Арарат Ереван ФК

«Арарат» (Ереван) (эрм. Արարատ) — 1935 çулта йĕркеленĕ футбол клубĕ. 1949—50, 1960—63, 1965—91 çулсенче ушкăн СССР чемпионатĕнче ăмăртнă. 1973 çулта «Арарат» чемпион пулса тăрать, СССР футбол Кубокне çĕнтерсе илет. 1971, 1976- (çуркунне) çулĕсенче чемпионатăн кĕмĕл медальне тивĕç пулать, 1975 çулта каллех Кубока çĕнтерсе илет.

Пурĕпе клуб СССР-н 33 чемпионатне хутшăннă, пĕтĕмпе 1026 матч ирттернĕ. Вĕсенчен 352-не выляса илнĕ, 280-не танла шутпа вĕçленĕ, 394-не выляса янă, 1150 пӳске (гол) тапса кĕртнĕ, 1306 — хăйсем кĕртсе янă. 1988 çул тĕлне ушкăн виçĕ еврокубок ăмăртăвĕсене хутшăннă. СССР юлашки чемпионатĕнче 1991 çула клуб 7-мĕш вырăнта вĕçленĕ.

Малтанхи ятсем

  • 19351937 - «Спартак» Ереван,
  • 19381953 - «Динамо» Ереван,
  • 19541962 - «Спартак» Ереван,
  • 1963 — ...... - «Арарат» Ереван

Тренерсем

Çитĕнĕвĕсем

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.