут 2009 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче Азербайджана хирӗҫ вӑйӑра (1:1) тухнӑ. Матч Аршавинпа пӗрле тапӑнаканӑн позицийӗнче пуҫланӑ та ҫителӗклӗ хастар вылянӑ — гол кӗртме хутшӑннӑ, иккӗмӗш таймра пенальти ӗҫлесе илнӗ. Матчри чи лайӑххисенчен пӗри тесе йышӑннӑ журналистсем[83]. Тӗнче чемпионачӗ тӗлне суйлав матчӗсенчен ытларахӑшӗче вӑл выляман, Раҫҫей вара турнирӑн финал пайне тухайман[84].

undefined

2010 ҫулхи тӗнче чемпионатне наци команди тухман хыҫҫӑн Гус Хиддинка тӗп тренер вырӑнӗнче Дик Адвокат(выр.)чăв. улӑштарнӑ, вӑл Дзагоева ытларах вӑйӑ вӑхӑтне шанма пуҫланӑ. 2010 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче 2012 ҫулхи Европа чемпионачӗ тӗлне суйлав турнирӗн матчӗнче Ирландипе Дзагоев сборнӑйшӑн пӗрремӗш гол кӗртсе ӑна 3:2 шутпа ҫӗнтерме пулӑшнӑ[85]. Шӑп та лӑп ҫулталӑкран Словаки сборнӑйне хирӗҫ вӑйӑра каллех гол кӗртнипе палӑрнӑ, Андоррӑна хирӗҫ матчра дубль тунӑ[84]. Пӗтӗмпе суйлав турнирӗнче ҫурма хӳтӗлевҫӗ 8 матч ирттерсе 4 гол кӗртнӗ.

Дзагоева 2012 ҫулхи Европа чемпионатне Раҫҫей сборнӑйӗн заявкине кӗртнӗ[86]. Чехи сборнӑйне хирӗҫ турнирӑн пӗрремӗш матчӗнче вӑл старт йышӗнче тухнӑ, 15-мӗш минутра вара ҫак турнирта Раҫҫей сборнӑйӗн пӗрремӗш голне кӗртнӗ. 79-мӗш минутра вара тепӗр хут палӑрнӑ, акӑлчансен тапӑнаканӗ Уэйн Руни(выр.)чăв. хыҫҫӑн Европа чемпионачӗсен историйӗнчи чи ҫамрӑк дубль авторӗсен списокӗнче иккӗмӗш пулса тӑнӑ. Матч 4: 1 шутпа Раҫҫей ҫӗнтернипе вӗҫленнӗ, унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх чылай спорт кӑларӑмӗ, болельщиксем тата УЕФА Дзагоева чи лайӑх вылякан тесе йышӑннӑ[87][88][89]. Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче поляксемпе (1:1) матчра Дзагоев 37-мӗш минутра шут уҫнӑ, Евро-2012 турнирта хӑйӗн виҫҫӗмӗш голне кӗртнӗ[90]. Татӑклӑ матчра Раҫҫей сборнӑйӗ Греци командине 0:1 выляса янӑ, ушкӑнран тухайман. Апла пулин те Дзагоев хӑйӗн виҫӗ голӗпе пӗтӗм турнирӑн чи лайӑх бомбардирӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ[91].

2012 ҫулхи ҫулла Раҫҫей сборнӑйне Фабио Капелло(выр.)чăв. ертсе пыма пуҫланӑ, Дзагоев ҫӗнӗ тренер ертсе пынипе пӗрремӗш вӑйӑрах гол тапса кӗртнӗ; ҫак вӑйӑ Кот-д’Ивуар сборнӑйне хирӗҫ юлташла матч пулса тӑнӑ. Сусӑрланнине пула Дзагоев 2014 ҫулхи тӗнче чемпионачӗн суйлав ярӑмӗн тӑватӑ матчӗнче кӑна уя тухнӑ[92]. Раҫҫей турнира лекнӗ, унта Дзагоев сборнӑйӗн мӗнпур матчӗнче улӑштарма тухсан вылянӑ, анчах команда ушкӑнран тухайман.

Дзагоев 2016 ҫулхи Европа чемпионачӗ тӗлне ирттернӗ турнирта сборнӑйӗн тӗп вылявҫи пулнӑ, унта сакӑр матч выляса пӗр гол кӗртнӗ[93][94]. Капеллона наци командин тренерӗнче ЦСКА тренерӗ Леонид Слуцкий улӑштарнӑ, вӑл ертсе пынипе сборнӑй турнирӑн финал пайне тухнӑ[95]. Анчах та Раҫҫей чемпионачӗн татса паракан матчӗнче Хусанти «Рубинпа» (унта вӑл «ылтӑн» гол тапса кӗртнӗ) Алан Дзагоев травма илнӗ, Европа чемпионатне хутшӑнайман[96].

