Динамо Тбилиси ФК

Еврокубоксем
Шаблон:УЕФА Кубоксен Кубокĕ

«Дина́мо» Тбили́си (груз. დინამო თბილისი) — совет тата грузин Тбилиси хулин футбол клубĕ.

Грузинсен чи паллă футбол ушкăнĕ, СССР футбол чемпионачĕн вăйлă клубĕ. СССР чемпионатĕнче клуб икĕ хутчен çĕнтернĕ, бронза призне вара 13 хутчен тивĕçнĕ — урăх кирек епле ушкăнран та нумайрах. 1981 çулта Кубоксен Кубокне çĕнсе илни ушкăнăн чаплă триумфĕ пулса тăнă. Дюссельдорф хулинче иртнĕ финалра грузинсен ушкăнĕ «Карл Цейсс» нимĕç клубне 2:1 шутпа парăнтарнă.

1990 çулта грузин клубĕсем СССР чемионатĕнчен тухса кайса хăйсен ăмăртăвне ирттернĕ тапхăрта «Ибери» ята илет, анчах та темиçе çултан каллех «Динамо» ята тавăрать.

Тренерĕсем