Димитриева Валентина Димитриевна

Димитриева Валентина Димитриевна (1937 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ, Асхва, Канаш районӗ, Чӑваш АССР, РСФСР2019 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ, Асхва, Канаш районӗ, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре малта пыракан. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1973). СССР Халӑх депутачӗ (1989).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1937 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче (ытти хыпарсемпе — авӑнӑн 21-мӗшӗнче[1]) Чӑваш АССРӗн Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче ҫуралнӑ.

Вӑтам шкулти ҫичӗ класс пӗтерсен «Красное пламя» колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1950 ҫулта Асхвари «Мотор» хуҫалӑхӑн уй-хир бригадине куҫнӑ, ҫавӑн пекех конюх тата пӑру пӑхакан пулса ӗҫленӗ. 1963 ҫултанпа — ӗне сӑвакан, выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илмелли палӑртнӑ нормӑсенчен ирттерес енӗпе ытти колхозсемпе ӑмӑрту йӗркелессине пуҫарса яракан.

Чи малтанах вӑл вӑхӑтра Канаш районӗнче малта пыракан Аслӑ Мами ялӗн фермин ӗне сӑваканӗсене хӑваласа ҫитсе иртсе кайма соцобязательство илнӗ. Вӑл пуҫарнипе тата хистенипе фермӑсенче чылай ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ, ӗҫе лайӑхлатнӑ: сисмӗс конвейер, ҫуллахи лагерь, выльӑх апатне ҫӗпрелетесси тата ытти те. Тепӗр ҫулхине аслӑмамисенчен иртсе кайма пултарнӑ, вӗсемпе танлаштарсан ҫулталӑкра кашни ӗнерен 300 килограмм ытларах сӗт сунӑ.

Саккӑрмӗш пилӗкҫуллӑх (1966—1970 ҫулсенче) ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх — 1971 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче «ӗҫри пысӑк кӑтартусемшӗн» Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ.

1970-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Димитриева Украина ССРӗн Херсон облаҫӗнчи «Перемога» колхоз сӗт сӑваканӗсене ӑмӑртӑва йыхравланӑ. Ҫавна пула колхоз правленине фермӑсене механизацилес ӗҫе хӑвӑртлатма ыйтнӑ. Пӗтӗм Союзри ӑмӑртӑва хутшӑнни В. Д. Димитриева чапне ӳстернӗ, сӗт тухӑҫлӑхе те палӑрмаллах, пӗрре виҫҫӗмӗш чухлӗ хӑпарнӑ.

1973 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнче «Пӗтӗм Союзри социализмла ӑмӑртура ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тата 1972—1973 ҫулхи хӗллехи тапхӑрта выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсене туса илессине ӳстерес тата хатӗрлес енӗпе йышӑннӑ обязательствӑсене пурнӑҫланӑшӑн» СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хушӑвӗпе Валентина Дмитриевна Дмитриевана Ленин орденӗпе тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медальпе чысласа Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[2].

1991 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. 2019 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче вилнӗ.

Обществӑлла ӗҫ

Тӗп ӗҫ-хӗлсӗр пуҫне 1957 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен VI фестивалӗн делегачӗ пулнӑ. 1989—1991 ҫулсенче Пӗтӗм Союзри вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗсен организацийӗнчен СССР Халӑх депутатне суйланнӑ[3]. СССР Ялхуҫалӑх ӗҫченӗсен профсоюзӗн Тӗп комитечӗн пайташӗ пулнӑ.

Астӑвӑм

  • Канаш хулин таврапӗлӳ музейӗнче Социализмла Ӗҫ Паттӑрне халалланӑ стенд йӗркеленӗ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Республика простилась с Героем Социалистического труда Валентиной Дмитриевой. Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ http://www.nbchr.ru/People_work/html/D/038_dimitrieva2.htm
  3. ^ Дмитриева Валентина Дмитриевна. Последние депутаты последнего Верховного Совета СССР по алфавиту. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  4. ^ В память о забытых героях (выр.). https://gov.cap.ru. МБУ «Краеведческий музей» г. Канаш ЧР (15 нарӑсӑн 2016).