Ҫитес ҫул Алан Дзагоев тӗнче шайӗнчи пысӑк турнира — Раҫҫейре иртнӗ 2017 ҫулхи Конфедерацисен кубокне — каллех хутшӑнайман. Хальхинче те травма май паман.

2018 ҫулхи тӗнче чемпионатне(выр.)чăв. Раҫҫей сборнӑйӗн заявкине кӗртнӗ. Сауд Аравийӗн сборнӑйне хирӗҫ матчра (5:0) сборнӑйӑн старт йышӗнче тухнӑ, анчах та матчӑн 23-мӗш минутӗнче травма илнӗ те ӑна улӑштарнӑ[97]. Виҫӗ матч сиктерсе Хорватие хирӗҫ 1/4 финалӑн матчӑн хушма вӑхӑтӗнче кӑна тухнӑ. Вӑййӑн 115-мӗш минутӗнче штраф тапнӑ, ун хыҫҫӑн Марио Фернандес матчра 2:2 шут туса гол тапса кӗртнӗ. Команда ҫапах та ҫӗнтереймен, пенальтипе 3:4 выляса янӑ (Дзагоев командӑн иккӗмӗш пенальтине кӗртнӗ)[98]. Тӗнче чемпионачӗ хыҫҫӑн сборнӑйшӑн 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗчченех выляман.

Статистика

Клубсенче

2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне
Клуб Сезон Чемпионат Кубок Суперкубок Еврокубоксем Пурӗ
Вӑйӑсем Голсем Вӑйӑсем Голсем Вӑйӑсем Голсем Вӑйӑсем Голсем Вӑйӑсем Голсем
Крылья Советов-СОК 2006 12 1 1 0 0 0 0 0 13 1
2007 25 5 1 0 0 0 0 0 26 5
Пурӗ 37 6 2 0 0 0 0 0 39 6
ЦСКА (Мускав) 2008 20 8 3 2 0 0 6 3 29 13
2009 27 7 2 0 1 0 10 3 40 10
2010 24 6 1 0 1 0 10 2 36 8
2011/12 31 5 5 0 1 0 11 1 48 6
2012/13 24 7 4 0 0 0 2 0 30 7
2013/14 18 3 3 0 1 0 1 0 23 3
2014/15 21 5 4 2 0 0 3 0 28 7
2015/16 29 6 4 1 0 0 10 2 43 9
2016/17 15 3 0 0 0 0 3 2 18 5
2017/18 21 3 0 0 0 0 15 4 36 7
2018/19 7 0 0 0 1 0 3 0 11 0
2019/20 10 0 1 0 0 0 1 0 12 0
2020/21 15 2 3 0 0 0 3 0 21 2
2021/22 20 0 2 0 0 0 0 0 22 0
Пурӗ 282 55 32 5 5 0 78 17 397 77
Рубин (Хусан) 2022/23 20 3 0 0 0 0 0 0 20 3
Пурӗ 20 3 0 0 0 0 0 0 20 3
Ламия (Греци) Греци футбол чемпионачӗ 2023/24 2 0 0 0 0 0 0 0 2 0
Пурӗ 2 0 0 0 0 0 0 0 2 0
Пӗтӗмӗшле 341 64 34 5 5 0 78 17 458 86

Пӗрлештернӗ командӑсенче

Пӗтӗмпе: 59 матч / 9 гол; 29 — ҫӗнтерӳ, 16 — никам ҫӗнтереймен, 14 — твыляса янӑ.

2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне
Год Тӗнче чемпионачӗн суйлав тапхӑрӗсем Тӗнче чемпионачӗн финал пайӗ Европа чемпионачӗн суйлав тапхӑрӗсем Европа чемпионачӗн финал пайӗ Юлташла матчсем Всего
Вӑйӑсем Голсем Вӑйӑсем Голсем Вӑйӑсем Голсем Вӑйӑсем Голсем Вӑйӑсем Голсем Вӑйӑсем Голсем
2008 2 0 0 0 0 0 0 0 0 0 2 0
2009 2 0 0 0 0 0 0 0 1 0 3 0
2010 0 0 0 0 4 1 0 0 2 0 6 1
2011 0 0 0 0 4 3 0 0 2 0 6 3
2012 2 0 0 0 0 0 3 3 5 1 10 4
2013 2 0 0 0 0 0 0 0 0 0 2 0
2014 0 0 3 0 4 0 0 0 6 0 13 0
2015 0 0 0 0 4 1 0 0 2 0 6 1
2016 0 0 0 0 0 0 0 0 2 0 2 0
2017 0 0 0 0 0 0 0 0 3 0 3 0
2018 0 0 2 0 0 0 0 0 4 0 6 0
Пӗтӗмӗшле 8 0 5 0 16 5 3 3 27 1 59 9

Ҫитӗнӳсемпе хисепӗсем

Командӑсенче

ЦСКА (Мускав)

  • Раҫҫей чемпионӗ (3): 2012/13, 2013/14, 2015/16;
  • Раҫҫей чемпионачӗн кӗмӗл призёрӗ (5): 2008, 2010, 2014/15, 2016/17, 2017/18;
  • Раҫҫей чемпионачӗн бронза призёрӗ: 2011/12;
  • Раҫҫей Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи (4): 2007/08, 2008/09, 2010/11, 2012/13;
  • Раҫҫей Суперкубокӗн ҫӗнтерӳҫи (4): 2009, 2013, 2014, 2018.
Раҫҫей ҫамрӑксен пӗрлештернӗ командинче
  • Гранаткина асӑнса ирттерекен турнир ҫӗнтерӳҫи: 2008.

Харпӑр

Ӑнлантарусем

  1. ^ Alan Dzagoev // Transfermarkt(паллӑ мар) — 2000.
  2. ^ 1, 2 Алан Дзагоев. pfc-cska.com. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ.
  3. ^ Количество матчей приведено без учёта товарищеской игры Россия — Литва (0:0), сыгранной 29 мая 2012 и не включённой в реестр официальных матчей ФИФА , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнчи копийӗ
  4. ^ Акинфеев, Шунин, Гильерме и Дзагоев — в топ-30 самых преданных футболистов мира — Чемпионат. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  5. ^ Футболист Алан Дзагоев завершил карьеру. Российская газета (21 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  6. ^ Фейки Дзагоева, Чемпионат.com. 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ.
  7. ^ За Аланом Дзагоевым присматривает старший брат, Известия (2008-10-02). 2016 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 Дзагоев: мне ещё пахать и пахать, Чемпионат.com (2011-11-20). 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
  9. ^ Юрий Наниев: "Не назвал бы Татаева новым Игнашевичем", Спорт-Экспресс (2015-05-22). 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
  10. ^ "Алану ещё работать, работать и работать", Чемпионат.com (2008-12-29). 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
  11. ^ Дзагоев: надеюсь, мы огорчим главного тренера «Спортинга», Чемпионат.com (2015-08-21). 2016 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  12. ^ Осетин Алан Дзагоев - в десятке 100 лучших игроков мира в возрасте до 23 лет, Комсомольская правда (2009-12-24). 2016 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ.
  13. ^ 1, 2 Гела Дзагоев: Не любим с братом проигрывать, Московский Комсомолец (2014-09-19). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  14. ^ А.Дзагоев женился, РБК (2012-07-07). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  15. ^ У футболиста ЦСКА Алана Дзагоева родилась дочь. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
  16. ^ У Алана и Заремы Дзагоевых родился сын! Официальный сайт Алана Дзагоева (23 акан 2016). Архивланӑ 2021 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  17. ^ Алан Дзагоев защитил диплом на «отлично», tlt.ru (2012-06-22). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  18. ^ Дзагоев стал почётным гражданином Беслана, Чемпионат.com (2012-06-02). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  19. ^ У меня нет страниц в социальных сетях! Спорт-Экспресс (9 утӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  20. ^ Полузащитник ЦСКА Дзагоев открыл в Интернете свой блог. Чемпионат.com (27 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  21. ^ 1, 2 Полузащитник ЦСКА Дзагоев поплатится за оскорбление «Зенита», НТВ (2013-05-21). 2016 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  22. ^ 1, 2 Дзагоев об оскорбительной кричалке для «Зенита»: шампанское по мозгам ударило, НТВ (2013-05-19). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  23. ^ Дзагоев дисквалифицирован на 3 месяца условно за нецензурные кричалки про "Зенит", Фонтанка (2013-06-17). 2016 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  24. ^ Дзагоев Алан Елизбарович. Матчи в сезоне 2006. Sportbox.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  25. ^ У своих ворот, Спорт-Экспресс (2007-10-09). 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
  26. ^ Крылья выставляют игроков на продажу, samru.ru (2007-11-26). 2016 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ.
  27. ^ Травма Жиркова оказалась несерьёзной, Спорт-Экспресс (2008-01-30). 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  28. ^ Сенсация прожила три минуты, Спорт-Экспресс (2008-05-12). 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  29. ^ Валерий Газзаев: "Мы усилили атаку четырьмя защитниками", Спорт-Экспресс (2008-07-14). 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  30. ^ Дзагоев: Первый дубль в 18 лет!, Спорт-Экспресс (2008-09-22). 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  31. ^ Чудеса! Колумнисты "СЭ" не ставят на "Зенит", Спорт-Экспресс (2008-09-20). 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  32. ^ Первые испанцы газзаевского ЦСКА, Спорт-Экспресс (2008-10-24). 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  33. ^ Алан Дзагоев: "Вообще-то мне больше нравится "Челси", Спорт-Экспресс (2008-10-25). 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  34. ^ «Футбол-2008, Первый официальный ежегодник Российского Футбольного Союза», АСТ, М., Астрель-СПб, 2008, с. 318—329