Вуламалли

  • Андреева, И. Ленин орденӗпе Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ : [Асхвара ҫуралса ӳснӗ Валентина Дмитриевна Дмитриева ҫинчен] / И. Андреева // Канаш ен. — 2018. — 6 утӑ. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Ачча, В. Салам сана, мухтав сана… / В. Ачча ; сӑн ӳкерчӗкӗсем авторӑн // Канаш ен. — 2007. — 26 авӑн. — С. 2.
  • Валентина Дмитриевна Дмитриева // Хыпар. — 2019. — 22 нарӑс/февраль. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Владимирова, И. Лашасене юратнӑран фермӑна ӗҫлеме кӗнӗ : [Асхва ялӗнче пурӑнакан Валентина Димитриевна Димитриева Социализмла Ӗҫ Геройӗ ҫинчен] / И. Владимирова // Канаш ен. — 2012. — 21 авӑн. — С. 2.
  • Дмитриева, В. Д. Резина атӑ хӗлле те ураран кайман : [Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче пурӑнакан Валентина Дмитриевна Дмитриева Социализмла Ӗҫ Геройӗпе калаҫни / В. Григорьев ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2016. — 12 ҫурла/авгус. — С. 14 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Кам тӑрӑшуллӑ, ӑста та маттур, паллах, ҫав ҫыннӑн мулӗ те, сумӗ те пур / И. Андреева хатӗрленӗ // Канаш ен. — 2017. — 27 авӑн. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Коновалов, H. Социализмла ӗҫ геройӗ наградӑсене ултавҫа хӑех тыттарса янӑ / В. Галкин сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. — 2003. — 1 нарӑс.
  • Левая, Н. Хӑнара — Ӗҫ Паттӑрӗ / Н. Левая // Канаш ен. — 2016. — 27 ҫу. — С. 1.
  • Сергеева, Ю. Ӗҫчен алӑ ӗҫ ыйтать / Ю. Сергеева // Канаш ен. — 2014. — 24 авӑн. — С. 2. — (Хисеп).
  • Ҫутӑ сӑнарӗ ӗмӗр асра юлӗ : [некролог] // Канаш ен. — 2019. — 20 нарӑс. — С. 3.
  • В азарте труда : [о Герое Соц. Труда В. Д. Дмитриевой] // Советская Чувашия. — 2017. — 19 дек.. — С. 3 : фот. — (На слуху и на виду / ведущая рубрики — З. Шитлаева).
  • В память о забытых героях : [о Героях Соц. Труда] // Навигатор. — 2016. — 16 февр. (№ 7). — С. 54.
  • Васильев, Г. По труду и честь! : люди советской эпохи : [о Герое Соц. Труда Валентине Дмитриевне Дмитриевой] / Г. Васильев // Ветеран. — 2018. — Янв. (№ 1). — С. 6 : фот. цв.
  • Димитриева Валентина Димитриевна // Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики. — Чебоксары, 2017. — С. 157.
  • Прокопьев, В. П. Валентина Дмитриевна Дмитриева: 1937. Три заповеди Валентины : [о передовике производства, Герое Социалистического Труда Валентине Дмитриевой] / В. П. Прокопьев // Работники сельского хозяйства. — Чебоксары, 2014. — С. 113-124.
  • Прокопьев, В. П. Дмитриева Валентина Дмитриевна / В. П. Прокопьев // Канашский район : энцикл. персон. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 161.
  • Пушкина, И. «Шур сухал» сăмахě – пурнăç чăнлăхě : [Канаш районěнче пурăнакан Социализмла Ĕç Геройě ятне тивěçнě В. Д. Дмитриева çинчен] / // Хыпар. – 2009. – 26 чÿк : сăн ÿкерчěк.
  • Светлой памяти Дмитриевой Валентины Дмитриевны // Советская Чувашия. — 2019. — 21 февр. — С. 6 : фот.
  • Шорников, А. М. Димитриева Валентина Димитриевна / А. М. Шорников // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 147.
  • Шорников, А. М. Димитриева Валентина Димитриевна / А. М. Шорников // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 515-516.