  35. ^ Футбол: Дзагоев отказывается продлевать контракт с ЦСКА, Sportbox.ru (2009-06-16). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  36. ^ Слухи: Аланом Дзагоевым интересуется «Ливерпуль», LiverBird (2009-06-26). 2012 ҫулхи акан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
  37. ^ Отчего ЦСКА утратил постоянство силы?, Спорт-Экспресс (2009-08-27). 2016 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
  38. ^ Алан Дзагоев: "Элементарно не хватило опыта", Спорт-Экспресс (2009-09-17). 2016 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
  39. ^ Жаль, что это не плей-офф!, Спорт-Экспресс (2009-11-05). 2016 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
  40. ^ 1, 2 Звёзды футбола: Алан Дзагоев (выр.). Вести. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ.
  41. ^ Статистика футболиста за 2010 год. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ.
  42. ^ «Локо» берет Дзагоева, LifeSports (2011-05-30). 2012 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  43. ^ Алан Дзагоев: «Слуцкий принял мои извинения. Я был полностью неправ», Sports.ru (2011-06-08). 2011 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  44. ^ Дзагоев вернется в основной состав ЦСКА. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
  45. ^ ЦСКА разгромил «Анжи», Газета.ру (2011-06-14). 2016 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  46. ^ ЦСКА - Спартак Нч, Спорт-Экспресс. 2016 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  47. ^ Владимир Татарчук: "Дзагоеву не надо выпадать из игры", Спорт-Экспресс (2012-03-05). 2016 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  48. ^ Дзагоев сломал мизинец , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнчи копийӗ / Sportbox, 26 марта 2012 года.
  49. ^ Прегрешения и наказания Алана Дзагоева, Чемпионат.com (2014-04-01). 2016 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  50. ^ Футбол. Дубль Дзагоева и гол Мусы позволили ЦСКА победить "Волгу", Вести.ru (2012-09-22). 2016 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  51. ^ 48-й гол в карьере Дзагоева стал тысячным для ЦСКА в чемпионатах России, Спорт-Экспресс (2012-09-22). 2016 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  52. ^ Леонид Слуцкий: "Дзагоев вернется в строй к матчу с "Тереком", Спорт-Экспресс (2014-08-01). 2016 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  53. ^ Уральская перестрелка ЦСКА, Спорт-Экспресс (2014-09-27). 2016 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  54. ^ Алан Дзагоев. 2015-2016, Спорт-Экспресс. 2016 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  55. ^ Золотой гол Дзагоева – лучший в 30-м туре!, Sportbox (2016-05-22). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  56. ^ Танцы минус. Дзагоев не едет на Euro-2016, Спорт-Экспресс (2016-05-22). 2016 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  57. ^ Егор Кузнецов. «Он должен убегать не домой, а в тренажёрный зал». Как травмы убивают мечты Алана Дзагоева. Sportbox (2 акан 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
  58. ^ Дмитрий Сомов. Чёрный сезон Алана Дзагоева. «Спорт-Экспресс» (27 акан 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ.
  59. ^ Injury history. Transfermarkt. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
  60. ^ Алан Дзагоев. 2016-2017. «Спорт-Экспресс». Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  61. ^ Дзагоев исключён из состава сборной России на Кубок конфедераций. Lenta (22 ҫӑвӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  62. ^ Андрей Кузичев. Чёрная полоса Дзагоева: все травмы футболиста с мая 2016 года. Спорт-Экспресс (21 нарӑсӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  63. ^ Игорь Рабинер. Супер-ЦСКА. Спорт-Экспресс (16 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  64. ^ РФС назвал 33-х лучших игроков РФПЛ-2017/18. Российская Газета (29 ҫӗртмен 2018). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  65. ^ Черчесов рассчитывает на Дзагоева. И вот почему. Спорт-Экспресс (11 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  66. ^ Дзагоев в матче за Суперкубок России получил травму икроножной мышцы. www.sport-express.ru (30 утӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  67. ^ Футбол. Дзагоев получил травму в товарищеском матче и покинул поле на носилках (выр.). news.sportbox.ru (19 нарӑсӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  68. ^ Алан Дзагоев подписал новый контракт с ПФК ЦСКА , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнчи копийӗ / сайт ПФК ЦСКА, 21 июня 2019.
  69. ^ Дзагоев продлил контракт с ЦСКА , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнчи копийӗ / РИА-Новости Спорт, 21 июня 2019.
  70. ^ Сергей Сорокин. Алан Дзагоев стал свободным агентом (выр.). www.championat.com. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  71. ^ Алан Дзагоев продлил контракт с ПФК ЦСКА , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнчи копийӗ / сайт ПФК ЦСКА, 22 июля 2021 года.
  72. ^ Источник: Алан Дзагоев завершит карьеру после окончания сезона — Чемпионат. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
  73. ^ Алан Дзагоев опроверг слухи о завершении карьеры — Чемпионат. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
  74. ^ Алан Дзагоев покидает ПФК ЦСКА — Все новости — официальный сайт ПФК ЦСКА. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
  75. ^ Алан Дзагоев стал игроком «Рубина». Официальный сайт ФК РУБИН (2 авӑнӑн 2022).
  76. ^ Дзагоев перешел в греческую «Ламию» как свободный агент. sports.ru (28 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  77. ^ Λύση συνεργασίας με Alan Dzagoev – Δήλωση του ποδοσφαιριστή. lamia1964.gr (21 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  78. ^ Алан Дзагоев. 2006. Спорт-Экспресс. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ.
  79. ^ Россия разгромила македонскую команду, Спорт-Экспресс (2006-10-15). 2016 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  80. ^ Сборная Талалаева лидирует в группе, Спорт-Экспресс (2007-03-22). 2016 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  81. ^ Гус Хиддинк вызвал Дзагоева и Прудникова для подготовки к отборочным матчам чемпионата мира 2010 года, Интерфакс (2008-09-29). 2016 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  82. ^ Алан Дзагоев: «Мою первую игру за сборную нельзя назвать удачной», Sportbox. 2016 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  83. ^ Алан Дзагоев: "Должны были выигрывать", Спорт-Экспресс (2009-10-15). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  84. ^ 1, 2 "Октябрёнок" Алан, Чемпионат.com (2011-10-08). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  85. ^ Дзагоев забил первый мяч за сборную России, Спорт-Экспресс (2010-10-08). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  86. ^ Адвокат назвал состав сборной России на Евро-2012, Лента.ру (2012-05-26). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  87. ^ Алан Дзагоев был признан лучшим игроком матча Россия-Чехия., РБК. 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ.
  88. ^ Алан Дзагоев признан лучшим игроком матча с чехами, rusfootball.info. 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ.
  89. ^ Респонденты "СЭ" признали Дзагоева лучшим игроком матча с Чехией, Спорт-Экспресс (2012-06-10). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  90. ^ Валерий Газзаев: "Дзагоев — это и сегодняшний день нашей сборной, и её будущее", Спорт-Экспресс (2012-06-14). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  91. ^ "Золотую бутсу" Euro получил Торрес, Спорт-Экспресс (2012-07-02). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  92. ^ Статистика. 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  93. ^ Михаил Гершкович: Дзагоев — ключевой игрок сборной (2016-05-23). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  94. ^ Статистика. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  95. ^ Как Слуцкий вывел сборную на Евро, fontanka.ru (2015-10-20). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  96. ^ Алан Дзагоев не сыграет на Евро из-за травмы, Eurosport (2016-05-22). 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  97. ^ Травма Дзагоева , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнчи копийӗ / Спорт-Экспресс, 14 июня 2018 года.
  98. ^ Чемпионы наших сердец. Россия проиграла Хорватии по пенальти и покидает ЧМ-2018
  99. ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 27 июля 2018 года № 200-рп «О награждении Почётной грамотой Президента Российской Федерации спортсменов и специалистов спортивной сборной команды Российской Федерации по футболу». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
  100. ^ Аланы с пёстрыми значками, «Российская газета». 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ.
  101. ^ Юрий Жирков признан лучшим футболистом России 2008 года. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  102. ^ Кирилл Бурдаков. У Пиняева есть почти год, чтобы побить рекорд Дзагоева // Спорт-Экспресс. — 2022. — 8 раштавӑн (№ 233 (8828)).